Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Асатте кӑҫатти

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:16

Пуплевӗш: 51; Сӑмах: 689

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Пит лайӑх астӑватӑп — Михей асатте хӑйӗн пӗр машӑр кӑҫаттине вунӑ ҫул тӑхӑнчӗ. Эпӗ астӑваччен миҫе ҫул тӑхӑннӑ пулӗ — калама пултараймастӑп. Хӑйӗн урисем ҫине пӑхатчӗ те асатте:
— Кӑҫатӑ каллех шӑтрӗ, юсас пулать, — тетчӗ.

Пасартан кӗҫҫе татӑкӗ илсе килетчӗ, унтан атӑ тӗпӗ касса тӑватчӗ, ҫӗлесе хуратчӗ те, кӑҫатти каллех ҫӗнӗ пекех пулса тӑратчӗ.

Ҫапла нумай ҫулсем иртрӗҫ. Эпӗ шухӑшлатӑп: тӗнчере мӗнпур япалан вӗҫӗ пулмалла, пурте вилет, пӗр пирӗн асатте кӑҫаттисем кӑна ӗмӗре пыраҫҫӗ, тетӗп.

Акӑ пӗррехинче асаттен урисем ытӑ ыратма тытӑнчӗҫ. Пирӗн асатте нихҫан та чирлемен, анчах халӗ хытах ыратать пулас, фельдшера чӗнсе килме хушрӗ.

— Ку сан сивӗ шывран пулнӑ, — терӗ фельдшер, — пулӑ тытма пӑрахас пулать.

— Эпӗ пулӑпа ҫеҫ пурӑнатӑп та, манӑн ура шывра йӗпенмесӗр пулмасть, — тет асатте.

— Йӗпенмесӗр пулмасть пулсан, шыва кӗнӗ чухне кӑҫатӑ тӑхӑн, — тесе канаш пачӗ фельдшер.

Ҫапла канаш пани асаттене усӑллӑ пулчӗ: урисем сурма чарӑнчӗҫ. Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн асатте ачашланма пуҫларӗ, шыва кӑҫатӑ тӑхӑнса ҫеҫ кӗрет. Паллах ӗнтӗ, шыв тӗпӗнчи чулсене сӑтӑрӑнса кӑҫатӑ пит те пӗтет. Ҫавӑнпа унӑн кӑҫатти тӗпӗ кӑна мар, тӗпӗнчен ҫӳлерех, хутланнӑ тӗлте те таткаланма пуҫларӗ.

«Чӑнах та тӗрӗс иккен, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — тӗнчере мӗнпур япалан вӗҫӗ пур, асатте кӑҫатти те ӗмӗре пыма пултараймасть: кӑҫаттӑн вӗҫӗ ҫитет».

Ҫынсем асаттене кӑҫатти ҫине кӑтартса:
— Вӑхӑт ӗнтӗ, асатте, кӑҫатта канлӗх пама, ӑна ула кураксене йӑва тумашкӑн парас пулать, — теҫҫӗ.

Ҫук, ан та калаҫ! Михей асатте, ҫуркаланнӑ вырӑнсене юр ан кӗтӗр тесе, кӑҫатта шыв ҫине чиксе илчӗ те — сивӗ ҫӗре кӑларса хучӗ. Паллах, сивӗ ҫинче кӑҫатӑ ҫурӑкӗсене кӗрсе тулнӑ шыв пӑрланнӑ та ҫурӑксем питӗрӗннӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн асатте кӑҫатта тепӗр хут шыва чиксе илчӗ те пӗтӗм кӑҫатӑ пӑрланса ларчӗ. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн кӑҫатӑ калама ҫук ӑшӑ та ҫирӗп пулса тӑчӗ: асатте кӑҫаттине тӑхӑнса хӗлле шӑнман шурлӑх урлӑ эпӗ хам та нумай каҫнӑ, нимӗн те мар…

Вара эпӗ каллех: чӑнах та-и тен, пирӗн асатте кӑҫатти нихҫан та пӗтес ҫук, тесе шухӑшлама тытӑнтӑм.

Анчах пӗррехинче пирӗн асатте чирлерӗ. Тула тухса кӗрес тесе, вӑл ҫенӗкре тӑракан кӑҫаттине тӑхӑннӑ та калле пӳрте кӗнӗ чухне ӑна хывса хӑварма маннӑ. Ҫапла пӑрланнӑ кӑҫатӑпах вӑл вӗри кӑмака ҫине улӑхса выртнӑ.

Ирӗлнӗ кӑҫатӑран кӑмака тӑрӑх юхакан шыв сӗт суса лартнӑ витрене тулни, паллах, инкек мар-ха, — ку мӗн вӑл! Анчах акӑ инкек — вилӗмсӗр кӑҫаттӑн кунҫулӗ хальхинче йӑлтах пӗтсе ларчӗ. Урӑхла пулма пултарайман ӗнтӗ. Кӗленче ӑшне шыв тултарса сивӗ ҫине кӑларса лартсан, шывран пӑр пулать, пӑра хӗсӗк, кӗленче ҫурӑлса саланать. Ҫав пӑр та кӑҫатӑ ҫурӑкӗсенче, паллах ӗнтӗ, ҫӑма пур ҫӗрте те таткаласа пӗтернӗ, пӑр ирӗлсен кӑҫатӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк пулса тӑнӑ…

Пирӗн асатте чирӗнчен сывалсан хӑйӗн кӑҫаттине ҫӗнӗрен шӑнтса кӑшт тӑхӑнса та пӑхрӗ, анчах час ҫуркунне ҫитрӗ, кӑҫатӑ ҫенӗкре ирӗлнӗ те салансах кайнӑ.

— Чӑнах, тӗрӗс, ула кураксене йӑва тума вӑхӑт ҫитрӗ пулмалла, — терӗ хурланса асатте.

Вӑл ҫиленнипе кӑҫаттине чӑнкӑ ҫыран ҫинчен куршанкӑсем ӑшне ывӑтса печӗ. Эпӗ вӑл вӑхӑтра ҫавӑнта саркайӑксем тытаттӑм.

— Мӗншӗн-ха кӑҫатӑсене ула кураксене кӑна памалла? — терӗм эпӗ. — Кирек хӑш вӗҫен кайӑк та ҫуркунне хӑйӗн йӑвине ҫӑм, тӗк, мамӑк, улӑм тултарать.

Ҫак сӑмахсене эпӗ манӑн асаттем тепӗр хӑрах кӑҫаттине ывӑтса яма хатӗрленнӗ вӑхӑтра каларӑм.

— Кирек хӑш вӗҫен кайӑка та йӑва тума ҫӑм кирлӗ, — тесе килӗшрӗ асатте, — тӗрлӗ шӑшисене, пакшасене, ыттисене те, вӑл пуриншӗн те усӑллӑ япала.

Ҫав вӑхӑтра асатте пирӗн сунарҫӑ ҫинчен аса илчӗ. Вӑл сунарҫӑ тахҫанах ӗнтӗ кӑҫатӑ ҫинчен асӑнса: санӑн ӑна мана пӑшал авӑрлама парасчӗ, тетчӗ. Тепӗр хӑрах кӑҫаттине вара вӑл ывӑтса ямарӗ, сунарҫа леҫсе пама хушрӗ.

Часах кайӑксен вӑхӑчӗ пуҫланчӗ. Ҫыран хӗрринчи куршанкӑсем ҫине кайӑксем вӗҫсе пухӑнчӗҫ, вӗсем куршанкӑ пуҫӗсене сӑхкаланӑ чухне асатте кӑҫаттине курнӑ. Кӑҫатта кашни кайӑк асӑрханӑ, вара йӑва ҫавӑрма вӑхӑт ҫитсен, асатте кӑҫаттине пайӑн-пайӑн таткаласа, иртен пуҫласа каҫчен хӑйсен йӑвине тултма пуҫларӗҫ. Пӗр эрне хушшинче кӑҫаттӑн тӗпӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Ҫемҫе йӑвара ама кайӑксем ҫӑмарта пусса лараҫҫӗ, аҫа кайӑксем йӑва патӗнче юрлаҫҫӗ. Кӑҫатӑ ҫӑмӗн ӑшшинче кайӑк чӗпписем тухса ӳсрӗҫ те сивӗтсен пӗлӗт пекех пысӑк ушкӑна пухӑнса ӑшӑ енне вӗҫсе кайрӗҫ. Ҫуркунне вӗсем ҫӗнӗрен вӗҫсе килӗҫ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче, кивӗ йӑвасенче вӗсем каллех асатте кӑҫатти татӑкӗсене тупӗҫ. Ҫӗр ҫине тата йывӑҫ тӗмӗсем ҫине тунӑ йӑвасем те ҫаплах ҫухалмаҫҫӗ: йывӑҫ тӗмӗсем ҫинчен ҫӗре ӳкнӗ кӑҫатӑ ҫӑмне шӑшисем тупаҫҫӗ те хӑйсен ҫӗр ӑшӗнчи йӑвисене илсе кӗреҫҫӗ.

Хамӑн ӗмӗрӗмре эпӗ вӑрмансем тӑрӑх нумай ҫӳресе куртӑм, кӗҫҫе сарнӑ йӑва тупсан вара яланах пӗчекҫӗ ача пек:
«Тӗнчере мӗнпур япалан вӗҫӗ пур, пурте вилет, пӗр асатте кӑҫатти ҫеҫ ӗмӗрӗ пырать» тесе шухӑшлаттӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех