Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫме сăмах пирĕн базăра пур.
ӗҫме (тĕпĕ: ӗҫме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пулштухри эсӗ кӑтартнӑ пек савӑнӑҫ кил хуҫин те тупӑнӗ, ку чухне эпир ытла чухӑнланса ҫитмен-ха, анчах халӗ каҫарӑр: ирхине эрех ӗҫме сывлӑх чарать мана, ӗҫ те хушмасть, манӑн колхозри ӗҫе каймалла.

Такая веселуха в бутылке, какую ты показываешь, найдется и у хозяина в доме, пока мы ишо не дюже обедняли, а зараз извиняйте: с утра мне здоровье не дозволяет водку пить, да и дело не указывает, мне на колхозную службу надо направляться.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каҫхине сире кӗтсе илме те, сирӗнпе ӗҫме те хавас.

Вечером радый буду и поприветить вас и выпить с вами.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ ҫапла калаҫса татӑлар-ха: ҫак кунсенче эпӗ питӗ ывӑнтӑм, ӗҫме шыв пар-ха эсӗ мана, унтан эпӗ ҫакӑнта, сирӗн патӑрта, сехет пек ҫывӑрам, вӑрансан калаҫӑпӑр.

Давай вот как договоримся: я сильно устал за эти дни, ты дай мне воды напиться, потом я сосну часок, вот тут у вас, проснусь, тогда и поговорим.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫме сивӗ шыв пур-и санӑн?

— У тебя вода холодная есть напиться?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, ылханлӑ пуп, кӗлтума мар, сан укҫупа эрех ӗҫме ҫеҫ шутлать…

Он, проклятый поп, норовит за твои деньги водки напиться, а не богу молиться…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафон та, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен сӗт ӗҫме нӳхрепе шӑвӑнса кӗресшӗн пулнӑ пек, партие хӗсӗнсе кӗресшӗн, анчах эпӗ ӑна паян Кондратран та ытларах кӳпкетӗп, эпӗ ун ҫинчен те чылай япала пӗлетӗп, эсир ӑна пӗлсен тӗлӗнсе кайӑр, хӑш-пӗри, тен, тӑнран та кайса ӳкӗ.

Агафон тоже норовит в партию пролезть, как ужака в погреб, чтобы молока напиться, но я ему отлуп нынче дам похлеще, чем Кондрату, я и про него знаю кое-что такое, что все вы ахнете, когда узнаете, а может, кое-кого и омороком шибнет.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эрех ӗҫме каймасть-ҫке-ха вӑл укҫа, кӗнеке туянма!

Ведь не на пропой же эти деньги пойдут, а на книги!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Андрей Разметнов, хӑйӗн чылай ҫулсем хушши юратса пурӑннӑ савнийӗ качча тухнипе хуҫӑлсах ӳкнӗскер, малтанлӑха пуҫне усмасӑр ҫӳреме тӑрӑшрӗ, каярахпа ҫапах та чӑтса пурӑнаймарӗ, Давыдовран пытанкаласа ӗҫме пуҫларӗ.

Андрей Размётнов, сраженный замужеством своей долголетней милахи, первое время бодрился, а потом не выдержал и, потаясь Давыдова, начал попивать.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Дымок хӗрсене ҫеҫ мар, шурӑ эрех ӗҫме те юратать, пуринчен ытла — ҫапӑҫма юратать.

Не одни девки были утехой в жизни Дымка: любил он и водку, а еще больше — драки.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Балабин вӑр-варах графинран стакана шыв ячӗ те, Макар ҫине пӑхмасӑрах, ӑна шыв ӗҫме сӗнчӗ.

Балабин торопливо плеснул из графина воды, протянул стакан Макару, не глядя на него.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юлашки вӑхӑтра вӑл пачах ӗҫме пӑрахрӗ, ҫавӑнпа пӗр стакан шурӑ эрех ӑна анӑратсах ячӗ, уҫҫӑн калаҫас кӑмӑлне хускатрӗ.

Последнее время он почти не пил, потому-то стакан водки подействовал на него оглушающе, поманил на откровенность.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эмел ӗҫме пӑрахсанах вирус ҫӗнӗрен пуҫ ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

— Лар пирӗнпе чей ӗҫме.

— Садись пока с нами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Гаврик пӗрхӗнекен шывпа тултарнӑ стакана, темле питӗ хаклӑ япала пек стакана, икӗ аллипе хуллен тытрӗ те, хӗвеле хирӗҫ куҫӗсене хӗссе, ӗҫме тытӑнчӗ.

Гаврик осторожно взял обеими руками, как драгоценность, холодный кипучий стакан и, зажмурившись против солнца, стал пить.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ялта мана витрипех шыв лартса пачӗҫ, нимӗн пӑхса тӑмасӑр, пуҫа витрене чиксе, шыв ӗҫме тытӑнсан, хӗрарӑмсем мӗншӗн сасӑпах йӗрсе янине ӑнланаймарӑм эпӗ.

В селе мне дали ведро воды, и я не понял, почему женщины громко заплакали, когда я засунул голову в ведро и стал пить, ничего не видя и не слыша.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн ӑш хыпса килнӗччӗ те ҫӗнӗ тусӑм мана, квас ӗҫме тесе, черете ертсе кайрӗ.

Хотелось пить, и моя новая подруга потащила меня в очередь за квасом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня кирек хӑҫан та кофейникпа спиртовка хӑйпе пӗрле илсе ҫӳретчӗ — Ҫурҫӗрте пурӑннӑ чух вӑл кофе ӗҫме хӑнӑхнӑ.

Саня всегда возил с собой кофейник и спиртовку — он на Севере пристрастился к кофе.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир чей ӗҫме лартӑмӑр та Саша ҫинчен калаҫма тытӑнтӑмӑр.

И мы сели пить чай и разговаривать о Саше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ахальтен ҫеҫ тав турӗ, чей ӗҫме килӗшмерӗ.

Он сухо поблагодарил и отказался.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫме йӑлтах пӑрахнӑ.

 — Совершенно бросил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех