Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усала (тĕпĕ: усал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чунӑма ӗнтӗ эпӗ тахҫанах усала сутнӑ».

— Знаете ли, что душа моя давно продана нечистому.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чӗлӗм кӑварӗ ҫеҫ ҫунтарма ҫунтарма пултарать вӑл усала.

Только огонь из люльки может зажечь оборотня.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Усала сиснӗ пек, ӑша вӑркатса, ҫӗрле йытӑсем вӗреҫҫӗ.

Будто почуяв неладное, беспокоясь, ночью лаяли собаки.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫак усала пӗлтерекен, уҫӑ мар, сӑмахпа ӑнлантарма ҫук, анчах кунсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ҫиеле тухакан пӗрпеклӗх Нинӑна салхулатса ырӑ мара систернӗ…

И это зловещее сходство, неясное, почти необъяснимое словами, но с каждым днем все сильнее проступавшее, вызывало у Нины тяжелое, тоскливое предчувствие…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл сывлӑшалла-талккӑшалла пӑхатчӗ те: — Ӑт-т, курӑр. Либералсем т-тупӑннӑ. Ротӑна пӑсса, усала вӗрентсе пӗтереҫҫӗ. Вӗсене, йӗксӗксене, тыта-тыта п-пӗҫертмелле, кунта пур вӗсемпе ачашшӑн п-пӑшӑлтатаҫҫӗ, — мӑкӑртататчӗ тепӗр чухне.

По крайней мере он иногда ворчал, обращаясь в пространство: — От-т из-звольте. Либералы п-пошли. Развращают роту. Их д-драть, подлецов, надо, а они с-сюсюкают с ними.

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл сана усала вӗрентес ҫук.

Она не станет тебя учить дурному.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир те калӑр хӑвӑр ятӑрпа, эсир те ӑна ашшӗ ячӗпе: аннӳне итлес пулать, аннӳ сана усала вӗрентес ҫук, тейӗр.

Скажите и вы от себя, что и вы, как отец, ей приказываете слушаться матери, что мать не станет учить ее дурному.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ ӑна, усала, йӗркеллӗ пытарӑп, ун тӑпри ҫине ларса макӑрӑп…

Я его зарою, лиходея, чин по чину, посижу, поплачу над его погибелью…

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна, усала, ҫапла ҫырӑпӑр: «Приговор татӑклӑ, жалоба пама юрамасть».

Так ему, злодею, и запишем: «Приговор окончательный и обжалованию не подлежит».

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн, ват супнӑн, унпа калаҫса тӑмалла марччӗ, чула пӗр шарламасӑр илмеллеччӗ те ӑна малтанах пуҫран пемеллеччӗ, мӗнле пулсан та, пуҫран, унсӑр ҫав усала вӗлереймӗн, иккӗмӗш хутра эпӗ лектереймӗттӗм те, факт.

Не надо бы мне, старому дураку, в разговоры с ним ввязываться, надо было молчаком брать каменюку и бить его с первого раза же в голову, непременно в голову, иначе эту гаду не убьешь, а со второго раза я мог и промахнуться, факт.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ сана, усала, пула урана сиктермен пулсан, санпа ҫапла тунӑ пулӑттӑм та, ҫакна шута ил эсӗ.

Ежли бы я через тебя, аспида, ногу себе не свихнул, я бы так и сотворил с тобой, поимей это в виду.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавнашкал усала туян та, вара вӑл паян-ыран вилессине кӗтсе пурӑн.

Заведи такую погань и жди, что не нынче, так завтра она подохнет.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫӑвӑн пек Иудӑ сӑмахӗсене калать, манӑн вара чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, хам шухӑшлатӑп: «Эсӗ, йытӑ, ҫӗрле хӑв пулнӑ унта, Хопрова хӑв вӗлермен пулсан, унта хӑвпа пӗрле пӗр-пӗр усала ертсе пынӑ».

Он эти июдины слова говорит, а у меня аж колени трясутся, думаю про себя: «Ты сам, собака, был там ночью, и ежели не ты сам рубил Хопрова, то привел с собою кого-нибудь легкого на руку».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ан ӗнен ӑна, усала, Давыдов юлташ! — халӗ ӗнтӗ ним ҫилленмесӗр кулса каларӗ стрепке.

— Не верь ты ему, проклятому, товарищ Давыдов! — уже беззлобно посмеиваясь, сказала стряпуха.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗкне тат та тӳрех хурана яр ӑна — дисциплинӑна пӗлмен усала!

Щипи его, недисциплинированного черта, и — в котел!

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Она росла, ширилась, занимая полнеба, — зловеще белели ее темные подкрылки, — а потом снижалась так, что прозрачные, как кисея, нижние хлопья ее цеплялись за крышу стоявшей в степи, на кургане, ветряной мельницы; где-то высоко и добродушно, еле слышной октавой разговаривал гром и спускался благодатный дождь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑратӑн сана, усала, тӗттӗмпе, кӗтсех тӑр!

Напужаешь тебя темнотой, нечистого духа, как же!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗрӳнте ҫиллӳне тытса тӑманшӑн… усала асра тытманшӑн…

За то, что зла на сердце не носишь… зла не помнишь…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Айӗнчи лаши унӑн ирхине хапха уратине такӑннӑччӗ, ун чухнех эпӗ ӑна: «Каялла ҫаврӑн, Макар, ку усала пӗлтерет!» — тенӗччӗ.

Он утром под ним спотыкнулся в воротах, а я ишо тогда ему сказал: «Вернись, Макар, примета дюже плохая!»

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.

Ложась спать, он укрывался с головой; было жарко, душно, в закрытые двери стучался ветер, в печке гудело; слышались вздохи из кухни, вздохи зловещие…

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех