Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ушкӑнри йӗркелӳ ҫирӗп пулнине ҫакӑ та кӑтартать: уголовлӑ ӗҫ пуҫарсан йӗркелӳҫӗсем вӑйӑ заведенийӗсен персоналне тӗп хулари пӗр ресторанта пухнӑ, следователь патне допроса хӑйсен представителӗсемпе пӗрле кӑна каймалли е кӑтартусем памалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Социаллӑ яваплӑхлӑ бизнесӑн ырӑ тӗслӗхне «Чӑвашкабель» предприяти кӑтартать, вӑл Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле картишсенче 10 ытла ҫӗнӗ хоккей коробки уҫнӑ тата 200 яхӑн ачана хоккеистсен формипе тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ачасене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартать, вӗсем чӑн-чӑн патриотсем пулччӑр тесе ӗмӗтленет.Рассказывает детям о Великой Отечественной войне, мечтает о том, чтобы дети росли патриотами.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
18. Мария Магдалина каять те хӑй Ҫӳлхуҫана курни ҫинчен, Вӑл хӑйне мӗн калани ҫинчен вӗренекенсене каласа кӑтартать.18. Мария Магдалина идет и возвещает ученикам, что видела Господа и что Он это сказал ей.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫакна хӑй куҫӗпе курнӑскерӗ каласа кӑтартать, вӑл калани чӑн; сире ӗнентересшӗн хӑй чӑннине каланине вӑл пӗлет.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать; Вӑл Ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, эсир тӗлӗнсе кайӑр.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл Хӑй курнине-илтнине каласа кӑтартать, анчах Вӑл каласа кӑтартнине никам та йышӑнмасть.32. и что Он видел и слышал, о том и свидетельствует; и никто не принимает свидетельства Его.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл аҫтаха умӗнче малтанхи тискер кайӑкӑн мӗнпур ирӗкӗпе ӗҫлет, пӗтӗм ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене ӗнтӗ вилмеллех сурантан тӳрленнӗ малтанхи тискер кайӑка пуҫҫаптарать; 13. вӑл ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр тӑл-пӳ, пӗр Сывлӑш, ҫавӑн пекех сире пӗр шанчӑкпа тӑма чӗнсе илнӗ; 5. пӗр Ҫӳлхуҫа, ӗненни те, тӗне кӗни те пӗрех, 6. пӗр Турӑ, Вӑл — пуринӗн те Ашшӗ, Вӑл — пуринчен те аслӑ, Хӑйӗн вӑйне пуринӗн урлӑ та кӑтартать, пурсӑмӑр ӑшӗнче те тӑрать.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир Христос хӑватне курман мар, Вӑл сирӗн хушшӑрта Хӑйӗн хӑватне кӑтартать.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартса, Иисуса ӗненекенсене тӳрре кӑларса, Вӑл паян та Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартать.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сут кунӗ пурне те татса парать, пурне те чӑннине кӑтартать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мӗн авалтан пирӗншӗн пур тӗлӗшпе те урӑх халӑхсенчен пуринчен те шанчӑклӑрах пулнӑ ҫынсене, тӑтӑшах ыттисенчен йывӑртан та йывӑр хӗн-хур тӳсекенсене, кам-ха пӗр тивӗҫсӗртен ҫакӑн пек мӑшкӑл кӑтартать?
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун хушшинче Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, Вӑл тӗрӗс мар ӗҫ тумасть, ирсерен ялан Хӑйӗн сутне кӑтартать; анчах йӗркесӗр ҫын намӑса пӗлмест.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25. Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26. пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Вӑл тӗпсӗрлӗхе, чӗрене витӗр ҫутатать, унти кашни пӑрӑнӑҫа курать: Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ӑслӑлӑха пӗлсе тӑрать, иртнине тата пулассине пӗлтерсе, вӑрттӑнлӑх йӗрӗсене уҫа-уҫа парса, ҫитес ӗмӗрӗн паллисене кӑтартать; 20. Унран пӗр шухӑш та пӑрӑнса иртеймест, пӗр сӑмах та пытанса юлаймасть.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чӳлмек тӑмӗ — чӳлмекҫӗ аллинче, аллинчи тӑмран вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех этем те — хӑйне Пултараканӗн аллинче, этеме Вӑл мӗн кӑтартас тет, ҫавна кӑтартать.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сӗмсӗр хӗрарӑм ашшӗне те, упӑшкине те мӑшкӑл кӑтартать, иккӗшӗн умӗнче те ҫынлӑхран тухать.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.