Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турат сăмах пирĕн базăра пур.
турат (тĕпĕ: турат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла шухӑшласа, шухӑшсемпе асапланса, Прохор Петрович алла пӑчӑкӑ тытать, пуртӑ тытать, сава тытать, суран ҫӗввисене карӑнтарса, типнӗ турат пек хытса ларнӑ шӑмӑсене хускатса, шӑнкӑрч йӑви тума тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аслати умӗнхи шӑрӑх та пӑчӑ чухнехи пек лару-тӑру халь: кӗтетӗн аслатие, ҫав вӑхӑтрах хӑратӑн та унран, турат хуҫӑлни те аслати ҫатӑртатма тытӑннӑн, кӗрӗслеттерсе ҫапма пуҫтарӑннӑн илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Мана хама та мӗскӗн турат шӑпиех кӗтет — кӗҫех ҫӗр ҫинчен каятӑп, леш тӗнчере пурӑнма пуҫлатӑп», — шухӑшлать вӑл час-часах.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑмахран, ҫакӑн пеккисене: «Турат ҫинче ларать чепчен, шӑрантарать юрра чечен», — тенӗччӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫаксем Тамарӑна епле кӑна типнӗ турат евӗр хуҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Йывӑҫ тӑррисем ерипен сулланни те, пӗр-пӗр турат шӑтӑрт хуҫӑлса анни те, ҫумран кайӑк вӗҫсе иртни те уншӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмаллах хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пӗр турат шӑтӑрт! туса илнисӗр пуҫне Аня урӑх нимӗн те илтмерӗ — ытла та шӑпчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунсӑр пуҫне Аньӑна вӑл тата амӑшӗсенчен темиҫе турат урлӑ кӑштах хурӑнташ та тивет иккен…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аэродромра ӗҫленӗ чух та пӑлханмасӑр-хускалмасӑр пурӑнаймӑн, рейсри юлташсемпе туссен шӑпи ҫинчен шухӑшлӑн — сывлӑхшӑн турат ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сасартӑк ҫурӑм хыҫӗнче тенӗ пекех турат шартлатса хуҫӑлчӗ, тахӑшӗ мана ятран чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫапах та эп панулми вӑрласа кайнинчен ытларах улмуҫҫие турат хуҫса сусӑрласран хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑш-пӗр йывӑҫсене тӑватӑ метр тӑршшӗ татса шаршанланӑ, теприсене турат иртсе тӑррине татса купаланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Урӑх ҫӗмрен тумалли турат таврашӗ тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер майӗпен чи аялти турат ҫине анчӗ те майлашӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑрла тӗлне, хӗвел пайӑркисем ҫӗре туррӗн ӳкме пуҫланӑ тӗле Савантер турат чутласа тӑхӑр ҫӗмрен хатӗрлесе ҫитерчӗ Эх, ухӑ йӗппи ҫукки-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхсан-пӑхсан вӑл кӑмӑлне каякан турат тупрӗ те, унта шуса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ухӑ тумалли турат шырама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл унталла ҫывхарнине кӳрсассӑн пакша ҫав тери хӑраса чӗвӗлтетнӗ пек сасӑ кӑларчӗ, ҫынран хӑраман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, кайран чӑтаймарӗ курӑнать — аякри турат ҫине сиксе ӳкрӗ те унтан Савантер епле ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этем турат тӑрӑх кушак пекех хӑпарма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, ҫӑмламасскер, турат хыҫӗнчен тӗлӗннӗн ҫын ҫинелле пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех