Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Манка ҫури» хӗрлӗармеец пули тирсе кайичченех хӑйне хупӑрласа тӑракан вӑрҫӑ тӗнчи ҫине кайӑкӑнни евӗр тӗлӗнсе хытса кайнӑ куҫпа пӑхать, ҫав самантсенчех, пӗлес килнипе ҫунса, «хӗрлисене» лайӑхрах курса илме тӑрӑшса, окопран пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле тинкерет.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сарлака ҫамкаллӑ, вӑкӑр питлӗ, чармак куҫлӑ Кутепов, кӗреҫе сухалне кӗскен кастарнӑскер, ун еннелле ҫаврӑнса пӑхать; Неженцевӗ кӑшкӑрнӑ еннелле Кутепов хулпуҫҫийӗ урлӑ кармашса тинкерет.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сасартӑк — тинкерет те ача: сӑмси умӗнчех юр купи — пуҫтармӑсӑр юлнӑ кивӗ утӑ капанӗ.И вдруг — присмотрелся мальчонка: у самого носа снежный бугор неубранный стог залежалого сена.
Ҫил-тӑман // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ялан тенӗ пекех, ҫакӑ служба хыҫҫӑн, ӗнтӗрӗк ҫапнӑ вӑхӑт тӗлнелле пулать, ун чухне вӑл садри ҫывӑрма пуҫланӑ йывӑҫсен ҫӑра лӑссисем айӗпе шӑппӑн-шӑппӑн уткаласа ҫӳрет, пӗчченскер те тунсӑхлаканскер, каҫхи нӑрӑсем сӗрленине итлет тата тӗттӗмленсе пыракан кӗрен лӑпкӑ тӳпенелле тинкерет.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вилнӗ Лалкӑна вӑл куҫ сиктермесӗр пӑхать, ун сӑнарне ӗмӗрлӗхе асра тытас пек тинкерет, чунтан саватчӗ-ҫке вӑл ӑна, Лалка хӑй те ӑна саватчӗ…
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тинка Балтоолу хайхи листовкӑна тытса пӑхрӗ, хӑй каллех тем кулкалать те ман еннелле тинкерет.Тинко Балтоолу берет печатную листовку, просматривает ее, бросает взгляд на меня и опять смеется:
IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кукша пуҫли телеграф юпи ҫумне ҫапса хунӑ хӗрлӗ хӑма татӑкӗ ҫинчи тӑватӑ шурӑ иероглифа тинкерет, ҫакӑ ӑна питӗ кӑсӑклантарать, тейӗн.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Тем, лаши те халичченхилле мар тыткалать хӑйне, пуҫне ухкаласа илет те таҫта кайма васканӑ пек уялла тинкерет.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Илья шухӑша кайнӑ та кайра мӗн пуррине кӑтартакан тӗкӗр ҫине тинкерет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Полина Аркадьевна хыпаланать, математика часрах вырӑнлӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, лешӗ васкамасть, телейлӗ куҫӗсемпе, сасартӑках нимӗне те тавҫӑрса илеймесӗр, учительски тавра пӑхкалать, шкафсене сӑнать, пире, хӑйне курнӑ-курман ура ҫине сиксе тӑнӑскерсене, тинкерет.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Час-часах ҫапла, трамвайпа пынӑ чух, пер-пӗр пичей, темскер астума тӑрӑшнӑ пек, ман ҫине тӗллесе чылайччен тинкерет, унтан сасартӑк хӑюлланса, хуллен: — Каҫарӑр, хӗр ача, эсир мар-и ҫав «Хаяр мужикри»? — тесе, пӗшкӗнерех ыйтать.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Люҫҫа ӗҫне пӑрахсах тулалла тинкерет.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Ачи нӑйкӑшма пуҫласанах ӑна алӑ ҫине илет те кантӑк ҫумӗнчи пукан ҫине вырнаҫса урамаллах тинкерет.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Пирӗн ҫине куҫ илмесӗр тинкерет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970