Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анна Михайловна, ют лашаран тата пӗлмен ҫултан шикленсе, малтанах ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхатчӗ.Анна Михайловна сначала робко оглядывалась, боясь чужой лошади и незнакомых дорог.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кашни чиркӳ тӑрринченех ман ҫине Квазимода пӑхатчӗ, кашни ыйткалаканах Жан Вальжан пек туйӑнатчӗ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.
Вӑл куҫне уҫнӑ чух — пӳлӗме хӗллехи уяр кунӑн сивӗ те шурӑ ҫути кӗретчӗ; кил хуҫи, аллине кӗнеке тытса, диван ҫинче выртатчӗ-ха, хӑй пек мар йӑл кулса, ӑна питӗнчен пӑхатчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Николай яланах йывӑр, тӳрккес ҫынччӗ, пур япала ҫине те салхуллӑн та тарӑхса, шанмасӑр пӑхатчӗ, халӗ вара ун куҫӗ ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ, ӗнентерсе, хумхантарса, тикӗс те ӑшӑ ҫутӑпа ҫутӑлса тӑрать…
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Фролов салон-вагонран шухӑш-кӑмӑлне пӑтратса кӑна мар, вӑй-халне те пусӑрӑнтарса тухрӗ; Семенковский ҫине малтан та вӑл йӗрӗнерех пӑхатчӗ.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тахҫан ӗлӗкрех вӑрманти катрашкаллӑ пӗренесем кӑна Василишӗн пӗртен-пӗр чӑн япаласем пек туйӑннӑ пулсан, вӗсене вӑл хӗллехи тӗттӗм ир хунар ҫутипе сӑнаса пӑхатчӗ пулсан, халӗ ӗнтӗ ҫав хуппине сӳнӗ яп-яка пӗренесем сӑрт хӗрринче купаланса выртнӑ пекех, кунта складра та электромоторсем лараҫҫӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Политиксем ҫине ытла тискеррӗн пӑхатчӗ вӑл!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Кашни мана урапа тапма пӑхатчӗ, час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах, — хӑнӑхнӑ майӑн: хуҫа арӑмне мӗн те пулин килӗшмесен вӑл упӑшки ӗҫнӗ пирки пурин ҫине те ҫиленсе ҫӳрекенскер, мана питрен ҫупа-ҫупа яратчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кирюк ӑна хӑй пӗлнӗ пек лӑплантарма пӑхатчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хӑйӗн урисем ҫине пӑхатчӗ те асатте: — Кӑҫатӑ каллех шӑтрӗ, юсас пулать, — тетчӗ.Поглядит бывало себе на ноги и скажет: — Валенки опять проходились, надо подшить.
Асатте кӑҫатти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.
Ася хӑвӑрт ӑнланатчӗ, питӗ лайӑх, пуринчен лайӑх, вӗренетчӗ, анчах ниепле те хӑйне ыттисем пек тытасшӑн марччӗ, кутӑнланатчӗ, ҫынсем ҫине тӳртмесле пӑхатчӗ…
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн таса, илемлӗ пит-куҫӗ ҫак самантра маншӑн ҫав тери йӗрӗнчӗкчӗ — вӑл ман ҫийӗме ҫав тери тӑрӑхласа-кулса пӑхатчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗм.
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тек ӗнтӗ Малевский ҫинчен те шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах Беловзоров кунран-кун хӑрушлансах пычӗ, кашкӑр така ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ вӑл йӑрӑ граф ҫине; эпӗ нимӗн ҫинчен те, никам ҫинчен те шухӑшламарӑм.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Усал та чеескер, вӑл яланах вӗтӗ юн тымарӗсемпе каркаланнӑ куҫ шуррисене кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек тавӑрса, чалӑшшӑн шӑмарӑлса пӑхатчӗ, хӑй патне пӗр те пӗр хыҫалтан пырас пулсан, тапма хӑтланатчӗ, ӗҫ хыҫҫӑн каҫхине выльӑхсемпе пӗрле курӑк ҫине ярсан, кашнинчех киле тарма пикенетчӗ е — унтан та япӑх — вӑрмана е аякри тип ҫырмасене кайса ҫухалатчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӗтӗм шӑрши Григорий ӑшӗнче кичем асаилӳсем вӑратрӗ: тахҫан ҫапла вӑл та, Григорий, кӗркуннехи тӑлӑх ҫеҫенхирте ҫӗртме сухи тӑватчӗ, ҫӗрлесенче ҫӑлтӑрсем мӑчӑлтатакан хура тӳпенелле сӑнаса пӑхатчӗ, таҫта ҫӳлте-ҫӳлте вӗҫекен хуркайӑк картисем пӗр-пӗрне кикак-кикак! кӑшкӑрса сасӑ панисене итлетчӗ…
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан чӳрече енне ҫаврӑнса выртатчӗ те ешерме пуҫланӑ йывӑҫсемпе анлӑ-анлӑ сенкер тӳпене шӑтарасла пӑхатчӗ.Отворачивался к окну и пристально всматривался в зеленеющие деревья, просторное голубое небо.
14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ӗлӗк чух трахтирта е юхха хӗрарӑмсем патӗнче, ясара кайсан, эппин, пырса ҫулӑхатчӗ те ман ҫумма пӗр-пӗр приказчик е тиек йышши вӗҫкӗн — халӑх ҫинче намӑс кӑтартма пӑхатчӗ: «Усса янӑ хырӑм тӑрӑх вӑчӑрине, чӑн ылтӑнран тунӑ пек… Эппин, кӑтартсамӑр, тархасшӑн: ӑҫта клеми?»
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малтанах апла марччӗ, куҫ шӑрҫи тӗлӗнче виҫӗ вӗҫлӗ тимӗр сенӗк кӑваккӑн йӑлтӑртатса кайсан е пуклак шалчан шупка шурӑ вӗҫӗ тӗксӗммӗн ҫиҫни курӑнсан, кашнийӗ, аллапписене хӳтевсӗррӗн куҫӗ патне ҫӗклесе, пичӗпе куҫне картлама пӑхатчӗ; хӗнесе-ватса пӗтернисен ушкӑнӗнчен хӗрхенме тархаслани те, ахлатса йынӑшни те, ятлаҫни те, ҫав тери ыратса кайнӑран ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа выльӑхла ӳлесе яни те илтӗнетчӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тен, пӑхатчӗ вӑл сана?
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ ӗнтӗ Аксинья, ачи ҫине пӑхса, ним иккӗленмесӗрех унӑн ашшӗне курать, ҫавӑнпа та вӗресе тӑракан хӗрӳ юратупа ун патне туртӑнать: малтан апла марччӗ: вӑл сӑпкари ачи ҫине пӑхатчӗ те, унӑн ыйхӑллӑ пичӗ ҫинче чун юратман Степан сӑнарӗн мӗнле те пулин йӗрне курса, ӑна аякран та пулин аса илтерекен пӗр-пӗр тӗслӗх тупса, шартах сиксе ӳкетчӗ: халӗ, акӑ, пачах урӑхла.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.