Шырав
Шырав ĕçĕ:
Буфетра сут тӑвакан Зина чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӗр хӗрарӑм патне пычӗ те ӑна хулпуҫҫийӗнчен тытса: — Фроська, акӑ сире Гришка вырӑнне ӗҫлеме ҫӗнӗ ача. Эсӗ ӑна мӗн тумаллине ӑнлантарса пар, — терӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗмре пысӑк хурантан пӑс тухнипе нимӗн те курӑнмасть, Павка малтанах ӗҫлекен хӗрарӑмсен пичӗсене те уйӑрса илеймерӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чашӑк-тирек ҫӑвакан пӳлӗмре хӗрӳ ӗҫ пырать: сӗтел ҫинче турилкесем, вилкӑсем, ҫӗҫӗсем купаланса выртаҫҫӗ, хулпуҫҫисем урлӑ алшӑлли ҫакса янӑ хӗрарӑмсем вӗсене шӑла-шӑла тасатаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ветчина касса тӑракан хӗр аллинчи ҫӗҫҫине пӑрахрӗ те, Павка енне пуҫне тайса, зал урлӑ чашӑк-тирӗксем ҫӑвакан пӳлӗм алӑкӗ еннелле утса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ну, апла паянах ӗҫлеме пуҫлатӑр, — хушрӗ те хуҫа, сӗтел хыҫӗнче хӑйпе юнашар тӑракан хӗр енне ҫавӑрӑнса: — Зина, ҫак ачана чашӑк-тирӗксем ҫӑвакан пӳлӗме илсе кайса, Фроськӑна кала, ӑна Гришка вырӑнне ӗҫе илтӗр, — тесе хушрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл кӗпер урлӑ шавласа каҫса кайрӗ, Натка вара ҫил-тӑвӑлла ҫӑмӑр ҫӑвакан юхан шыв ҫине, улӑхсем ҫине куҫне вӗҫерте пӗлмесӗр пӑхма пуҫларӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӗсене кӗмсӗркке атӑсем тӑхӑнса янӑ Федька пӑхрӗ, ӑна ку ӗҫсенче чӑх-чӗп пӑхакан, кӗпе-йӗм ҫӑвакан вырӑнӗнче ӗҫленӗ Анфисушка ятлӑ ключница — хастар сӑн-питлӗ, хӑнчӑр куҫлӑ хӗрарӑм пулӑшса тӑчӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫил шӑхӑрать, урнӑ пек айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарать, таткаланса пӗтнӗ евӗр хӗрлӗ пӗлӗтсем аялтанах ыткӑнса иртеҫҫӗ, йӑлт пӗтӗрӗнсе пӑтрашӑнчӗ, ҫапса ҫӑвакан ҫумӑр ҫӳпҫерен тӑкнӑ пек яра пачӗ, ҫиҫӗм ҫиҫсе куҫа шартать, тупӑран пенӗ пек шартлатса, аҫа ҫапать, кӳкӗрт шӑрши сарӑлчӗ…
Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.
Тепӗр тир ҫинче питне ҫӑвакан хӗрарӑм — quelle jolle tigure! вырӑс кӗпине тӑхӑннӑ мужик! пӑх-ха: мужик!
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Эпӗ ӗҫлеме — кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑм мар, ҫӗвӗҫӗ мар.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ӗнер кӑна-ха вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ылханса пӗтнӗччӗ, пурте ӑна йӗпе-сапа чухнехилле тӗтреллӗн те савӑнӑҫсӑррӑн курӑннӑччӗ, паян пӗтӗм тӗнче, ҫуллахи юхтарса ҫӑвакан сиплӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек, калама ҫук хаваслӑн та ҫуттӑн туйӑнать.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвакан вӗтӗ ҫумӑр ӑна питӗнчен пӗрӗхсе илчӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лапка-лапка ҫӑвакан йӗпе юра хирӗҫ утса, Мажаров пӗрре ҫуна ҫулне ҫухатрӗ, тепре кӗрт ларта-ларта хӑварнӑ ҫул хытти ҫине тухрӗ, ниепле те лӑпланса ҫитме, хӑй вашаклӑн чӗтренине ирттерсе яма пултараймарӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кантӑк ҫинчи щеткӑ пӗр вӗҫӗмсӗр ҫӑвакан ҫумӑра аран-аран шӑлса ӗлкӗрет, урам уяври пек ҫап-ҫутӑ, юхса тӑракан сӑрӑсем асамат кӗперӗн мӗн пур тӗсӗсемпе ялтӑраҫҫӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унтан ҫумӑрсем чашлаттарма пуҫланӑ, темиҫе талӑкшар чӗреслетсе ҫӑвакан кӗрхи ҫумӑрсем вӑрмансен тутӑхнӑ ылтӑн сӑрне пӗтӗмпех ҫуса янӑ, ӑвӑссен хӗрлӗ ҫулҫисемпе пилеш сапакисем кӑна ҫара туратсем витӗр хӗм сапнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, куллине сирме пултараймасӑр, пӳртсем ҫывӑхӗнчен иртрӗ, пур ҫӗрте те упӑшкисене пӑхакан, казаксен ҫи-пуҫне саплакан, кӗпи-йӗмӗсене ухакан, ҫимелли хатӗрлекен тата кӑнтӑрлахи апат ҫырткаласа илнӗ хыҫҫӑн савӑт-сапа ҫӑвакан хӗрарӑмсене курчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чашлаттарса ҫӑвакан ҫурхи ҫумӑр айӗнче вӗсем, пӗр шинелпе пӗркеннӗскерсем, пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтӑ пӑчӑртаннипех картишне кӗчӗҫ.Так под вешним резвым дождем они и на баз вошли, тесно прижавшись, покрытые одной шинелью.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пулатех вӑл ҫапла — пиҫсе ҫитнӗ тулли тӗвӗллӗ пучах, юхтарса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрсемпе хаяр ҫилсем муталаса лутӑрканӑскер, хӑйӑхлӑ пуҫне ҫӗрелле усиччен, хуҫин ҫивчӗ ҫави ҫулса пӑрахса, итем ҫине шултра те йывӑр пӗрчисене ӳкериччен ҫапла пулать.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗве хӗрринчен ҫырма тӗпнелле юхса аннӑ тӑпра ҫинче хыт хурапа йыт пырши ашкӑрса кайнӑ; аялта, шыв хӗрринче, имшеркке сарӑ хӑях ӳсет, вӗтӗртетсе ҫӑвакан ҫумӑр айӗнче ҫинҫе ҫулҫӑллӑ шыв амӑш хумханса чаштӑртатать.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Брезент айӗнчен Ирина сиксе тухрӗ, ури айӗнчи пылчӑка та, ҫӑвакан ҫумӑрне те пӑхмасӑрах, вӑл Сергей патнелле утрӗ.Из шатра выпрыгнула Ирина и, не видя ни дождя, ни луж под ногами, пошла к Сергею.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.