Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Кӗтӗвне пӑхакан кӗтӳҫӗ евӗр, Вӑл питлет те, ӑс та парать, вӗрентет те, ҫул та кӑтартать.13. Он обличает и вразумляет, и поучает и обращает, как пастырь стадо свое.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл сана курсассӑн аяккалла пӑрӑнать, сан енне пуҫӗпе сӗлтсе кӑтартать.9. После того он, увидев тебя, уклонится от тебя и будет кивать головою при встрече с тобою.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑшӗ санпала хӑйне кирлӗ чухне туслашать, сана хурлӑх ҫитсессӗн вӑл пӑрахса каять; 9. хӑш тусӗ саншӑн тӑшман пулса тӑрать, халӑх умӗнче сана намӑс кӑтартать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Асли нумай, чапли нумай, анчах вӑрттӑнлӑх йӑвашшисене уҫӑлать: 20. Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ аслӑран та аслӑ, Вӑл хӑйӗн мухтавне йӑвашшисем урлӑ кӑтартать.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Питлевпе хулӑ ӑс параҫҫӗ; анчах япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать.15. Розга и обличение дают мудрость; но отрок, оставленный в небрежении, делает стыд своей матери.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Чӑтӑмлӑ ҫыннӑн ӑсӗ-тӑнӗ пысӑк, вӗчӗхекен ҫын вара хӑйӗн ӑссӑрлӑхне кӑтартать.29. У терпеливого человека много разума, а раздражительный выказывает глупость.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кирек хӑш ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын та ӗҫе пӗлсе тӑвать, ухмаххи вара хӑй ухмаххине кӑтартать.17. Всякий благоразумный действует с знанием, а глупый выставляет напоказ глупость.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ҫул кӑтартать, усал ҫынсен ҫулӗ ӑна аташтарса ярать.26. Праведник указывает ближнему своему путь, а путь нечестивых вводит их в заблуждение.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Чипер ӑспуҫлӑ ҫын хӑй пӗлнине пытарать, ухмаххисен чӗри хӑй ухмахлӑхне кӑтартать.23. Человек рассудительный скрывает знание, а сердце глупых высказывает глупость.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет, хытӑ чӗрелли вара хӑйне инкек кӑтартать.17. Человек милосердый благотворит душе своей, а жестокосердый разрушает плоть свою.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ултавҫӑ ҫыннӑн, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен суя кайма пӗлмест, 13. куҫне хӗссе илет, урипе тапса систерет, пӳрнисемпе паллӑ туса кӑтартать; 14. унӑн чӗринче ултав: вӑл кирек хӑҫан та усал ӗҫ тӗвӗлет, хирлешме хӗтӗртет.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
105. Санӑн сӑмаху манӑн урана ҫутӑ кӑтартать, манӑн сукмака ҫутатать.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли — ҫӳлте, Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли хӑватлӑхне кӑтартать!
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗ ҫынсен чатӑрӗсенче — савӑнӑҫ сассипе ҫӑлӑнӑҫ сасси: Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм алли хӑватлӑхне кӑтартать!15. Глас радости и спасения в жилищах праведников: десница Господня творит силу!
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Кайран вӗсем сахалланнӑ, пусмӑр тӳснипе, инкек-синкек, хӗн-хурлӑх тӳснипе ураран ӳкнӗ; 40. Вӑл пуҫлӑхсене мӑшкӑл кӑтартать, вӗсене ҫул-йӗрсӗр пушхирте аташса ҫӳреме хӑварать.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать; 4. пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать; 5. ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ҫитерет: ӗнтӗ ҫамрӑклӑху ӑмӑрткайӑк пек ҫӗнелет.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗр кун тепӗр куна каласа кӑтартать, пӗр каҫ тепӗр каҫа вӗрентет.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать; 34. манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ вырӑнӑма тӑратать; 35. аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, хулӑмсем пӑхӑр ухха аваҫҫӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл Хӑй аллинче ҫиҫӗм тытса тӑрать, кама аҫа ҫапмаллине тӗллесе кӑтартать.32. Он сокрывает в дланях Своих молнию и повелевает ей, кого разить.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ пӗр тӗрлӗ калать, ҫавна асӑрхамасассӑн, тепӗр тӗрлӗ калать: 15. ҫӗрле, ҫынсем ыйха путсассӑн, этем вырӑн ҫинче тӗлӗрсе кайсассӑн, тӗлӗкре кӑтартать.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.