Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Соф 3

Пай: Библи –> Софония пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:16

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 402

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ирсӗрленнӗ, таса мар, хӗсӗрлесе пурӑнакан хулана хуйхӑ ҫитӗ! 2. Каланине итлемест вӑл, ӳкӗтленине йышӑнмасть, Ҫӳлхуҫана шанмасть, хӑйӗн Турри патне ҫывӑхармасть. 3. Ун хушшинчи ҫулпуҫсем — ӳхӗрекен арӑслансем, унӑн тӳрисем — ирччен пӗр шӑмӑ та хӑварман каҫхи кашкӑрсем. 4. Унӑн пророкӗсем — ҫӑмӑл шухӑшлӑ, ултавлӑ ҫынсем; унӑн священникӗсем таса Ҫурта ирсӗрлеҫҫӗ, саккуна таптаҫҫӗ. 5. Ун хушшинче Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, Вӑл тӗрӗс мар ӗҫ тумасть, ирсерен ялан Хӑйӗн сутне кӑтартать; анчах йӗркесӗр ҫын намӑса пӗлмест. 6. Эпӗ халӑхсене пӗтерсе тӑкрӑм, вӗсен тӗрекӗсем ишӗлсе пӗтнӗ; вӗсен урамӗсене пушатса хӑвартӑм, унта ӗнтӗ никам та ҫӳремест; вӗсен хулисене ҫаратса тухнӑ: унта пӗр ҫын та ҫук, унта никам та пурӑнмасть. 7. Эпӗ каларӑм: «Манран анчах хӑра, вӗрентнине тӑнла!» терӗм, ҫапла тусассӑн унӑн ҫурчӗ пӗтместчӗ, Эпӗ ун валли хунӑ айӑп ҫитместчӗ ӑна; анчах вӗсем хӑйсен пӗтӗм ӗҫне ҫине тӑрсах пӑсма тӑрӑшрӗҫ.

8. Ҫапла ӗнтӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ пӗтерме тытӑнас кунччен кӗтӗр Мана: Эпӗ халӑхсене пухма, патшалӑхсене чӗнме палӑртса хутӑм — Эпӗ вӗсем ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑма, Хамӑн ҫиллӗмӗн пӗтӗм хаярлӑхне ярӑп; пӗтӗм ҫӗр Манӑн кӗвӗҫӳ вучӗпе ҫунса кайӗ. 9. Пурте Ҫӳлхуҫа ятне асӑнччӑр, Ӑна пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑччӑр тесе, ун чухне Эпӗ халӑхсене каллех таса чӗлхе-ҫӑвар парӑп. 10. Эфиопири юханшыв леш енчен, ҫавӑнти ҫӗрсенчен, Мана пуҫҫапакансем — Манӑн сапаланса кайнӑ халӑхӑмӑн ачисем — Ман валли парнесем илсе килӗҫ. 11. Ҫавӑ кун унчченхи пек тӗрлӗ ӗҫӳпе Ман умӑмра ҫылӑха кӗрсе, эсӗ хӑвна ху намӑс кӑтартмӑн: ун чухне Эпӗ санӑн чапупа мухтанакансене сан хушшунтан кӑларса ярӑп, Манӑн таса тӑвӑм ҫинче текех мухтанаймӑн вара. 12. Анчах сан хушшӑнта йӑваш халӑха, ахаль халӑха, хӑварӑп, вӗсем вара Ҫӳлхуҫа ятне шанса тӑрӗҫ. 13. Израилӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ ҫыннисем тӳрӗ мар ӗҫ тумӗҫ, суя суйса калаҫмӗҫ, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухмӗ: вӗсем ырӑ ҫӗрте ҫӳрӗҫ, лӑпкӑ пурӑнӗҫ, вӗсене никам та тивмӗ.

14. Эй Сион хӗрӗ, савӑн! Эй Израиль, хавасланса тӑр! Эй Иерусалим хӗрӗ, савӑн, пӗтӗм чӗререн хӗпӗрте! 15. Ҫӳлхуҫа санӑн айӑпна сирчӗ, санӑн тӑшманна хӑваласа ячӗ! Ҫӳлхуҫа, Израиль патши, сан хушшунта: текех хӗн-асап курмӑн эсӗ. 16. Ҫав кун Иерусалима: «ан хӑра» тейӗҫ; Сиона: «санӑн аллу ан вӑйсӑрлантӑр!» тейӗҫ. 17. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн хушшунта, сана ҫӑлмашкӑн Вӑл хӑватлӑ; саншӑн хавасланса савӑнӗ, Хӑй юратнипе ырӑлӑхлӑ пулӗ, саншӑн хӗпӗртенипе савӑнса тӑрӗ. 18. Чаплӑ уявсемшӗн тӗмсӗлекенсене Эпӗ пӗр ҫӗре пухӑп: вӗсем санӑн, вӗсене мӑшкӑл пусса тӑрать. 19. Акӑ ҫавӑн чухне Эпӗ сана хӗсӗрлекенсене пурне те хӗссе лартӑп та уксаххисене хӑтарӑп, саланса кайнисене пуҫтарӑп, вара вӗсене хӑйсем мӑшкӑл тӳснӗ ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп. 20. Ҫавӑн чухне сире илсе килӗп те ҫавӑн чухнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑп: сире хӑвӑр куҫӑр умӗнчех тыткӑнран илсе килсессӗн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх хушшинче сире хисеплӗ те ятлӑ-сумлӑ тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫамӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех