Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑтӑм (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӑл кӑшкӑрма чарӑнасса кӗтсе тӑтӑм.

Я подождал, пока он перестанет кричать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вестибюль сӗтелӗ патӗнче этаж заведующийӗ ларатчӗ, эпӗ унран: телефонпа калаҫма юрать-и, тесе ыйтрӑм, хам калаҫнӑ май, Ромашка каймасть-и-ха тесе коридор тарӑх пӑхса тӑтӑм.

Заведующая этажом сидела у столика в вестибюле; я попросил у нее разрешения позвонить по телефону и, пока разговаривал, все время смотрел вдоль коридора, не ушел ли Ромашка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакна виҫӗ хут каларӗ вӑл, ҫав хушӑрах ман паталла сӗкӗнсе кӗчӗ те, эпӗ ӑна хулпуҫҫинчен тытса чарса тӑтӑм.

Три раза он повторил эту фразу, придвинувшись ко мне почти вплотную, так что мне пришлось взять его за плечи и слегка отодвинуть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сасартӑк ман ҫинелле ыткӑнса туртӑнчӗ, эпӗ хам сисмесӗрех сиксе тӑтӑм.

Он вдруг бросился ко мне, и я инстинктивно вскочил и стал за кресло.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӗсем атте кӗнекисем, эп вӗсене куҫ пек упраса тӑтӑм.

 — Это папины, я всегда очень берегла их.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам ҫӗрӗпех куҫ хупмарӑм, вӑл та пӗр минут та ҫывӑрманнине пӗлсех тӑтӑм эпӗ.

Я не спал эту ночь и был уверен, что и она не спала ни минуты.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Ҫутти тахҫанах курӑнать, штора тӗлӗнче Кораблевӑн пысӑк хура мӗлкине эп курса тӑтӑм.

…Давно уже горел свет, и на шторе я видел длинный чёрный силуэт Кораблёва.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев епле пирус туртнине пӑхса тӑтӑм, кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫне сӗнкрӗ вӑл, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, хӑй вӑл епле таса чӗререн Марья Васильевнӑна юратни ҫинчен шухӑшларӗ ӗнтӗ, унӑн юратӑвӗ ӑнӑҫман, ҫапах та вӑл ӑна асӗнчех тытса тӑрать — ҫавӑнпа иккен ҫак иртнӗ ҫулсенче Катя пурнӑҫне те ырӑ кӑмӑлӗпе сыхласа тӑрасшӑн пулнӑ вӑл.

Я молча смотрел, как он курит, опустив седую голову и вытянув длинные ноги, и думал о том, как он глубоко любил Марью Васильевну, и как ему не повезло, и как он верен её памяти, — вот почему он так пристально следил все эти годы за Катиной жизнью.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑмӑл ҫакӑнта туртнипех каяймасӑр тӑтӑм.

Мне было просто физически трудно уйти от него.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрне ҫеҫ ӑнланса илеймен вӑл: мӗншӗн-ха, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ пулин те, пӗр кӗтмен ҫӗртен ун патне пырсан Николай Антонычпа Ромашка ҫине пӗтӗм ҫӗр тӑршшӗпе куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑм иккен.

Но одного она не могла понять: почему, придя к ней неожиданно и «совсем другим», я весь вечер не сводил глаз с Николая Антоныча и Ромашки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Садовой-Триумфальнӑйран Иккӗмӗш Тверской-Ямской инҫе те мар, ун ҫине кӑшт иртсенех тухрӑм та палланӑ ҫуртӑн хапхи умӗнче чарӑнса тӑтӑм.

А от Садово-Триумфальной, как известно, очень близко до 2-й Тверской-Ямской, и я вышел на неё через несколько минут и остановился перед воротами знакомого дома.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла эпӗ Нина Капитоновна тухса кайичченех «шкапра» тӑтӑм.

Так я и сидел в «шкафу», пока Нина Капитоновна не ушла.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм ӑшӑм вӗресе те тӑвӑлса тӑчӗ, чӗрем ҫирӗппине пула ҫеҫ малтанхи пекех лӑпланса тӑтӑм.

Все во мне кипело и бурлило, и только усилием воли я сохранил прежнее спокойное выражение.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсӗ Ромашовпа час-часах курнӑҫкалатӑн теҫҫӗ» тесе ыйтмасӑр аран чӑтса тӑтӑм.

Нужно было сделать усилие, чтобы не спросить ее: «Я слышал, что ты часто встречаешься с Ромашовым?»

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, ик-виҫ кунлӑха ҫеҫ, — тавӑртӑм эпӗ сассӑма яланхинчен улӑштарас марччӗ тесе; хам асӑмра вара ӑна Триумфальнӑйра юлашки хут курнӑ пекех туйса тӑтӑм, вӑл ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, юрпа йӗпеннӗ пальтопаччӗ.

— Нет, на несколько дней, — ответил я, тоже стараясь говорить обыкновенным голосом, как будто мне не казалось, что я вижу ее сейчас в том самом треухе с не завязанными ушами, в том пальто, мокром от снега, в котором она была на Триумфальной в последний раз.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан темле майпа эпӗ урама чупса тухрӑм, пӗр магазинӑн ҫутӑ чӳречи умне пырса тӑтӑм.

Потом я почему-то оказался на улице, перед освещённым окном магазина.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ те хам пекех пулса тӑтӑм курӑнать ҫав.

Но, должно быть, и я ещё больше стал самим собой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна урапа ҫине вырӑнаҫтарса хунине эпӗ кантӑкран пӑхса тӑтӑм.

Я видел из окна, как его уложили в телегу.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Матушкӑпа Марья Ивановнӑна кӗтесселле пӑрӑнма паллӑ патӑм та хӗҫе туртса кӑларса, алӑк ҫывӑхнех стена ҫумне сӗвенсе тӑтӑм.

Я молча дал знак матушке и Марье Ивановне удалиться в угол, обнажил саблю и прислонился к стене у самой двери.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ юпа пек хытса тӑтӑм

Я остолбенел…

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех