Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапса (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Темле кӑна ҫынсене таптаса каймарӗҫ, тӗрлеттерсех каҫӑ патне тапса сикрӗҫ!..

— За малым людей не потоптали, скакали на переправу!..

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тен, вӑл сӗлӗ юлашкине лаши патне илсе ҫитеретчӗ те пулӗ-ха, анчах иртсе пынӑ чух пӗр пысӑк вӑкӑр ӑна хӑйӗн вӑкӑрла йӑлипе сасартӑк чалӑшшӑн тӳплеттерсе тапса ячӗ.

Может быть, и донес бы остатки овса до своего коня, но огромный бык, мимо которого он проходил, вдруг сбоку, по бычиному обыкновению, лягнул его ногой.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӗрарӑм лашан пӑтӑр-пӑтӑр тар тапса тухнӑ мӑйӗ тӑрӑх чӑпӑрккапа ҫатлаттарса илчӗ.

— Баба хлопнула плетью по конской шее, осыпанной росинками пота.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вара казаксем хупӑрласа илнӗ кронштадтсем ҫӗрлехи пӑч-тӗттӗмре питӗ нумай «пулеметсем» шатӑртатнине, хӑйсен застависем тӗлли-паллисӗр перкелешнине, казаксем хиклетнине, ҫывхарса килекен утлӑ ҫар ҫухӑрашнине тата лаша урисем янӑравлӑн тӗпӗртетсе ҫывхарнине илтнӗ те Дон еннелле тапса сикнӗ, ункӑран ҫӗмӗрсе тухнӑ, анчах повстанецсем вӗсен ҫулне утлӑ атакӑпа пӳлсе илнӗ.

И вот, когда окруженные кронштадтцы услышали в ночной непроглядной темени говор многочисленных «пулеметов», суматошные выстрелы своих застав, казачье гиканье, вой и гулкий грохот приближавшихся конных лав, они бросились к Дону, пробились, но были конной атакой опрокинуты.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗртен-пӗр хут ҫеҫ вӑл темле ҫӳҫенчӗклӗн кӑртлатса тапса илчӗ.

И дрогнуло оно единственный раз.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмсем кӑшкӑрса ӳлекен ачисене сӗтӗрсе чупрӗҫ, стариксем, картасем урлӑ качакасем пек йӳрӗккӗн те ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫса, укӑлча еннелле тапса сикрӗҫ.

Бабы волоком тянули взревевшихся детишек, старики с козлиной сноровкой и проворством прыгали через плетни, бежали в левады.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫеҫенхирте ҫур ӑшшинче тӗвӗленнӗ, хӑватлӑн та туллин тапса тӑракан, куҫа курӑнми пурнӑҫ вӑй илсе ҫӗкленет: курӑк питӗ хӑвӑрт ӳсет; мӑшӑрланнӑ вӗҫен кайӑксем, тискер кайӑксем, арлан-шӑшисем этемӗн ҫӑткӑн куҫӗнчен пытанса, ҫеҫенхирти улах вырӑнсенче пӗр-пӗрин кӑмӑлне юраҫҫӗ; сухаланӑ анасем чӑшӑл шӑтса тухнӑ калчан шӳрлеке тӑрӑллӑ, шучӗ ҫук нумай тӗмсемпе шӑртланса выртаҫҫӗ.

Незримая жизнь, оплодотворенная весной, могущественная и полная кипучего биения, разворачивалась в степи: буйно росли травы; скрытые от хищного человеческого глаза, в потаенных степных убежищах понимались брачные пары птиц, зверей и зверушек, пашни щетинились неисчислимыми остриями выметавшихся всходов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑватлӑ пулӑх тапса тӑракан, пурнӑҫ ырлӑхӗн иксӗлми вӑйӗпе сывлакан ҫак пӗтӗм аслӑ тӗнче тӳпинче вара, — ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ хӗвел.

А над всем этим миром, дышавшим великим плодородием и изобилием жизнетворящих сил, — высокое и гордое солнце.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Писарьпе надзирательсем шуйханнӑ ҫерҫисем пек тӗрлӗ еннелле тапса сикрӗҫ.

Писарь и надзиратели разлетелись, как вспугнутые воробьи.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хам тӳрех айккинелле тапса сикрӗм.

И ходу.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пур, йӗвенӗпе пӗрле ҫӳлти патшалӑха тапса сикнӗ-мӗн.

А он уж с уздечкой в царство небесное сиганул.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вара вӑйӗпе ҫамрӑклӑхӗ хӗрӳллӗн тапса тӑракан казак, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк пиншакне йӳле ярса, ӑшшӑн ейӗлсе кулчӗ.

И пышущий силой и молодостью старовер, распахивая овчинный полушубок, тепло улыбался:

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудиновӑн пичӗ ҫине лӑчӑр-шӑчӑр хӗрлӗ йӗрсем тапса тухрӗҫ.

У Кудинова по лицу все явственней проступали красные пятна.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий улшӑннӑ сасӑпа хыттӑн: «Со-о-отньӑсе-ем!..» тесе ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — ҫав самантрах пиншер лаша ури, вӑрт кӑна каялла ҫаврӑннӑ чух юр хыттине тӗпретсе-ватса, хӗрлисем хыҫӗнчен тапса сикрӗ.

Григорий только что успел крикнуть сорвавшимся голосом: «Со-о-от-ни!..» — как тысячи конских ног, взрыхляя на крутом повороте снег, повернулись и пошли вдогон.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун хыҫҫӑн казаксем тапса сикрӗҫ.

За ним устремились казаки.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗҫпе ҫапса хуйхатнӑ учӗ, чӗлпӗре итлемесӗр, ашӑпа тапса сикрӗ те, Григорий, пӗтӗм ӑшӗ-чикӗпе ҫӳҫенсе илсе, темле кӑна ҫухалса каймарӗ.

После того как удар шашки взгорячил коня, и он, не слушаясь поводьев, захватил в намет, Григорий внутренне похолодел и даже чуть растерялся.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ездовойсем вара, пичев пӑявӗсене татса, укӑлча картисем урлӑ Каргински еннелле тапса сикрӗҫ.

Ездовые обрубили постромки, через левады ускакали на Каргинскую.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро, ахлатса илсе, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ; сӑнӗ кӗл пек кӑвакарса кайрӗ, пичӗ ҫине пӑтӑр-пӑтӑр тар тапса тухрӗ.

Петро ахнул, на секунду стал, побелел, пот разом залил ему лицо.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петропа Бодовсков лашисем ун хыҫҫӑн тапса сикрӗҫ…

Кони Петра и Бодовскова устремились следом за ним…

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Учӗсене ҫитсе тытма ӗлкӗрнӗ казаксем (вӗсем ытларах пулчӗҫ), «хӑшӗн хытӑрах» тенӗ пек, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, хуторалла тапса сикрӗҫ.

Те из конных (а их было большинство), которые успели переловить коней, ударились к хутору наперегонки, меряя, «чья добрее».

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех