Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм

Автор: Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Хушнӑ: 2016.05.08 09:03

Пуплевӗш: 85; Сӑмах: 1161

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

«Эс нихҫан хӑраман, эс нихҫан парӑнман
Шурӑ ҫӳҫлӗ салтак ветеран…»

Ҫак юрра ача чухне тӑтӑшах шӑрантараттӑмӑр, ӑна итленӗҫемӗн вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнисен куҫӗ шывланатчӗ. Йывӑр ҫав ҫулсенче хӑйсем мӗн чухлӗ терт-нуша тӳснине, тӑшманпа ҫапӑҫнӑ май вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ самантсене аса илетчӗҫ, ахӑртнех, вӗсем. Шел, шурӑ ҫӳҫлӗ салтаксен шучӗ ҫулсеренех чакса пырать. Пирӗн халӗ пурӑнакансемпе тӗл пулма, вӗсен асаилӗвӗсене ҫырса юлма тӑрӑшмалла: ҫакӑ паянхи кун, ҫамрӑк ӑру историе тивӗҫлӗ шайра пӗлмен е ӑна хӑшӗсем ятарласа урӑхлатса кӑтартма хӑтланнӑ тапхӑрта, питех те кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ.

«Фронта каятӑпах!»

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑнта ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Лапсарта пурӑнакан Аркадий Никифорович Петров вӑрҫӑ мӗн иккенне кам та пулин каласа кӑтартнӑ е тӗрлӗ фильмпа литература тӑрӑх мар, хӑй фронтра малти линире пулнӑран питӗ лайӑх пӗлет. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 93 ҫул тултараканскер 70 ытла ҫул каялла хӑй ытти совет салтакӗ-офицерӗпе пӗрле мӗн курни-тӳснине питӗ лайӑх астӑвать, кашни самант пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултарать.

Тӑшман самолечӗсем бомба пӑрахнине фронта кайичченех курма тивнӗ унӑн. Салтака кайма ят тухиччен тесе Азербайджанра ӗҫленӗскер шӑпах унта чухне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланни ҫинчен илтнӗ. Палӑртнӑ ӗҫе вӗҫлесен тӑван тӑрӑха таврӑнма тухнӑ Патӑрьел каччи, анчах пуйӑс пулманран Бакура пӗр эрне ытла ларма тивнӗ. «Пӗр каҫхине нимӗҫсен самолечӗсем вӗҫсе килчӗҫ те бомба пӑрахрӗҫ, ҫынсем унта-кунта тарса пӗтрӗҫ», — аса илчӗ Аркадий Никифорович. Тӑрӑна ҫитсен ӑна темиҫе кунранах колхозниксемпе пӗрле Улатӑра окоп чавма илсе кайнӑ. Унта ӗҫленӗ чухне ҫӗр ишӗлсе аннӑ та Аркадипе тепӗр хӗре хупласа хунӑ. Юрать-ха аманнӑскерсене туртса кӑларнӑ, киле ӑсатнӑ.

1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл районти санэпидемстанцире дезинфекторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑштахран ӑна медкомиссие чӗнтернӗ, сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «ҫар службине юрӑхсӑр» тесе документ панӑ. «Манпа пӗр ҫулхи ачасем ҫара кайма тытӑнчӗҫ. Эпӗ вара — юрӑхсӑррисен йышӗнче. Епле-ха апла? Пирӗн вӑхӑтра салтакра пулман яшсене пачах хисеплеместчӗҫ, йӗркеллӗ ҫын вырӑнне хумастчӗҫ. Ун чухне 3-4 районӑн пӗрлехи медкомиссийӗ эрнере пӗрре пухӑнатчӗ. Повестка ҫук пулин те унта хам ирӗкпех тепӗр икӗ хут кайрӑм, виҫҫӗмӗшӗнче тин мана строй службине юрӑхлӑ тесе йышӑнчӗҫ», — каласа кӑтартрӗ ветеран.

Аркадий Никифоровичӑн фронта лекес ӗмӗчӗ питӗ пысӑк пулнӑ ҫав. Повестка илсен Канашра темиҫе кун тӑма тивнӗ, шӑпах унта Тӑрӑн каччинчен фронта каяс килет-и тесе ыйтнӑ. Лешӗ, паллах, савӑнсах килӗшнӗ: «Паянхи кун фронта каяс темен ҫын пур-и вара?» Тепӗр кунхинех вӑл Липецк облаҫӗнчи малти фронта лекет. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулнӑ ку. Ентеш хӑй ирӗкӗпе разведушкӑнпа пӗрле разведкӑна та темиҫе хут кайнӑ. Командирсем ӑна тӳрех асӑрханӑ, тӑрӑшуллӑскере Воронеж фрончӗн стрелоксен 340-мӗш дивизийӗн вӗренӳ уйрӑм батальонне янӑ, унтан — Новохоперск хулинчи кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене. Ҫакӑн хыҫҫӑн взвод командирӗ пулнӑ вӑл, ҫав хушӑрах — ротӑн комсомол организацийӗн секретарӗ те.

Пӗр кунра тӑватӑ хут аманнӑ

Чӑваш каччи 38-мӗш армин 184-мӗш дивизийӗн 294-мӗш полкӗн йышӗнче пулнӑ май Курск пӗкки ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӑна Белгород облаҫӗн Верхние Пены текен ялтан инҫех мар тӑватӑ хут амантнӑ.

Аркадий Петров шӑпах ун чухне нимӗҫсен «Тигр» текен ҫӗнӗ танкне курнӑ.

— Разведчиксем ыраш пуссинчен тухрӗҫ те «Пирӗн ҫине нимӗҫсен тигрӗсем килеҫҫӗ» тесе пӗлтерчӗҫ. Тигр чӗрчун-ҫке-ха, кунта вара тӑшманӑн ҫӗнӗрен кӑларнӑ пысӑк танкӗсем килеҫҫӗ. Манӑн взводри салтаксен ахаль танксене пӗтермелли 1-ер граната ҫеҫ пур. «Тигрсене» танк пӑшалӗсенчен перкелерӗмӗр-ха, анчах вӗсене нимӗн те пулмарӗ. Пысӑкскерсем пирӗн урлах каҫса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтра эпӗ пӗрин айне граната пӑрахрӑм. Шел, унӑн ванчӑкӗ хама сӑмсаран пырса лекрӗ: юн юхать, ниепле те чарма ҫук. Пӗр салтак чупса пычӗ те кӗсьерен бинт илсе пуҫа ҫыхрӗ. — II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне тивӗҫнӗ ветеранӑн асаилӗвне итленӗҫемӗн чун сӳлетсе илет. — Тепӗртакран ыраш пуссинчен ахаль танк тухрӗ, ун хыҫҫӑн 10 автоматчик утать. Пӗри танк люкне уҫнӑ та йӗри-тавралла пӑхса пырать, командирӗ ахӑртнех. «Эп сана кӑтартатӑп!» — терӗм те автоматран петӗм. Курӑнми пулчӗ ҫакскер: те вилчӗ, те аманчӗ, танкӗ те чарӑнчӗ. Нимӗҫ автоматчикӗсене мӗнле парӑнтарас? Пирӗн винтовкӑсем ҫеҫ пур-ҫке. Пирӗнтен сылтӑмарах станоклӑ пулемет расчечӗ пуррине асӑрхарӑм, ҫавӑн патне хырӑмпа шуса кайрӑм. Вӗсемпе малалла мӗн тумалли пирки калаҫса выртнӑ хушӑра пӗҫӗрен амантрӗҫ. Каялла шума тытӑнтӑм, пӗҫӗрен юн юхать. Окоп патне ҫитиччен манӑн икӗ ура хушшине автомат «черечӗ» лекрӗ, атӑ кунчисене ала пек шӑтарса пӗтерчӗ. Икӗ урана та пӗрер пуля лекнӗ иккен.

Ун чухне Аркадий Никифорович 10-15 минут хускалмасӑр выртнӑ: хӑйне нимӗҫсем офицер пулнине пӗлсе пенине, халӗ кӑшт хускану тусанах автоматпа тепре тӗллессине аван чухланӑ вӑл. Лару-тӑру кӑшт лӑплансан хамӑрӑн икӗ салтак пырса унӑн суранӗсене ҫыхнӑ, хӑйсем малалла кайнӑ. Взвод командирӗшӗн шӑпа тӗрӗслевӗ ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмен-ха. Суранланса вӑйсӑрланнӑскер тул ҫутӑличчен ҫавӑнтах выртнӑ, ирхине хамӑрӑннисем патнелле кайма пуҫланӑ. «Умра — мина уйӗ. Унта мӗнле кӗмелле? Юрать-ха ку уйра пехота мини мар, танксене пӗтермелли иккенне ӑнлантӑм. Мина лартса хӑваракансем «растяжкӑсем» хунине те пӗлетӗп эпӗ. Вӗсем ҫине пуссан мина ҫурӑлать. Мӗн тумалла? Кӑшт йӑнӑшсанах вилетӗп, малалла каймасан тӑшман снайперӗсен аллине лекме пултаратӑп», — тем те тӳснӗ ветеран хумханнине ирттерес тесе куркари чейе сыпса илет.

Мина уйӗ витӗр йӗркеллех тухнӑ вӑл, хамӑрӑн артиллери расчечӗсем патне ҫитнӗ. Ӑна Свердловскри эвакогоспитале ӑсатнӑ. Унта 4 уйӑх сипленме тивнӗ Аркадий Петровӑн.

