Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫил-тӑман

Пай: Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ –> Иккӗмӗш сыпӑк. Кӑйкӑрпа кӑйкӑр чӗппи

Автор: Георгий Ефимов

Ҫӑлкуҫ: Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хушнӑ: 2020.02.15 03:58

Пуплевӗш: 44; Сӑмах: 227

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ахӑрса, вӑйланса кайрӗ ҫил-тӑвӑл Ӗренпур тӑрӑхӗнче. Йӗри-тавралла пӑч-тӗттӗм. Ҫил хурах пек шӑхӑрать. Пите юр йӗппипе чиксе ыраттарать.

Виҫҫӗмӗш сехет ӗнтӗ Гришатка хирпе пырать. Суккӑр пӑру майлӑ енчен енне ҫапӑнать. Крепоҫран тар кӑна, вара патша ҫыннисем тупӑнаҫҫех тесе шухӑшлатчӗ вӑл. Халӗ никам та ҫук унта. Ҫил те юр кӑна. Ҫил шӑхӑрать те улать ҫеҫ.

Ҫил ҫинче ача, уйӑп пек, шӑнса ӗнтӗркет.

— Ау-ау! — кӑшкӑрать Гришатка.

Кӑшкӑрать те шӑпланать, итлет.

Гришаткӑна хӑрушӑ. Чӗре хыттӑн тапать. Ӳт-пӳ тӑрах сӳ каять. Тӗрлӗ хӑрушӑ япаласем курӑнаҫҫӗ ачана.

Ҫил-тӑман мар, юмахри тухатмӑшсемпе тӗрлӗрен тӗлӗнтермӗшсем ташлаҫҫӗ тейӗн аслӑ уй-хирте. Ҫук, ҫил мар сӑхман арӑкне лӑскать, масар ҫинчен тухнӑ чунсем Гришатка аллипе уринчен яра-яра тытаҫҫӗ. Тӑвар килли ӑшӗнчи Ашапатман карчӑк шӑхӑрса иртсе каять. Кӑмака мелкипе Гришаткӑна питӗнчен сӗрсе хӑварать.

— Таса турӑ, пулӑшсам. Ан пӑрах, — пӑшӑлтатать ача. — Хӑп, хӑп, усал сывлӑш!

Таҫта кашкӑр ами уласа ярать. Гришатка чӗри тапмах чарӑнать. Ача ҫӗре тӑсӑлса ӳкет. Питне ал тупанӗсемпе хуплать. Сӑмсине юр ӑшне чикет. Нимӗн те хускалмасть.

Вӗҫтерсе хупӑрлать Гришаткӑна ҫил-тӑман, виле ҫине витекен шурӑ пирпе пиелет тейӗн.

Ҫӳҫенсе илет ача. Пуҫне ялт ҫӗклет, урипе ҫӗре пусать те — ӳт-пӗве пружина пек ҫӳлелле таптарать.

Каллех утать Гришатка. Каллех юр та ҫил.

— Ау-ау! А-ау! — татӑлать ача сасси. Вӑйӗ чакать Гришаткӑн. Сасартӑк — тинкерет те ача: сӑмси умӗнчех юр купи — пуҫтармӑсӑр юлнӑ кивӗ утӑ капанӗ.

— У-ух! — сывласа ярать Гришатка.

Ача купана чавса шӑтӑк тӑвать. Кӗрсе выртать. Ӑшӑ сывласа тултарать. Мӑшлаттарсах ҫывӑрса каять Гришатка.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех