Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасшӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тархасшӑн (тĕпĕ: тархасшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Юлташ, илӗр манран юн, тархасшӑн, эпӗ питӗ сывӑ ҫын.

 — Товарищ, возьмите у меня кровь, пожалуйста, я совершенно здоров.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ан йӗр эсӗ шӑлна, тархасшӑн!

— Не оскаляйся, пожалуйста!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тархасшӑн, хӑть Деникин генерала хӑйне кайса элеклӗр!

Да жалуйтесь, ради бога, хоть самому генералу Деникину!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ан анӑрат, тархасшӑн!

— Отвяжись, пожалуйста!

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнтанпа Прохор пӗр-пӗр хутора е станицӑна пырса кӗнӗ-кӗмен чи малтан тӗл пулнӑ ҫынран: «Калӑрччӗ, тархасшӑн, сирӗн кӑвакал усраҫҫӗ-и кунта?» — тесе ыйтса пӗлет.

С той поры Прохор, въезжая в хутор или станицу, спрашивал у первого встречного: «А скажите на милость, утей у вас тут водят?»

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫук ӗнтӗ, тавай, тархасшӑн, мирлӗ, ватӑ ҫынсем пек сумлӑн чакар.

Нет уж, давай, пожалуйста, мирно, по-стариковски отступать.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Килӗшӗр ӗнтӗ, тархасшӑн, хӗрхенӗр!

Не откажите, сделайте милость?

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сӑмах эпӗ ун умӗнче калама пултарайман ӗҫ патне ҫитмен-ха, тархасшӑн, эсӗ мана ан пӳл.

— До этого ишо не дошло, об чем я при ней не мог рассказывать, и ты меня, пожалуйста, не перебивай.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пӑрах-ха, тархасшӑн!

— Отвяжись, ради Христа!

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫук-ха, хӗрхен ӗнтӗ, тархасшӑн! — йӑлӑнма пуҫларӗ Пантелей Прокофьевич.

— Нет, уж ты смилуйся, пожалуйста! — перешел к уговорам Пантелей Прокофьевич.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кай, тархасшӑн, атту сана кунта пыйтӑ пек пусса лапчӑтаҫҫӗ!

Езжай, пожалуйста, а то тебе тут накостыляют!

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫук, ҫук, малтан эпӗ пӑртак сӳсленнӗччӗ, халӗ ак, — тархасшӑн, кирек те мӗн чухлӗ!

— Нет, нет, я несколько раскис вначале, а сейчас — пожалуйста, сколько угодно!

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ, тархасшӑн, ан ҫулӑх мана.

И ты, пожалуйста, ко мне не привязывайся.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тархасшӑн, тыт ҫӑкӑрпа тӑвара, атту темле хӑратӑп пек эпӗ, чӗркуҫҫисем те чӗтре пуҫларӗҫ.

Пожалуйста, бери хлеб-соль, а то я вроде робею, и дрожание у меня в коленях.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Кӗрӗрех, иртӗр, тархасшӑн, — терӗ вӑл тараватлӑн, калинкке алӑкне уҫса.

— Милости просим, — радушно сказал он, открывая калитку.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн чӗмери-ши вӑл, хӑш ӑрат, — тӑнлантарса пар, тархасшӑн.

Что это за черт, за порода, — объясни, пожалуйста.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Григорий Пантелевич, сирӗн благороди, калӑрччӗ, тархасшӑн: мӗнле чӗрчунсем турттарса кайрӗҫ вара кадетсен тупписене?

— Григорий Пантелевич, ваше благородие, скажи на милость, что это такое за животная у кадетов под орудиями?

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чарӑн, тархасшӑн! — хӳтӗленчӗ Копылов, сӑнӗпе хӗремесленсе.

— Оставь, пожалуйста! — румянея, защищался Копылов.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ак куҫараҫҫӗ мана сотня командирне, ун чух — тархасшӑн.

Вот как только переведут меня в сотенные командиры, тогда — пожалуйста.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсемпе ман: «Ах, куҫса тӑрӑр-ха кӑштах, мӑкла пуҫ! Каҫарсамӑр мана, улаҫка! Ирӗк памӑр-и мана хӑвӑрӑн мӑйри хӑмӑтӑра тӳрлетме? Ырӑ хисеплӗ хосподин вӑкӑр, тархасласах ыйтатӑп сирӗнтен: суха касси тӑрӑх утса пыракан юлташӑр ҫине ан кӗрсе кайӑр, тархасшӑн!» — тесе йӑпӑлтатса калаҫмалла пулмасть.

И не с ними же мне расшаркиваться и говорить: «Ах, подвиньтесь, лысый! Извините меня, рябый! Разрешите мне поправить на вас ярмо? Милостивый государь, господин бык, покорнейше прошу не заламывать борозденного!»

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех