Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пакша

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 16:21

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 556

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Ҫул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах пӗрерӗн-пӗрерӗн чӑрӑш вӑрманне пакшасем тытма кӗретпӗр. Пӗлӗтсем йывӑр, аялтанах юхаҫҫӗ, вӗсем чӑрӑшсем ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ пекех. Симӗс чӑрӑш тӑррисем, икелӗсем нумай пирки хӗп-хӗрлех курӑнаҫҫӗ, икелсем нумай пулсан: вара пакша та нумай пулать.

Эпӗ пӑхнӑ чӑрӑшсен ушкӑнӗнче ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех турапа тураса якатнӑ пеккисем пур, кӑтрисем пур, ҫамрӑккисем — сӑмалаллисем пур, е тата ваттисем: мӑкланса ларнисем пур. Пӗр ват йывӑҫӑн аялти пайӗ вилнӗпе пӗрех, анчах кашни ҫӳлти турачӗ ҫинче вӑрӑм симӗс сухал ҫакӑнса тӑрать, унта лавӗпех чӑрӑш икелли пухса илме пулать. Акӑ пӗр турачӗ сулланса илчӗ. Анчах пакша мана курчӗ те йӑпшӑнса ларчӗ. Пакша курӑнасса кӗтсе тӑрас тесе, эпӗ ватӑ йывӑҫ айне тӑтӑм, вӑл йывӑҫ тиркӗ ӑшӗнчи пек пысӑк та ҫаврака шӑтӑкра ларать. пӗр енче ҫунса хуралнӑ. Тиркӗ ӑшне юнашар хурӑн ҫинчен ӳксе тулнӑ кӑвакарнӑ ҫулҫӑсене сиртӗм те, ман куҫа кӗлпе витӗннӗ хура ҫӗр курӑнса кайрӗ. Акӑ халӗ хура ҫӗре курса, эпӗ нумай япалана тавҫӑрса илтӗм. Пӗлтӗр хӗлле, ҫак вӑрманта сунарҫӑ сӑсара йӗрлесе пынӑ. Сӑсар ҫӳлтен, пӗр йывӑҫ ҫинчен теприн ҫине сиксе юрлӑ туратсем ҫине йӗр хӑварса пынӑ пулмалла. Хаклӑ тирлӗ кайӑк хыҫҫӑн. хӑваласа сунарҫӑ каҫа юлнӑ пулас, вара унӑн вӑрмантах ҫӗр каҫмалла пулнӑ. Эпӗ халӗ тӑракан йывӑҫ айӗнче пит пысӑк кӑткӑ йӑви пулнӑ — тен вӑл ку вӑрманта кӑткӑсен чи пысӑк государстви пулнӑ. Сунарҫӑ юра тасатнӑ та вут тивертсе янӑ; пӗтӗм государство ҫунса кайнӑ; вӗри кӗл кӑна тӑрса юлнӑ. Сунарҫӑ ӑшӑ ҫӗре выртнӑ, пиншакпа витӗннӗ, хӑй ҫине ҫиелтен кӗлпе витнӗ те ҫывӑрса кайнӑ, ирхине ирех каллех сӑсара йӗрлесе кайнӑ. Кӑткӑ йӑви пулнӑ вырӑна ҫуркунне шыв тулнӑ. Кӗркунне кӳршӗри хурӑн ҫулҫисем ҫав шӑтӑка тӑкӑнса тулнӑ, ҫӳлтен пакша чӑрӑш икелли хупписене пӑрахса купаланӑ, акӑ ӗнтӗ халӗ эпӗ пакшине тытма килтӗм.

Пакша куҫа курӑнасса кӗтсе тӑнӑ вӑхӑтра, эпӗ ҫав кӑткӑ йӑви ҫинчен те пулин хамӑн пӗчӗкҫӗ кӗнеке ҫине ҫырса хурасшӑнччӗ. Ним сасӑсӑр, питех те майӗпен эпӗ сумкӑран кӗнекепе кӑранташ кӑлартӑм. Ҫав кӑткӑ йӑви калама ҫук пысӑк государство, пирӗн этем тӗнчинче Китай пек государство пулнӑ тесе ҫырса хутӑм эпӗ. «Китай» тесе ҫырса хурсаттӑм кӑна, ҫӳлтен тӳрех кӗнеке ҫине чӑрӑш икелли хуппи персе анчӗ. Тавҫӑрса илетӗп, ҫӳлте, шӑпах ман тӗлте, чӑрӑш икелли тытнӑ пакша ларать. Эпӗ килсен вӑл пытанса, йӑпшӑнса ларчӗ, анчах халӗ вӑл питех те пӗлесшӗн: чӗрӗ-и эпӗ е, йывӑҫ пек, пачах чарӑнса тӑнӑ та уншӑн хӑрушӑ мар-и? Тен, вӑл юриех, сӑнаса пӑхас тесе, ман ҫине икел хуппи пӑрахрӗ, кӑшт кӗтсе тӑчӗ те теприне, унтан виҫҫӗмӗшне пӑрахрӗ. Халӗ ӗнтӗ пушшех пӗлесшӗн ҫунать, пӗлмесӗр ниҫта та каймасть ӗнтӗ.

Эпӗ кӑткӑсен пысӑк йышӗпе туса хунӑ тӗлӗнмелле аслӑ государстви ҫинчен малалла ҫыратӑп: акӑ улӑп килнӗ те, ӑшӑ ҫӗрте ҫӗр каҫас тесе, пӗтӗм государствӑна пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтра пакша пӗтӗм икелех пӑрахса, ман аллӑмри кӗнекене чутах ӳкермерӗ. Куҫ хӳрипе пӑхатӑп та эпӗ — пакша асӑрханса, турат ҫинчен турат ҫине анса, ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать, акӑ вӑл, айванскер, тӳрех ман хыҫран хулпуҫҫи урлӑ эпӗ кӗнеке ҫине улӑп ҫинчен ҫырнӑ йӗркесене карӑнса пӑхать.

Акӑ пӗрре манӑн ҫакӑн пек ӗҫ пулчӗ — эпӗ пакшана пӑшалпа петӗм те, пӗр самантрах виҫӗ хыр тӑрринчен хыр икелӗсем ӳкрӗҫ. Ҫав кашни хыр тӑрринче, паллах ӗнтӗ, пӗрер пакша ларнӑ. Эпӗ пӑшал персе ярсанах вӗсем хӑранипе пӗрер икел ӳкернӗ те, ҫавна пула хӑйсене палӑртнӑ. Ҫапла эпир Мускав ҫывӑхӗнчи тайгана ноябрь уйӑхӗнче кӑнтӑрла вунпӗр сехетрен тата икӗ сехетрен пуҫласа каҫчен пакшасем тытма ҫӳретпӗр, ҫав сехетсенче пакшасем хыр икеллисем ҫиеҫҫӗ, туратсем ҫинче ярӑнаҫҫӗ лайӑхрах апат шыраса пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе лараҫҫӗ. Вунпӗр сехетрен пуҫласа иккӗччен эпир вӑрмана каймастпӑр: вӑл вӑхӑтра пакша вӑрман чӑтлӑхӗнче пытанса, аллисемпе питне ҫуса ларать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех