Шырав
Шырав ĕçĕ:
Изаксем — чӑпар тӗклӗ горлицӑсем, сарӑ кардиналсем туратран турат ҫине вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ те чисти чунлӑ ҫеҫкесем пекех туйӑнаҫҫӗ; ҫӳревҫӗ-кӑвакарчӑнсем ҫӗр ҫийӗнченех вӗҫсе иртеҫҫӗ; чивголос-ҫерҫисем, хильгероссемпе иманхитассем уҫӑ сассисемпе сывлӑша янтӑратса тӑраҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Халь ӗнтӗ чӳрече витӗр вӑрман хӗрринчи йывӑҫсем те, турат ҫинчен турат ҫине сиккелесе ҫӳрекен чакаксем те, сенкер тусен чул тӳписем те курӑна пуҫларӗҫ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Куҫ хӳрипе пӑхатӑп та эпӗ — пакша асӑрханса, турат ҫинчен турат ҫине анса, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать, акӑ вӑл, айванскер, тӳрех ман хыҫран хулпуҫҫи урлӑ эпӗ кӗнеке ҫине улӑп ҫинчен ҫырнӑ йӗркесене карӑнса пӑхать.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Ҫӗр ҫул хушши ӳссе йывӑҫ хӑйӗн ӗҫне тунӑ: ҫӳлти турачӗсене ҫав чӑрӑш ҫутта илсе тухнӑ, анчах аялти турат ачисем, вӗсене амӑшӗ мӗн чухлӗ ҫӳлелле ҫӗкленӗ пулсан та, аялтах юлса чатӑр пек пулса тӑнӑ, симӗс сухалсем пек усӑнса аннӑ.
Вӑрман чатӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 97–98 с.
Вӗсем пиртен пӗртте хӑрамаҫҫӗ, анчах пит хытӑ пӑшӑрханса, пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине вӗҫсе лараҫҫӗ.Нас они нисколько не боялись, порхали с ветки на ветку в большой тревоге.
Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.
Мулкач хӑранӑ, ҫав вӑхӑтра ун куҫӗ умӗнче тепӗр турат, виҫҫӗмӗш турат хускалать, усӑнтарса антарнӑ юр купинчен хӑтӑлса, чӑрӑш тӑрри сиксе хӑпарать.
Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.
Чакаксем кӑшкӑрнинчен, вӗсем пӑшӑрханса пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике ларнинчен, чакаксен пурнӑҫӗ-йӑлинче чакак хӳресӗр юлнинчен ытла урӑх пысӑк мӑшкӑл пулманни лайӑх курӑнса тӑнӑ.
Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.
Хырсем ҫатӑртатса хӗлхемсем сапалаҫҫӗ; турат ҫинчен турат ҫине куҫакан ҫулӑм нимӗҫсен каскисене ҫутата-ҫутата илет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сӑнчаспа чӗпчӗмсем татах турат ҫинчен турат ҫине вӗҫкелесе ҫӳресе шӑхӑра пуҫларӗҫ.Поползень и пищухи сновали по ветвям и пронзительно посвистывали.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Ҫав йӑва тӑманасене аялтан сарлака турат ҫине пӗчӗк туратсем ҫыхланса ҫӑмхаланса ларнӑ пек туйӑннӑ.Совам казалось снизу, что на широкой еловой лапе перепутались в клубок мелкие веточки.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Ҫапла вара пӗр туратран тепӗр турат ҫине, тӗмерен тӗме ҫине виҫӗ каҫ пӗр чарӑнмасӑр малалла шурӗ.С ветки на ветку, с сучка на сучок, с куста на куст — так пробирался Пик три ночи подряд.
Хӳри курӑнмасть, ҫӑмӗ палӑрмасть // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Васка-васка турат ҫумне турат хушать.
Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.
Кунта ҫеҫ хамӑр мӗн тӑвасса тавҫӑрса илтӗмӗр: кашни хыр ҫинче темӗн чухлӗ турат, хӑш-пӗр турачӗ хӑй кӑна йывӑҫ пысӑкӑш.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Сӑрӑ турат тӑрӑх ҫав ҫулҫӑ патнелле хӗрлӗ уяр шунӑ, тепӗр турат ҫинче, кӑшт ҫӳлерех, пӗр пӗчӗк кайӑк ярӑнса чинклетсе ларнӑ…
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унтан эпӗ, пӗр вӑрӑмах мар турат касса,тӑшмансем тапӑнасран хӳтӗленме чукмар турӑм, туратсем ҫине меллӗрех вырнаҫса лартӑм та ытла ывӑннипе хытӑ ҫывӑрса кайрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Санька ҫул айккинче кивӗ турат тупрӗ, унӑн вӗтӗ турачӗсене иртсе пӑрахрӗ, аяккалла пӑхса илчӗ те Маша пуррипе ҫуккине пӑхрӗ — шыв патнелле пычӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кушак тӳрех вырӑнӗнчен тапранчӗ, пакша пекех тепӗр турат ҫине сикме хӑтланчӗ те ҫӗрелле персе анчӗ, анчах ӳкмерӗ, чи аялти туратран ҫакланчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ачисем пусма карлӑкӗсене хурӑнпа вӗрене турачӗсемпе капӑрлататчӗҫ-ха, хывӑнмалли ҫӗрте урайӗнче темӗн чухлӗ турат купаласа хунӑччӗ, чаплӑ лару пулмалли зала кӗнӗ ҫӗрте «25» тесе ҫырнӑ тем пысӑкӑш цифр силленсе тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964