Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ин 5

Пай: Библи –> Иоанн ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 12:04

Пуплевӗш: 47; Сӑмах: 694

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫавӑн хыҫҫӑн иудейсен уявӗ ҫитнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ. 2. Иерусалимра, Сурӑх хапхи патӗнче, шыва кӗмелли вырӑн пур, ӑна еврейла Вифезда теҫҫӗ; унта ҫине витсе тунӑ пилӗк аслӑкай пекки пулнӑ. 3. Ҫавӑнта темӗн чухлӗ чирлӗ ҫын — суккӑрсем, уксахсем, алли-ури хӑрнисем — шыв пӑлханасса кӗтсе выртнӑ, 4. мӗншӗн тесессӗн Турӑ Ангелӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шыва кӗмелли вырӑна анса шыва пӑлхатнӑ; шыва пӑлхатсанах ҫавӑнта малтан кӗрекенӗ кирек епле чиртен те сывалнӑ. 5. Унта вӑтӑр сакӑр ҫул чирпе асапланакан пӗр ҫын пулнӑ. 6. Иисус ҫавна, выртаканскере, курнӑ та, вӑл чылайранпа чирленине пӗлсе, калать ӑна: санӑн сывалассу килет-и? тет. 7. Чирлӗ ҫын Ӑна хуравласа каланӑ: ҫапла та, Ҫӳлхуҫамӑм, анчах шыв пӑлхансан мана шыва кӳртекен ҫын ҫук; эпӗ пынӑ тӗле тепӗри кӗрсе ӗлкӗрет, тенӗ. 8. Иисус ӑна: тӑр, выртан вырӑнна ил те утса кай, тет. 9. Лешӗ вара ҫийӗнчех сывалнӑ, выртан вырӑнне илнӗ те утса кайнӑ. Ҫакӑ шӑматкун пулса иртнӗ. 10. Ҫавӑнпа ӗнтӗ иудейсем сывалнӑ ҫынна каланӑ: паян шӑматкун, сана вырӑнна йӑтма юрамасть, тенӗ. 11. Вӑл вӗсене каланӑ: хама Сыватаканӗ мана: «выртан вырӑнна ил те утса кай» терӗ, тенӗ. 12. Унран ыйтнӑ: сана «выртан вырӑнна ил те утса кай» тесе калакан Ҫын кам Вӑл? тенӗ. 13. Сывалнӑ ҫын Вӑл кам пулнине пӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Иисус ҫавӑнта тӑракан халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ. 14. Кайран Иисус ӑна Турӑ Ҫуртӗнче шыраса тупнӑ та каланӑ: акӑ эсӗ сывалтӑн; хӑвна тата япӑхрах ан пултӑр тесен, урӑх ҫылӑха ан кӗр, тенӗ. 15. Ҫав ҫын вара иудейсем патне кайнӑ та хӑйне Сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтернӗ. 16. Иудейсем ӗнтӗ ҫавӑн пек ӗҫсене шӑматкун тунӑшӑн Иисуса хӗсе пуҫланӑ, Ӑна вӗлерме май шыранӑ.

17. Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп, тенӗ. 18. Иудейсем ӗнтӗ Иисуса шӑматкун йӗркине пӑснӑшӑн ҫеҫ мар, тата ытларах Турра Манӑн Аттем тесе Хӑйне Турӑпа тана хунӑшӑн вӗлересшӗн пулнӑ. 19. Ҫакна хирӗҫ Иисус ҫапла каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ашшӗ епле тунине курмасан, Ывӑлӗ Хӑй тӗллӗн нимӗн те тума пултараймасть: Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать. 20. Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать; Вӑл Ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, эсир тӗлӗнсе кайӑр. 21. Ашшӗ вилнисене чӗртсе тӑратса пурӑнӑҫ панӑ пек, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать. 22-23. Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ Ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест. 24. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Манӑн сӑмаха итлекен, Мана Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, вӑл сута пымасть — вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ. 25. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вӑхӑт ҫитсе пырать, ҫитрӗ те ӗнтӗ, вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ, илтсенех чӗрӗлсе тӑрӗҫ. 26. Чӗрӗлӗх — Ашшӗнче Хӑйӗнчех, ҫавӑн пекех Вӑл Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ тунӑ, чӗрӗлӗх — Унра та Хӑйӗнчех. 27. Вӑл — Этем Ывӑлӗ, ҫавӑнпа та Ӑна сут тума та ирӗк панӑ. 28. Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать, 29. ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑн чӗрӗлӗҫ. 30. Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те тума пултараймастӑп: мӗнле илтетӗп, ҫапла сут тӑватӑп; Манӑн сутӑм тӗрӗс, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп. 31. Эпӗ Хам ҫинчен Хамах каласа пӗлтерес пулсан, Эпӗ калани чӑн пулмӗччӗ. 32. Ман ҫинчен Тепӗри ҫирӗплетсе парать, Вӑл Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пани чӑннине Эпӗ пӗлетӗп. 33. Эсир ӗнтӗ Иоанн патне ҫынсем ятӑр, вӑл чӑнлӑх ҫинчен ҫирӗплетсе каларӗ. 34. Анчах Мана Хам ҫинчен этем ҫирӗплетсе калани кирлӗ мар, ҫакна Эпӗ сире ҫӑлӑнтарасшӑн калатӑп. 35. Иоанн вӑл — ҫунакан, ҫутатакан ҫутаткӑҫ; эсир унӑн ҫутинче пӗр вӑхӑт савӑнмашкӑн хатӗрччӗ. 36. Ман ҫинчен Иоанран ытларах пӗлтерекенни пур: Мана Аттем тума панӑ ӗҫсем, ҫак Эпӗ тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех, Мана Аттем яни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. 37. Мана янӑ Аттем Ман ҫинчен Хӑй пӗлтерчӗ. Эсир вара Унӑн сассине те нихӑҫан та илтмен, Унӑн сӑнне те курман, 38. Унӑн сӑмахне те хӑвӑр ӑшӑрта тытмастӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир Вӑл Янӑскере ӗненместӗр. 39. Эсир Ҫырӑва тишкеретӗр: ун урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупасса шанатӑр. Ҫырӑвӗ вара Ман ҫинчен пӗлтерет. 40. Анчах эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килесшӗн мар. 41. Мана ҫын мухтани кирлӗ мар, 42. Эпӗ сире пӗлетӗп: сирӗн ӑшӑрта Турра юратни ҫук. 43. Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр; тепӗри кам та пулин хӑй ячӗпе килет те — эсир ӑна йышӑнатӑр. 44. Эсир пӗрне-пӗри мухтаса пурӑнатӑр пулсан, пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырамастӑр пулсан мӗнле-ха ӗненме пултарӑр? 45. Ман ҫинчен Вӑл пире Ашшӗ умӗнче айӑплӗ тесе ан шухӑшлӑр: сире айӑплама хӑвӑр шанса тӑракан Моисей пур. 46. Моисее ӗненнӗ пулсан, эсир Мана та ӗненӗттӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ. 47. Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, Ман сӑмахӑмсене епле ӗненӗр? тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех