Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗчӗҫ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ҫеҫ пирӗн пата кӗчӗҫ пулин те, ҫинчех вӗсем шыв йӑтса килчӗҫ, аманнисене кашнине пӗрер крушкӑ шыв парса тухрӗҫ.

Только что присоединившись к нам, они достали воды и бережно роздали её, по кружке на брата.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗн те тӑваймарӗҫ-ха вӗсем, кӑмӑллӑ сасӑпа украинла чӗлхепе аманнӑ салтаксене хӑвӑртрах вырнаҫса ларма кӑна хушрӗҫ, лешсем вара вагонсене кӗчӗҫ.

Они даже ничего не сделали, а только что-то сказали одному и другому быстро — певуче, по-украински, — и раненые молча разошлись по вагонам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ килсе кӗрсенех пӗр ҫамрӑк ҫынна йӑтса кӗчӗҫ, унӑн пӗтӗм питне-куҫне мина вӑтӑрса кайнӑ…

Только что я пришла, как привезли юношу, у которого всё лицо было сорвано миной…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пирӗн пата килчӗ те, килкартинче ӗҫлекенсем ун хыҫҫӑнах унӑн тахҫанхи тем пысӑкӑш арчине ҫӗклесе кӗчӗҫ, няня ҫавӑнтах арчинчен шурӑ сапунне кӑларчӗ, чепчикне тата пӗр авалхи фотографи.

Она явилась, и следом за ней дворник втащил большой старинный сундук, из которого няня немедленно вынула белый передник, чепчик и старинную фотографию.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Николай Антонычпа Ромашка темшӗн кабинета кӗчӗҫ, эпир вара карчӑксемпех тӑрса юлтӑмӑр, вӗсенчен пӗр карчӑкӗ нимӗн те илтмест, тепри юри илтмӗш туса тӑрать.

Потом Николай Антоныч с Ромашкой зачем-то пошли в кабинет, и мы остались со старушками, одна из которых ничего не слышала, другая притворилась, что ничего не слышит.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах акӑ председатель «хамӑр шкулта вӗреннӗ, халӗ актерсем пулнӑ ҫынсенчен Григорий Израилович Фабер калать» тесе пӗлтерсен, икӗ патвар йӗкӗт тӗлӗнсе каймалла пысӑк кунтӑк йӑтса кӗчӗҫ те, пурте куҫӗсене чарса пӑрахрӗҫ.

Но вот председатель объявил, что «от имени актеров, вышедших из стен нашей школы, сейчас выступит Григорий Иванович Фабер», и два здоровых парня принесли такую корзину, что все ахнули, — шепот так и побежал по рядам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та Володьӑн кӑмӑлне кайнӑ курӑнать вӑл, мӗншӗн тесен тепӗр ҫур сехетрен вӗсем шӑкӑлтатса калаҫа-калаҫа килсе кӗчӗҫ.

Но на Володю он, очевидно, произвёл хорошее впечатление, потому что они явились через полчаса, дружески беседуя.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайри пӳрте тарҫӑсем пырса кӗчӗҫ.

Слуги явились в переднюю.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах сасартӑк вӗсем, пире пӑрахса хӑварсах, тарма тытӑнчӗҫ: хапхаран Гринев, ун хыҫҫӑн пӗтӗм эскадрон хӗҫҫисене кӑларса ҫитсе кӗчӗҫ.

Но вдруг они нас оставили и разбежались; в ворота въехал Гринев и за ним целый эскадрон с саблями наголо.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе хӑраса тарма тытӑннӑ вӑрӑ-хурахсем часах ӑна кӗчӗҫ те пире ҫавӑрса иле пуҫларӗҫ.

Толпа разбойников, бежавшая от неожиданной нашей вылазки, тотчас ободрилась и начала нас окружать.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ака ӗнтӗ, килкартине ҫитсе кӗчӗҫ — амбар патнелле килеҫҫӗ.

Вот уж на дворе — до анбара добираются.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Яла эсрелӗсем ҫитсе кӗчӗҫ.

Злодеи вошли в село.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хам каланӑ пьесӑри пекех, сасартӑк пурте хӑйсен вырӑнне йышӑна-йышӑна тухрӗҫ, вара манӑн пуҫӑма манӑн пуласлӑхпа ӗҫӗмсем ҫинчен питӗ ҫӑмӑл шухӑшсем килсе кӗчӗҫ.

И вот так же, как в моей воображаемой пьесе, всё вдруг расставилось по своим местам, и совсем простые мысли пришли мне в голову о моём будущем и о моём деле.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳлӗме ҫынсем кӗчӗҫ.

Люди вошли в комнату.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакӑн пек хуйхӑллӑ шухӑшсем пырса кӗчӗҫ манӑн пуҫӑма.

Горько мне было подумать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш-пӗр сӑмах татӑкӗсем ман хӑлхана та кӗчӗҫ:

Я уловила обрывки фраз:

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ҫак самантра ылтӑнпа ялтӑртатса, кабинета чаплӑ тумланнӑ икӗ генерал пырса кӗчӗҫ (сценаринче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри — Италин вице-королӗ Евгевий, тепри — Бертье маршал иккен), кӗнӗ-кӗмен вӗсем император умне чӗркуҫленсе ларчӗҫ.

Но в это мгновение в кабинет врываются два генерала, роскошно одетые, блещущие золотом (как написано в сценарии, это вице-король Италии Евгений и маршал Бертье), вбежав, они падают на колени перед императором.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унччен те пулмарӗ, элес-мелес жабо ҫакнӑ, фраксем тӑхӑннӑ, каптӑрмаллӑ ботинкӑсем сырнӑ кулӑшла этемсем хисеплӗн авӑна-авӑна, император патне кӗчӗҫ.

Тут же входят почтительно согнувшие люди в пышных жабо, во фраках и ботинках с пряжками.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнер хулана малти разъездсем тата Мюратӑн авангарчӗсем кӗчӗҫ.

Вчера разъезды, затем авангард Мюрата вошли в город.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӗрӗк сехетрен сигнал ракети тепӗр хут тӗлӗнмелле ярӑнса вӗҫрӗ, французсен тата вырӑссен ҫарӗсем тепӗр хут, Расщепей приказне пула, тусан тустарса, тӗтӗм кӑларса, ҫапӑҫӑва кӗчӗҫ.

И через четверть часа снова прочертила небо сигнальная ракета, и снова двинулись в дыму, огне и шуме сражения французские и русские войска по приказу великого полководца Расщепея.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех