Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятӑм (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ой! — кӑшкӑрса ятӑм.

— Ой! — вскрикнула я.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Каҫхине эп ӑна тӗртсе ятӑм.

— Я ее ночью отвязал.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ кулса ятӑм:

Я засмеялась:

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лере, ҫӳлте, хам палланӑ люстра тӑлӑххӑн ҫакӑнса тӑнине курсан, эпӗ кӑшкӑрса ятӑм, вӑл карап караван майлӑскер, чалӑшнӑ тимӗр ҫеклӗ ҫинче темле тытӑнса юлкаланӑ.

И я вскрикнула, увидев там, наверху, косо висящую на погнутом железном крюке знакомую мне люстру в виде корабля-каравеллы.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тсс, вӑл ҫывӑрать, — ӑнсӑртран персе ятӑм эп.

— Тсс, она спит! — нечаянно вырвалось у меня.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен Амед патне ҫырса ятӑм.

Я написала об этом Амеду.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн вырӑн кунта, Мускавра, тесе ҫырса ятӑм эп.

Я ему написала, что мое место тут, в Москве.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫул ҫине эп ӑна йӑвасем пӗҫерсе ятӑм.

Я ему и пончиков на дорогу дала.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗнмесӗр тӑнӑшӑн хама-хам ятласа, пӗр харӑс вунултӑ страницӑллӑ ҫыру ҫырса ятӑм.

Ругательски себя ругая за молчание, ответила Амеду письмом на шестнадцати страницах.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амедӑн ҫак ҫыруне хирӗҫ эпӗ Пионерсен ҫуртӗнчи хам ҫӳрекен астрономи кружокӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, вӑхӑтне кура, чӑн-чӑн астроном пекех, ҫырӑвӑн ҫӳлти кӗтессине Зодиак паллине лартрӑм.

В ответ на это я писала Амеду о разных своих звездных делах, о занятиях в астрономическом кружке Дома пионеров, ставила на верху письма, в уголке, знаки Зодиака, смотря по тому, какой был месяц на дворе.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ кулса ятӑм.

Я засмеялась.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑваларӑм та ятӑм.

И прогнала.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Главсевморпути начальникӗпе хам мӗн калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, мӗншӗн тесен ҫав кунхинех каҫхине Саня патне янӑ ҫырура эпӗ ӑна сӑмах хыҫҫӑн сӑмахӑн пӗтӗмпех ҫырса ятӑм.

Я очень хорошо помню свой разговор с начальником Главсевморпути, потому что в письме, которое в тот же вечер отправила Сане, повторила его слово в слово.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп кулса ятӑм.

Я засмеялась.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ темиҫе статья ҫыртӑм: «Гражданла авиаци» журналне хаяр ҫилтӑман вӑхӑтӗнче самолета мӗнле майпа креплени тӑвасси ҫинчен, «Правда» хаҫата — штурман дневникӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, Главсевморпутьне докладлӑ ҫыру ҫыртӑм.

Я написал несколько статей: о моем способе крепления самолета во время пурги — в журнал «Гражданская авиация», о дневниках штурмана — для «Правды» и докладную записку — в Главсевморпуть.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч! — сасартӑк кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

— Иван Павлыч! — вдруг заорал я.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тухтӑр, Таймыр! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ.

— Доктор, Таймыр! — заорал я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Начар, — ҫапла пуҫласа ятӑм эпӗ хамӑн сӑмаха, — эпир суранланнӑ ҫынна, ырӑ ятлӑ ҫынна пулӑшма тухрӑмӑр, анчах та акӑ халӗ тӑватӑ талӑк кунта сирӗн патӑрта ларатпӑр, ӑна ниепле те пулӑшма пултараймастпӑр.

— Плохо, — так я начал свою речь, — что мы взялись помочь раненому человеку, уважаемому человеку, и вот сидим здесь у вас четвёртые сутки и ничем не можем ему помочь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӗрӗке уртса ятӑм та телефон патне утрӑм.

Я накинул шубу и пошёл к телефону.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех