Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак юханшывран тинӗсе ишсе тухсан, эпир кайран та, ӗҫме юрӑхлӑ шыв тупас тесе, темиҫе хутчен; ҫыран хӗррине чарӑнтӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ксури айлӑмра ӗҫме юрӑхлӑ шыв шыраса тупни ҫинчен каласан, эпӗ пушшех савӑнса кайрӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл хӑвӑрт сывлӑх сунчӗ, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, хыпаланса чей ӗҫме пуҫларӗ.Дядя торопливо поздоровался, сел за стол и стал быстро глотать чай.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑй патне чей ӗҫме чӗнчӗ вӑл, эпӗ чӑрманмарӑм.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Каҫ енне вӑл, шыв ӗҫме ыйтса, пуҫне ҫӗклерӗ.Раз — это было уже перед вечером — он поднял голову, чтобы попросить пить.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка, хуҫланакан тенкел ҫине ларса, чей ӗҫме пуҫларӗ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Юрать ӗҫме, — ирхи чей пирки хытӑ тунсӑхланӑ пулин те, пит хавасах маррӑн килӗшрӗ Егорушка.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шыв ӗҫме чи малтан Дымов чупса пычӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Мӗнех, чей ӗҫме пулӗ, — кил хуҫине шелленӗ пек, ассӑн сывларӗ Христофор атте — Нумаях чарса тӑмӗ вӑл пире.— Что ж, чайку можно попить, — сочувственно вздохнул отец Христофор — Это не задержит.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Музыка йӑлӑхтарса ҫитерсен, хӑях патне шыв ӗҫме килнӗ сарӑ лӗпӗшсене хӑвалама пуҫларӗ, ҫавна май кӳме ҫывӑхне епле майпа тепре килсе тухнине сисеймесӗрех юлчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫапла ӳпӗнсе ларнипех вӑл кофӗ ӗҫме тытӑнчӗ, кунта мӗн сӑмахланине итлеме пикенчӗ.Так, сгорбившись и со свистом прихлебывая кофе, он стал прислушиваться к разговорам.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ӗҫкӗ халӑхӗ хушшинче Николай Недкович пур, вӑл пултаруллӑ каччӑ, вӗреннӗскер; вырӑс университетӗнче вӗренекен Кандов студент, кунта вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, нумай вӗреннӗ, революциллӗ шухӑшлакан ҫын, социализм енне туртӑнаканскер; Фратю господин; Франгов учитель, вӗри пуҫлӑ ҫын теме кирлӗ; Попов — пӗтӗм чун хавалӗпе патриот; Димчо пуп патриот та, анчах ытла ӗҫме юратаканскер; тата Колчо-суккӑр.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ку вӑл чыхӑнса кайнипе ҫеҫ пулчӗ, атту эпӗ ӗҫме пултаратӑп», — тӳрре тухма хӑтланчӗ вӑл.«Это только оттого, что я поперхнулся, а то я могу пить», — оправдывался он.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахран, нейтральнӑйпа нейтральнӑй мар пӳлӗмсем пачах уйрӑлса тӑраҫҫӗ; анчах нейтральнӑй мар пӳлӗмсене яланах пӗр паллӑ вӑхӑтра ҫеҫ кӗме юрать; ку вӑл виҫӗ апатран иккӗшӗ нейтральнӑй мар пӳлӗмсенче пулса иртнипе ҫапла: ирхи чее Вера Павловна пӳлӗмӗнче, каҫхи чее — Александр пӳлӗмӗнче ӗҫесси йӑлана кӗнӗ; каҫхи чей нимле процедурӑсӑрах иртсе каять; тарҫӑ, ҫав Степанах, Александр пӳлӗмне сӑмаварпа чей ӗҫмелли курка-чашӑксем илсе кӗрет те урӑх ним те тумасть; анчах ирхи чее вара урӑхларах йӗркепе ӗҫеҫҫӗ: Степан Вера Павловна пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнчи нейтральнӑй пӳлӗме сӑмаварпа курка-чашӑксем лартать те Александр Матвеича; сӑмавар лартнӑ, тет; е, урӑхла каласан, вӑл Алексаддр Матвеич хӑй кабинетӗнче пулсан ҫапла калать; ӑна унта курмасан вара? — ун пек чух Степан йыхрав ҫине ал ҫеҫ сулать, чей ӗҫме вӑхӑт ҫитни ҫинчен вӗсем хӑйсемех астума тивӗҫ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Саша, ҫапах та эсӗ мана ӗҫ ҫинчен каласа пӗтерме памарӑн вӗт, — терӗ Вера Павловна тата икӗ сехетрен чей ӗҫме ларсан.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, ҫавӑн ҫинченех шухӑшласан та, тата тепӗр тӑватӑ сӑмах кӗрет вӑл шухӑша, пӗчӗк кӑна тӑватӑ сӑмах: «вӑл апла тутарасшӑн мар»,ҫав тӑватӑ пӗчӗк сӑмах вара ытларах та ытларах шухӑшлаттарать, акӑ ӗнтӗ хӗвел те анать, анчах ӗлӗкхи тата ҫав тӑватӑ пӗчӗк сӑмах ҫаплах шухӑшлаттарать-ха; вара шӑпах ҫумран кая пӗлмен Маша кӗрсе Вера Павловнӑна чей ӗҫме хушас умӗн, — шӑп кӑна ҫак вӑхӑт умӗн, — леш тӑватӑ пӗчӗк сӑмахран пилӗк пӗчӗк сӑмах пулса тӑрать: «манӑн та апла тӑвас килмест».
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ҫав вӑхӑтрах виҫсӗр те, ҫулталӑк каялла пурӑннӑ пекех, питӗ лӑпкӑ пурӑнма пултарнӑ, е пурте пӗр хваттере куҫма, е урӑхла куҫса вырнаҫма, е мӗнле май килнӗ, ҫавӑн пек майлашса, нимӗн тулашмасӑр-тумасӑр пурӑнма, ӗлӗкхи пекех виҫҫӗн пӗрле чей ӗҫме, ӗлӗкхи пекех виҫҫӗн пӗрле оперӑна ҫӳреме пултарнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов, кӳршӗсен служанкине булочнӑя кайса килме ыйтса, сӑмавар вӗретсе кӑларчӗ те, вӗсем чей ӗҫме тытӑнчӗҫ; Рахметов, дамӑсемпе ҫур сехете яхӑн ларса, пилӗк стакан чей ӗҫрӗ, вӗсемпе пӗрле пысӑк хӑйма банкине тасатса хучӗ тата печение питӗ нумай ҫирӗ, унччен вӑл икӗ булка ҫисе ячӗ: «кун пек киленме права пур-ха ман, мӗншӗн тесен вӑхӑта ҫур талӑк ытла сая яратӑп».
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов йӑлтах каласа кӑтартать: ӑна уроксем тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни тата мӗнле ҫемьере е мӗнле ачасем мӗншӗн йӑлӑхтарни, завод кантурӗнче вӗрентесси йӑлӑхтарманни ҫинчен те каласа кӑтартать, мӗншӗн тесен унта вӗрентни питӗ кирлӗ ӗҫ, пӗтӗм заводри халӑха пырса тивет, унта вӑл хӑшпӗр ӗҫсене тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ: хут вӗренме кӑмӑл тӑвакансене питӗ нумай шыраса тупнӑ, вӗсене хут вӗрентме вӗрентсе ҫитернӗ, вӗреннӗ работник машинӑсене те, ӗҫе те сахалтарах пӑснине кӑтартса парса, ҫав учительсене фирмӑран шалу памалла тутарнӑ, мӗншӗн тесен работниксене вӗрентсен, прогул тӑвакансемпе ӳсӗр ҫӳрекенсем сахалланаҫҫӗ, паллах, шалӑвӗ ытлашши пысӑках мар ӗнтӗ; тата вӑл рабочисене ӗҫме яманни, ҫавӑнпа вара час-часах вӗсен килӗсенче пулни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — сахал-и унта мӗн пулма пултарать.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку ирхине Дмитрий Сергеичӑн арӑмне чей ӗҫме чӗнме тухма тивмерӗ: Верочка кунтах, ун ҫумӗнчех, тӗршӗнсе выртать; вӑл вӑранман-ха, Лопухов ун ҫине пӑхса: «Мӗн пулчӗ ӑна, мӗнрен хӑранӑ-ха вӑл, ӑҫтан ун пек тӗлӗк курӑннӑ-ха ӑна?» тесе шухӑшласа ларчӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.