Выҫӑ нимӗҫсем

Ҫумра документсем пулманран, чаҫа ыйтса ҫырса ярсан та хурав килменрен А.Петрова сывалсан ҫар комиссариатне кайма хушнӑ, лерен вара ӑна Тюменьти пехота иккӗмӗш училищине вӗренме янӑ. Унта 1943 ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче пулнӑ вӑхӑтра ӑна йӗлтӗрҫӗсен командине илнӗ. Училищӗре — 1 пин ҫын, командӑра вара — пӗтӗмпе те 12-ӗн ҫеҫ, ҫавсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ.

Службӑна вӑл Киев ҫар округӗн 20-мӗш дивизийӗн 81-мӗш саппас полкӗнче малалла тӑснӑ, взвод командирӗ пулнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне Киевра кӗтсе илнӗ. Демобилизациччен, 1945 ҫулхи ҫулла, полк командирӗ А.Петрова хӑйсем вӗрентнӗ салтаксене Германие ӑсатмашкӑн командировкӑна янӑ. «Польша чиккинчен каҫрӑмӑр та Германие кӗриччен пуйӑс чарӑнчӗ. Эпӗ эшелон дежурнӑйӗн пулӑшуҫи пулнӑ май лару-тӑрӑва уҫӑмлатма кайрӑм. Пӑравус умӗнче нимӗҫсем тӑраҫҫӗ: пушӑ икӗ пӗчӗк хуран тытнӑ та кашӑкпа шаккаҫҫӗ. Вӗсем выҫӑ пулнине тӳрех ӑнлантӑм, хамӑрӑн салтаксене яшка илсе килме хушрӑм. Хуранпа яшка илсен нимӗҫсем сигнал пачӗҫ те пуйӑс вырӑнтан хускалчӗ», — калаҫу ҫӑмхи малаллах сӳтӗлчӗ.

Берлинра Александерплацра пӗр эрнене яхӑн пурӑннӑ вӗсем, ҫак хушӑра хулапа ҫывӑхарах паллашнӑ. «Унӑн варринчи ҫуртсенчен нумайӑшӗ ишӗлсе-арканса пӗтнӗччӗ. Хула хӗрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччӗ. Вырӑнти халӑх пирӗнпе тӗл пулсан хирӗҫместчӗ. Ун чухне пирӗн салтаксене поход кухнисенче апат ҫитеретчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн яшка ҫиес тесе черетре нимӗҫсем те тӑратчӗҫ: малта — ачасем, хыҫалта — аслисем. Нимӗҫ халӑхӗ те вӑрҫа пула выҫӑпа аптранӑ ҫав», — чунне уҫрӗ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Берлина ҫӗнтернӗшӗн» тата ытти медале тивӗҫнӗскер. 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче демобилизациленӗ ӑна.

Мирлӗ пурнӑҫра та — вӑрҫӑри пекех

Аркадий Петров тӑван тӑрӑха таврӑнсан ОСОАВИАХИМа ӗҫе вырнаҫнӑ. 1950-1984 ҫулсенче пушар хуралӗн тытӑмӗнче вӑй хунӑ: Патӑрьел районӗнчи патшалӑх пушар надзорӗн /ППН\ инспекторӗнчен пуҫласа Комсомольски районӗнчи ППН инспекцийӗн пуҫлӑхне ҫитнӗ, унтан ӑна Шупашкар районне куҫарнӑ. Унта вӑл районти пушар хуралӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Ҫапла, мирлӗ вӑхӑтра та вӑрҫӑри пекех кӗрешме тивнӗ унӑн: ун чухне тӑшман вырӑнне вут-ҫулӑм пулнӑ. 34 ҫулта миҫе пушар сӳнтермен-ши, мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлман-ши? Тепӗр чухне хӑйӗн те ҫӑлӑнма тивнине палӑртрӗ Аркадий Никифорович, уйрӑмах — улӑм витнӗ ҫуртсен тӑррине хӑпарсан. 3-мӗш хутран сикме тивнине те, ҫакӑн пекки 4-5 хут та пулнине пытармарӗ хӑюллӑскер. Ахальтен мар ӑна «Лайӑх службӑшӑн» медальсемпе /виҫӗ степенӗпе те\ наградӑланӑ.

Мӑшӑрӗ вилнӗренпе вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ пӗчченех пурӑнать, хӑй тӗллӗнех кӑштӑртатса ҫӳрет. Районтах тӗпленнӗ хӗрӗ пӑрахмасть ашшӗне, пулӑшсах тӑрать. Ывӑлӗ те манмасть, килсех ҫӳрет. Донецкри хӗрӗ те ҫывӑх ҫыннин сывлӑхӗпе кӑсӑклансах тӑрать.

Аркадий Петрова Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗнче тӑрӑшакансем манмаҫҫӗ: ӑна ҫуралнӑ кунпа кашни ҫулах килне пырсах саламлаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятие йыхравлаҫҫӗ. Шкулсенче те вӑл — кӗтнӗ хӑна. Ачасене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартать, вӗсем чӑн-чӑн патриотсем пулччӑр тесе ӗмӗтленет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех