Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ин 3

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 11:55

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 526

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Фарисейсем хушшинче иудейсенӗн Никодим ятлӑ пӗр пуҫлӑх пулнӑ; 2. вӑл ҫӗрле Иисус патне пынӑ та каланӑ Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук, тенӗ. 3. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ, тенӗ. 4. Никодим калать Ӑна: пӗр ватӑлсан ҫын епле ҫуралма пултарӗ? вӑл тепӗр хут амӑшӗн варне кӗрсе ҫуралма пултарайӗ-и вара? тенӗ. 5. Иисус хуравласа каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран, Сывлӑшран ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ: 6. ӳтрен ҫурални — ӳтех, Сывлӑшран ҫурални — сывлӑш. 7. Эпӗ хӑвна мӗн каланинчен ан тӗлӗн эсӗ: сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла. 8. Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет, унӑн сассине те илтетӗн, анчах вӑл ӑҫтан килнине, ӑҫталла кайнине пӗлместӗн: Сывлӑшран ҫуралакан кирек хӑш ҫынпа та ҫапла пулать, тенӗ. 9. Никодим Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ку мӗнле пулма пултарать-ха? тенӗ. 10. Иисус ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ — Израиль вӗрентекенӗ-ҫке, мӗнле-ха ҫакна пӗлместӗн? 11. Чӑн-чӑнах калатӑп сана: эпир мӗн пӗлнине калатпӑр, мӗн курнине ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр, эсир ҫапах та эпир каласа кӑтартнине йышӑнмастӑр. 12. Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан, тӳпери пирки каланине епле ӗненӗр эсир? 13. Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне тӳпене никам та хӑпарман. 14-15. Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пушхирте ҫӗлене ҫӗкленӗ пек, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле. 16. Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ. 17. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине тӗнчене сут тумашкӑн яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. 18. Ӑна ӗненекен айӑплӑ пулмӗ, Ӑна ӗненменни айӑпа юлнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне ӗненмен. 19. Сут ҫакӑ ӗнтӗ вӑл: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем ҫутӑран ытларах сӗмлӗхе юратрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗсем усалччӗ. 20. Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть; хӑйӗн ӗҫӗсем ан курӑнччӑр тесе, вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗҫӗсем усал. 21. Ӗҫе тӗрӗс тӑвакан, хӑйӗн ӗҫӗсем курӑнччӑр тесе, ҫутӑ патне пырать, мӗншӗн тесессӗн вӗсене вӑл Турра юрӑхлӑ тунӑ, тенӗ.

22. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ; унта Вӑл вӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ. 23. Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ: унта шыв нумай пулнӑ — ҫынсем ҫавӑнта пыра-пыра шыва кӗнӗ; 24. вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха. 25. Ҫавӑн чухне Иоанн вӗренекенӗсемпе иудейсем хушшинче тасалмалли йӗрке пирки тавлашу тухнӑ. 26. Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: равви?! Иордан леш енче санпа пӗрле Пулнӑскерӗ, — эсӗ Ун ҫинчен хӑвах ҫирӗплетсе каланӑччӗ, — акӑ Ҫавӑ шыва кӗртет, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ, тенӗ. 27. Иоанн ҫапла хуравласа каланӑ: ҫӳлтен памасӑр ҫын нимӗн те тума пултараймасть. 28. Эпӗ хам ҫинчен: «эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ» тенине эсир хӑвӑрах ҫирӗплетсе пама пултаратӑр. 29. Хӗр ҫураҫнӑ ҫын кӗрӳ пулать; ӑна итлесе тӑракан юлташӗ, кӗрӳ сассине илтсе, савӑнса-хӗпӗртесе тӑрать: мана ҫав тулли савӑнӑҫ ҫитрӗ ӗнтӗ. 30. Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла. 31. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ; ҫӗр ҫинче ҫурални — ҫӗр ҫинчиех, калаҫасса та вӑл ҫӗр ҫинчи пек калаҫать; тӳперен Килекенни пуринчен те аслӑ. 32. Вӑл Хӑй курнине-илтнине каласа кӑтартать, анчах Вӑл каласа кӑтартнине никам та йышӑнмасть. 33. Вӑл каласа кӑтартнине йышӑнакан вара Турӑ сӑмахӗ чӑннине ҫирӗплетет. 34. Турӑ Янӑскерӗ Турӑ сӑмахӗсене калать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать. 35. Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пурне те Унӑн аллине панӑ. 36. Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех