Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тинкерет (тĕпĕ: тинкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вихтӗр йывӑҫ тӑрринелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ывӑлӗ тӗксӗм чӳречерен тулалла тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тенкел ҫинче пӗчченех тӗмсӗлсе ларакан пӗчӗк Вихтӗр ним тума аптӑраса чӳречерен тулалла тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Е ҫав ҫапӑ купи пӑхса ларать, е тӳпене тинкерет, пайташӑн пуҫне минретни пирки каҫару ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кунсерен ҫул енне тухса, Красноармейски еннелле тинкерет, анчах ниепле те кӗтсе илеймест, лешӗ вӑрҫӑран таврӑнмасть те таврӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ун-кун пӑхкаласа, кашласа ӳсекен ҫамрӑк та парка ҫирӗксем хушшипе иртсе, кӳлӗ хӗррине йӑпшӑнса ҫитет вӑрманҫӑ чӗрӗк сехетрен, умри лапсӑркка туратсене сирсе, утрав еннелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аркадий Давыдович, коридорта никам та ҫуккипе усӑ курса, вӗренекенӗ умне кукленсе ларать, куҫран тинкерет.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кунта тем пулнӑ пулас, — Шӑнкӑрч умне кукленсе ларса, ачана куҫран тинкерет колхоз пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ан хӑра, эп вӗсене хӑйсене хӑратап ак! — тӗпсакай алӑкне уҫса аялалла тинкерет Шӑнкӑрч; чиперех асӑрхать вӑл: тӗпсакайӗнче, тӑпрас ҫинчи икӗ-виҫӗ тӑм чӳлмексӗр пуҫне, урӑх ним те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӗҫленӗ май пуҫне ман еннелле пӑра-пӑра ҫивӗч те тунсӑхлӑ куҫӗсемпе тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ача куҫне мӑч хупмасӑр ҫӳлелле пӑхса выртать иккен, амӑшӗ ҫине уҫҫӑн тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тен, ку Ванюш пулнӑ?» — тинкерет салтак арӑмӗ тӗттӗмелле.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑпӑртатса юхакан куҫҫуль витӗр тӗтреллӗ куҫпа пӑхса утать Эсекел пӗве хӗрринчи ҫӑл патне, пӗве ҫине такама курасла тинкерет, тулли уйӑхпа сасӑпах калаҫать:

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ача куҫне чӗлтӗр уҫнӑ та тавраналла, темле хытӑ тӗлӗннӗ пекех, тинкерет.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӳрече налишникӗсем ҫине, карнис ҫине тинкерет.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мучи веҫех курать, тинкерет.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кама та пулин тинкерет те куҫне нумайччен илмест.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур тавраналла тинкерет, тинкерет.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле таврана лайӑх тинкерет.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса, тин кӑна витерен тухнӑскер, тавралӑха тулли кӑмӑлпа тинкерет.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех