Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Пай: Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 08:11

Пуплевӗш: 266; Сӑмах: 3196

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Робинзон тыткӑна лекет. — Тыткӑнран тарни

Манӑн чи пысӑк инкекӗм ҫакӑ пулчӗ: тинӗс тӑрӑх ҫул ҫӳресе тӗрлӗ инкек-синкек курнӑ вӑхӑтра эпӗ карап ҫинче матрос пулса ӗҫлеме шутламарӑм. Ӗҫлессе, паллах, халиччен хӑнӑхнинчен ытларах ӗҫлеме тивнӗ пулӗччӗ, анчах ун вырӑнне эп тинӗс ҫулҫӳревӗн ӗҫне вӗренсе ҫитнӗ пулӑттӑм, каярахпа вара штурман, тен, капитан та пулса тӑнӑ пулӑттӑм. Ун чухне эпӗ айван пулнӑ ҫав, яланах пурнӑҫ ҫул-йӗрӗсенчен чи юрӑхсӑррине суйласа илнӗ. Вӑл тапхӑрта ҫи-пуҫ ман яка пулнӑ, кӗсьерен укҫа татӑлман, карап ҫинче эпӗ, улпут ачи пек, ӗҫ тӗлне пӗлмен: ӗҫлеме те, ӗҫе вӗренме те шутламан.

Ашкӑнчӑк ҫамрӑксемпе ӗҫсӗр ҫӳрекенсем ялан тенӗ пекех путсӗр ҫынсен ушкӑнне лекеҫҫӗ те чи кӗске вӑхӑтрах тӗрӗс ҫул-йӗртен пӑрӑнса каяҫҫӗ. Мана та ҫак шӑпах кӗтнӗ ӗнтӗ, анчах, телейӗме кура, Лондона ҫитсен, пӗр ватӑрах ырӑ капитанпа паллашма тӳр килчӗ. Вӑл маншӑн чылай тӑрӑшрӗ. Нумаях пулмасть вӑл хӑйӗн карапӗпе Африка ҫыранӗсем еннелле — Гвинея ҫӗршывне кайса килнӗ. Ку ҫулҫӳреврен вӑл чылай тупӑшпа таврӑннӑ, халӗ акӑ каллех ҫав ӗнчи ҫӗршывсене кайма хатӗрленет.

Эпӗ капитан кӑмӑлне кайрӑм, мӗншӗн тесен ун чухне ман калаҫма чӗлхе-ҫӑварӑм лайӑх ҫаврӑнатчӗ. Вӑл час-часах пушӑ вӑхӑтне манпа ирттеретчӗ. Эпӗ тинӗс леш енчи ҫӗрсене кайса курма ӗмӗтленнине пӗлсен, капитан мана хӑйпе пӗрле пыма сӗнчӗ.

— Сире ку ҫулҫӳрев нимӗн чухлӗ тӑкак та кӳмест, — терӗ вӑл, — эпӗ сирӗнтен ҫул укҫи те, апат-ҫимӗҫ хакне те илмӗп. Эсир карап ҫинче манан хӑнам пулӑр. Хӑвӑрпа пӗрле мӗнле те пулин япаласем илме май килет пулсан, эсир вӗсене Гвинейӑра пысӑк хакпа сутма пултаратӑр, тупӑшӗ те пӗтӗмпех хӑвӑра пулӗ. Телей тупма ӗмӗтленсе пӑхӑр-ха, тен, ӗҫӗр ӑнӑҫлӑ пулӗ, — терӗ.

Ҫак капитан тӳрӗ кӑмӑллӑ та шанчӑклӑ ҫын пулнӑран эпӗ вӑл чӗннипе хаваслансах килӗшрӗм.

Гвинейӑна кайнӑ чухне эпӗ хампа пӗрле хӑшпӗр таварсем илтӗм: хӗрӗх кӗрепенкке стерлинглӑх тӗрлӗ шӑкӑр-макӑр тата кӗленчерен тунӑ япаласем. Тискер этемсем (дикарьсем) патӗнче ҫакӑн пек япаласем хаклӑ тӑраҫҫӗ, лайӑх каяҫҫӗ.

Ҫав хӗрӗх кӗрепенкке стерлинг укҫана эпӗ хамӑн ҫывӑх хурӑнташсем пулӑшнипе тупнӑччӗ, вӗсем патне эпӗ яланах ҫырусем ҫыраттӑм; хурӑнташсене эпӗ суту-илӳ ӗҫне тытӑнма шутлатӑп тесе пӗлтернӗччӗ, вӗсем вара мана ҫав ҫӗнӗ ӗҫре пулӑшма аннене, тен, аттене те каласа ӳкӗте кӗртнӗ пулас.

Африкӑна кайни маншӑн, калас пулать; пӗртен-пӗр ӑнӑҫлӑ ҫулҫӳрев пулчӗ. Ҫак ӑнӑҫлӑ ӗҫшӗн эпӗ пӗтӗмпех капитана тав тума тивӗҫ.

Ҫул ҫинче вӑл мана математика вӗрентрӗ, карап ӗҫне хӑнӑхтарса пычӗ. Хӑй пӗлнине вӑл мана хаваслансах каласа паратчӗ, вӑл каланисене итлеме тата унран вӗренме вара — эпӗ те ҫавӑн пекех хавасчӗ.

Ҫул ҫӳренине пула эпӗ моряк та, сутӑҫ та пулса тӑтӑм: хамӑн шӑкӑр-макӑрсене тискер этемсене сутса пилӗк кӗрепенкке те тӑхӑр унци ылтӑн хӑйӑрӗ туянтӑм. Лондона таврӑнсан, ҫав ылтӑн хӑйӑрӗшӗн эпӗ чылаях укҫа илтӗм.

Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ хама Гвинейӑпа ӑнӑҫлӑ суту-илӳ тӑвакан пуян промышленник тесе шутлама пултарнӑ.

Анчах манӑн инкекех темелле, капитан тусӑм, Англие таврӑнсан, часах вилсе кайрӗ, манӑн вара иккӗмӗш хут ҫул ҫӳреме кайнӑ чухне хам ҫине ҫеҫ шанмалла пулчӗ, юлташла канаш паракан ҫын пулмарӗ.

Англирен эпӗ ҫав караппах тухса кайрӑм. Вӑл ытла та телейсӗр ҫул пулчӗ, кун пеккине никам та, нихҫан та курман, — ан та куртӑр.

Пӗррехинче тул ҫутӑлас умӗн, чылай вӑхӑт ишнӗ хыҫҫӑн, Канар утравӗсемпе Африка хушшинче пынӑ чухне, пире пиратсем — тинӗс вӑрӑ-хурахӗсем — тапӑнчӗҫ. Вӗсем Салехри турккӑсем пулчӗҫ-мӗн. Ҫав хурахсем пире инҫетренех курчӗҫ, мӗнпур парӑсӗсене карса ярсах, пире питӗ хытӑ хӑвалама пуҫларӗҫ.

Малтан вӗсенчен тарса хӑтӑлӑпӑр тесе шутларӑмӑр, ҫавӑнпа эпир те мӗнпур парӑссене карса ятӑмӑр. Анчах часах ҫакӑ паллӑ пулчӗ: тепӗр пилӗк-ултӑ сехетрен вӗсем пире хуса ҫитеҫҫех. Ҫапӑҫӑва хатӗрленме тивнине эпир ӑнлантӑмӑр. Пирӗн карап ҫинче вуникӗ тупӑччӗ, тӑшманӑн — вунсаккӑр.

Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет тӗлнелле хурахсен карапӗ пире хуса ҫитрӗ, анчах пиратсем пысӑк йӑнӑш турӗҫ: пирӗн пата карап хӳри енчен пырас вырӑнне, вӗсем сулахай аякки енчен пычӗҫ. Ҫав енче пирӗн сакӑр тупӑ ларатчӗ. Вӗсем йӑнӑшнине пула, эпир ҫак тупӑсемпе тӗллесе харӑс персе ятӑмӑр.

Турккӑсем икҫӗр ҫынтан кая мар, ҫавӑнпа та вӗсем пире хирӗҫ тупӑсемпе ҫеҫ мар, тата икҫӗр пӑшалпа печӗҫ.

Ҫапах та вӗсем нихӑшне те тивертеймерӗҫ: пурте тӗрӗс-тӗкелех, ним аманмасӑрах юлтӑмӑр. Ку ҫапӑҫу хыҫҫӑн пиратсен карапӗ пӗр ҫур миля аяккалла чакрӗ те ҫӗнӗрен тапӑнма хатӗрленме пуҫларӗ. Ҫакна кура эпир те тепӗр хут хӳтӗленме хатӗрлентӗмӗр.

Хальхинче тӑшмансем, тепӗр енчен пырса, пирӗн карап бортне пакурсемпе ҫаклатрӗҫ; утмӑл ҫынна яхӑн пирӗн карап ҫине пырса кӗчӗҫ те тӳрех мачтӑсене, парӑс ҫыххи-каррисене касма тытӑнчӗҫ.

Эпир вӗсене пӑшалсемпе пеме пуҫларӑмӑр, икӗ хутчен хамӑр карап палуби ҫинчен хӑваласа кӑлартӑмӑр.

Ҫапах та пирӗн парӑнма тиврӗ, мӗншӗн тесен пирӗн карап арканчӗ, малашне ҫӳреме юрӑхсӑр пулса тӑчӗ. Пирӗн ҫынсенчен виҫҫӗшне вӗлерчӗҫ, саккӑрӑшне амантрӗҫ. Пире вара, тыткӑна илсе, маврсен Салех ятлӑ тинӗс портне ӑсатрӗҫ.

Хӑшпӗр акӑлчансене тӑшмансем хӑйсен ҫӗршывне, хаяр султан ҫуртне ӑсатрӗҫ. Мана пиратсен капитанӗ хӑй патне хӑварчӗ те хӑйӗн чури туса хучӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫе юрӑхлӑ ҫамрӑк ҫынччӗ, манӑн ал-ура ҫӑмӑлччӗ.

Чурана лексен, эпӗ хурланса йӗрсе ятӑм: атте мӗн каланисене аса илтӗм; килтен тухса кайсан, йывӑр самантсем пулӗҫ, инкеке лекӗн, анчах сана пулӑшма никам та пымӗ, тенисем аса килчӗҫ. Эпӗ ӗнтӗ халӗ шӑпах ҫавӑн пек инкеке лекрӗм, тесе шухӑшларӑм. Халӗ куракан хурлӑхсем хам малашне курас асапсенчен ҫӗр хут пӗчӗк пулни ҫинчен эпӗ ҫавӑн чухне шухӑшламан та.

Манӑн ҫӗнӗ хуҫа, вӑрӑ-хурахсен карапӗн капитанӗ, мана хӑй патне хӑварнине пула, эпӗ ҫапла шухӑшлама тытӑнтӑм: вӑл каллех тинӗс ҫинчи карапсене ҫаратма кайӗ, хӑйпе пӗрле мана те илсе кайӗ. Эпӗ ҫакӑн пек пуласса шансах тӑтӑм: хӑҫан та пулин вӑл испанецсен е португалецсен ҫар карапӗн аллине тыткӑна лекетех, ун чухне вара мана ирӗке тухма май пулӗ.

Анчах ҫапла ӗмӗтленни кӑлӑхах пулнине часах ӑнланса илтӗм, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ хуҫа мана хӑйпе пӗрле тинӗсе илсе каймарӗ, вӑл мана килне хура ӗҫ тума хӑварчӗ. Ун пек ӗҫсене чурасене ҫеҫ ӗҫлеттереҫҫӗ.

Ҫак кунтан пуҫласа эпӗ тарасси ҫинчен кӑна шухӑшласа пурӑнтӑм. Анчах тарма май пулмарӗ: эпӗ пӗчченехчӗ, вӑйсӑрланнӑччӗ, ман пек тыткӑнра пурӑнакансем хушшинче пӗр акӑлчан та ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпӗ тарас пирки никампа та шанчӑклӑ калаҫса пӑхма пултараймарӑм. Икӗ ҫул хушши тыткӑнра асапланса пурӑнтӑм, анчах тарма нимӗнле май та тупаймарӑм.

Виҫҫӗмӗш ҫулхине эпӗ ҫапах та тартӑм-тартӑмах.

Ку ӗҫ ҫакӑн пек пулса иртрӗ. Манӑн хуҫа яланах, эрнере пӗрре е иккӗ, карап шлюпкине илсе тинӗс хӗррине пулӑ тытма тухатчӗ. Пулла кайнӑ чухне кашнинчех мана тата Ксури ятлӑ тепӗр ачана хӑйпе пӗрле илетчӗ. Эпир вӑя шеллемесӗр кӗсменсемпе ишетпӗр, май килнӗ таран хуҫана шӳт туса йӑпататпӑр. Эпӗ тата пулӑ тытма ӑстаччӗ. Ҫавӑнпа та хуҫа пире, Ксурипе иксӗмӗре, пулӑ тытма яракан пулчӗ. Пире асӑрхаса ҫӳреме хӑйӗн пӗр хурӑнташне — ватӑ мавра хушатчӗ.

Пӗррехинче ман хуҫа парӑслӑ шлюпка ҫине хӑйпе пӗрле ярӑнса ҫӳреме икӗ пуян мавра чӗнчӗ. Унта кайма вӑл нумай апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗ те каҫхинех шлюпка ҫине леҫтерчӗ. Шлюпки пысӑкчӗ. Хӑйӗн карапсем тӑвакан платникне вӑл икӗ ҫул каярах шлюпка ҫинче пӗчӗк каюта тутарнӑччӗ. Каютӑра тата апат-ҫимӗҫ хумалли вырӑн тунӑччӗ. Ҫав вырӑна эпӗ пӗтӗм апат-ҫимӗҫе вырнаҫтарса хутӑм.

— Тен, хӑнасем сунара каясшӑн пулӗҫ, — терӗ мана хуҫа. — Карап ҫинче виҫӗ пӑшал пур, вӗсене ил те шлюпка ҫине кайса хур.

Хама мӗн хушнине эпӗ пурне те турӑм, палубӑна ҫуса тасатрӑм, мачта ҫине ялав хӑпартрӑм, тепӗр кунне вара шлюпкӑра ирех хӑнасене кӗтсе лартӑм. Сасартӑк манӑн хуҫа пӗчченех пычӗ те, хӑнасем паян тинӗсе тухмаҫҫӗ, вӗсен ӗҫ пур, терӗ. Унтан вӑл пире виҫсӗмӗре — мана, Ксурие тата мавра — тинӗс хӗррине пулла кайма хушрӗ.

— Туссем ман патӑма каҫхи апат ҫиме килеҫҫӗ, эсир ҫителӗклӗ пулӑ тытсанах, ман пата илсе килӗр, — терӗ хуҫа.

Ҫакӑн чухне вара манӑн пуҫра тахҫанхи ӗмӗт чӗрӗлчӗ, — тарас шухӑш килсе кӗчӗ. Халӗ ӗнтӗ ман карап пур. Хуҫа кайсассӑнах эпӗ хатӗрленме пуҫларӑм, пулӑ тытма мар, инҫете ишсе каймашкӑн пуҫтарӑнма тытӑнтӑм. Чӑн та, хӑш еннелле каймаллине эпӗ пӗлмен, маншӑн пур ҫулсем те аван пулмалла, тыткӑнран хӑтӑласчӗ кӑна.

— Мӗнле те пулин апат илмеллеччӗ пирӗн хамӑра валли, — терӗм эпӗ мавра. — Хӑнасем валли хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе эпир хуҫаран ыйтмасӑрах ҫиме пултараймастпӑр.

Старик манпа килӗшрӗ те часах пысӑк карҫинкка сухари тата виҫӗ кӑкшӑм ӗҫмелли шыв илсе килчӗ.

Хуҫан эрех ещӗкӗ ӑҫта ларнине эпӗ пӗлеттӗм. Мавр апат-ҫимӗҫ илме кайсан, эрех тултарнӑ кӗленчесене пурне те шлюпкӑри кладовойне леҫсе лартрӑм, вӗсене малтанах хуҫа валли хатӗрленӗ пек турӑм.

Кунсӑр пуҫне, эпӗ пӗр пысӑк ӑвӑс чӑмакки, пӗр ҫип ҫӑмхи, пуртӑ, пӑчкӑ тата мӑлатук илтӗм. Ӑвӑс чӑмакки пӗр аллӑ кӗрепенкке туртать пулӗ. Ҫак япаласем пире каярахпа питех те кирлӗ пулчӗҫ, пуринчен ытла ӑвӑсӗ юрарӗ, унтан эпир ҫутмалли ҫуртасем турӑмӑр.

Эпӗ тепӗр хут чееленме пӑхрӑм: хальхинче те айван мавра улталама май килчӗ. Мавр Измаил ятлӑччӗ, ҫавӑнпа та ӑна пурте Моли тесе чӗнетчӗҫ. Эпӗ ӑна ҫапла каларӑм:

— Моли, шлюпка ҫинче пирӗн хуҫан сунара ҫӳремелли пӑшалсем пур. Кӑштах тар тата етресемпе пульӑсем тупсассӑн ытла та аван пулӗччӗ. Тен, телейӗмӗр пулсан, кӑнтӑрлахи апат валли шыв чӑххисем персе ӳкерме тӳр килӗ. Эпӗ пӗлетӗп, хуҫа тарсемпе вӗтӗ етресене карап ҫинче усрать.

Юрӗ, илсе килӗп, — терӗ вӑл. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл пӗр пысӑк сӑран сумка тар, тепӗр сумка вӗтӗ етре илсе килчӗ. Тарӗ пӗр кӗрепенкке ҫурӑ ытлашшипех пулать, вӗтӗ етри пилӗк е ултӑ кӗрепенкке чухлӗ. Старик тата шултрарах етресем те илсе килчӗ. Ҫаксене пурне те шлюпкӑна кӗртсе хутӑмӑр.

Кусемсӗр пуҫне, тата хуҫа каютинче пӑртак тар тупӑнчӗ. Вӑл тара эпӗ пысӑк кӗленчене хутӑм. Кӗленчере кӑштах эрех пурччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна тӑкса пушатрӑм.

Инҫе ҫула ишме кирлӗ япаласене хатӗрлесе ҫитерсен, пулӑ тытма кайнӑ пек пулса, эпир гаваньрен тухрӑмӑр. Эпӗ хамӑн вӑлтана шыва ятӑм, анчах пӗр пулӑ та тытаймарӑм (вӑлтине эпӗ пулӑ лексен те, юриех кӑлармасӑр лартӑм).

— Эпир ку вырӑнта нимӗн те тытаймӑпӑр! — терӗм мавра. — Хуҫа патне пушӑ алӑсемпе таврӑнсан, вӑл пире мухтамӗ. Тинӗс варринерех каяс пулать. Тен, ҫыранран инҫерех кайсан, пулӑсем аванрах хыпӗҫ.

Улталанине ватӑ мавр тавҫӑрса илеймерӗ, вӑл, кимӗ пуҫӗнче тӑраканскер, манпа килӗшрӗ те парӑса ҫӗклерӗ.

Эпӗ кимӗ хӳринче руль тытса пытӑм, шлюпка уҫӑ тинӗсе виҫӗ миля чухлӗ тухсан, каллех пулӑ тытма хатӗрленнӗ пек пулса, дрейфа выртрӑм. Унтан ачана руле тыттартӑм, хам шлюпка сӑмси еннелле утрӑм. Мавр патне хыҫалтан пытӑм та ӑна сасартӑк йӑтса тинӗсе ывӑтрӑм. Старик часах ҫиеле ишсе тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл, тӗк пекех, ҫӑмӑл ишет. Хӑй ҫав вӑхӑтрах ҫухӑрма пуҫларӗ: «Лартсам шлюпка ҫине, эпӗ санпа пӗрле тӗнче хӗррине ҫитме те хатӗр», — тесе сӑмах пачӗ. Вӑл кимӗ хыҫҫӑн ытла та хӑвӑрт ишсе пычӗ, хуса ҫитме те пултаратчӗ (ҫил ун чухне лӑпкӑччӗ, шлюпка ерипен шуса пычӗ). Мавр шлюпкӑна часах хуса ҫитессине курсан, эпӗ чупса кайса каютӑран пӑшал илтӗм те ун ҫине тӗллесе ҫапла каларӑм:

— Эпӗ сана усал сунмастӑп, анчах ан ҫулӑхнӑ пул ман ҫума, хӑвӑртрах килне таврӑн! Эсӗ лайӑх ишетӗн, тинӗс лӑпкӑ, ҫӑмӑллӑнах тинӗс хӗррине ишсе тухӑн. Ҫаврӑнса кай каялла, эпӗ сана тивместӗп. Анчах кимӗрен юлмасан, санӑн пуҫна персе шӑтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ирӗке тухма шут тытрӑм, — терӗм.

Мавр каялла ҫаврӑнчӗ, пӗр чӑрмавсӑрах ҫыран хӗррине ишсе ҫитессе шанса тӑтӑм эпӗ.

Паллах, эпӗ мавра хампа пӗрле илме пултарнӑ пулӑттӑм, анчах старике шанма ҫукчӗ.

Мавр кимӗрен чылай инҫе юлсан, эпӗ ача енне ҫаврӑнса:
— Ксури, эсӗ мана итлесен, эпӗ саншӑн нумай ырӑ ӗҫ тӑвӑп. Итлетӗп, пӑхӑнатӑп тесе, сӑмах пар мана. Ҫавӑн пек сӑмах памасан, эпӗ сана та тинӗсе ывӑтатӑп, — терӗм.

Ача, куҫран пӑхса, йӑл-л! кулса илчӗ те мана мӗн виличченех тӳрӗ кӑмӑлпа итлесе пурӑнма, манпа пӗрле кирек ӑҫта кайма та сӑмах пачӗ. Сасси унӑн ытла та кӑмӑллӑ пулчӗ, эпӗ ӑна ӗненмесӗр тӑма пултараймарӑм.

Ишекен мавр ҫыран хӗрринелле мӗн ҫывхарса пыричченех эпӗ шлюпкӑна ҫиле хирӗҫ тытрӑм, пире куракансем пурте, кусем Гибралтара каяҫҫӗ тесе шутлаччӑр тесе, уҫӑ тинӗселле ишсе кайрӑмӑр.

Тӗттӗмлене пуҫласанах эпӗ кӑнтӑр еннелле ишме тытӑнтӑм, шлюпкӑна кӑштах хӗвелтухӑҫнерех тытса пытӑм, мӗншӗн тесен манӑн ҫыранран аяккалла каяс килмерӗ. Уҫӑ ҫил вӗрсе пычӗ, анчах тинӗс лӑпкӑччӗ, ҫийӗ тикӗсчӗ. Ҫакна пула эпир лайӑх ишсе пытӑмӑр.

Тепӗр кунне виҫӗ сехет тӗлне пирӗн умра пӗрремӗш хут типҫӗр курӑнчӗ. Эпир Салехран ҫӗр аллӑ миля кӑнтӑралла, Марокко султанӗн тата Африкӑри ытти патшасен ҫӗрӗсенчен нумай инҫе, ишсе кайрӑмӑр. Эпир ҫывхаракан ҫыран хӗрринче нимӗнле ҫынсем те курӑнмаҫҫӗ.

Ҫапах та эпӗ, маврсем патӗнче тыткӑнра хӑраса пӗтнӗскер, каллех вӗсен аллине тыткӑна лекесрен шикленсе пытӑм. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, шлюпкӑна кӑнтӑр еннелле хӑвалакан ҫилпе усӑ курса, пилӗк талӑк хушши пӗр чарӑнмасӑр, якӑр ямасӑр малаллах ишрӗм.

Пилӗк кунтан ҫил улшӑнчӗ: вӑл кӑнтӑр енчен вӗрме тытӑнчӗ. Эпӗ хыҫран хӑваласран хӑрама тинех пӑрахрӑм, ҫыран хӗрринелле тухса, пӗр пӗчӗк ҫырма тинӗсе юхса тухакан вырӑнта якӑр яма шут тытрӑм. Вӑл мӗнле ҫырма пулнине, ӑҫти ҫӗрсенчен юхса иртнине, унӑн ҫыранӗсем хӗрринче мӗнле ҫынсем пурӑннине калама пултараймастӑп. Ҫав юханшыв хӗрринчи вырӑнсенче эпӗ ҫын таврашӗ курмарӑм. Ку мана питех те савӑнтарчӗ, мӗншӗн тесен манӑн вӗсене пачах та курассӑм килмерӗ. Мана пӗртен-пӗр япала — ҫӑл шывӗ ҫеҫ кирлӗ пулчӗ.

Тинӗсе юхса тухакан ҫырмана эпир каҫ пулас чухне кӗтӗмӗр, тӗттӗм пулсанах ҫыран хӗррине ишсе тухма, унти вырӑна тӗпчесе пӗлме шут тытрӑмӑр. Анчах тӗттӗмленсенех ҫыран енчен эпир ҫав тери хӑрушӑ сасӑсем илтрӗмӗр. Ҫыран хӗрринче темӗн чухлӗ тискер кайӑк кӗшӗлтетсе ҫӳрет, вӗсенчен хӑшӗ урнӑ пек ӳлет, тепри йынӑшса ҫухӑрать, ахӑрса мӗкӗрет, сиксе вӗрет. Мӗскӗн Ксури хӑранипе чутах вилсе каймарӗ, тул ҫутӑлмӑсӑр ҫыран хӗрне тухас марччӗ тесе йӑлӑнма тытӑнчӗ.

— Юрать, Ксури, — терӗм эпӗ, — тӑхтӑпӑр! Анчах кун ҫутипе эпир, тен, унти ҫынсене курӑпӑр, вӗсем тискер тигрсемпе арӑслансенчен те усалтарах пулмасан пырӗччӗ.

— Эпир вӑл ҫынсене пӑшалпа перӗпӗр, — терӗ Ксури, кулса, — вӗсем вара тарса пӗтӗҫ!

Ачан чунӗ хӑраманни мана савӑнтарчӗ. Вӑл малашне те ан хӑратӑр тесе, эпӗ ӑна пӗр-ик сыпкӑм эрех ӗҫтертӗм.

Эпӗ Ксури канашӗсене итлерӗм, эпир вара якӑр ятӑмӑр та ҫӗрӗпех кимӗрен тухмарӑмӑр. Пӑшалсене хатӗр тытрӑмӑр. Ирчченех чӑлӑм куҫ хупмарӑмӑр.

Якӑр ярсан, тепӗр виҫ-тӑват сехетрен, темӗнле пысӑк тискер кайӑксем калама ҫук хытӑ ҫухӑрни илтӗнчӗ (вӗсем мӗнле ӑратри тискер кайӑксем пулнине эпир хамӑр та пӗлмерӗмӗр). Ҫав тискер кайӑксем ҫыран хӗрне ҫывхарчӗҫ те шыва кӗрсе кайрӗҫ, уҫӑлас тесе пулас, шывра шапӑлтатма, ҫӑвӑнма тытӑнчӗҫ. Хӑйсем ҫав тери тискер ҫухӑраҫҫӗ, мӗкӗреҫҫӗ, йынӑшса кӑшкӑраҫҫӗ. Кун пек ирсӗр сасӑсене унччен эпӗ нихҫан та илтмен.

Ксури хӑранипе чӗтресе тӑрать. Тӗрӗссипе калас-тӑк, хам та тем пекех хытӑ хӑраса ӳкрӗм.

Ҫав тискерсенчен пӗри пирӗн карап патнелле шампӑлтаттарса ишнине илтсен вара, иксӗмӗр те пушшех хытӑ хӑраса кайрӑмӑр. Эпир ӑна куҫпа кураймарӑмӑр, вӑл шыва сирпӗтсе ишнине ҫеҫ илтрӗмӗр. Шыв еплерех шампӑлтатнине кура, ҫак тискер кайӑк ытла та пысӑк, хӑрушӑ та хаяр пулнине чухларӑмӑр.

— Ку арӑслан пулмалла, — терӗ Ксури. — Якӑра илер те кунтан аяккарах каяр!

— Ҫук, Ксури, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ, — якӑра илмелле мар. Эпир канатне ҫеҫ тӑсӑпӑр та тинӗсе шаларах кайса тӑрӑпӑр — тискер кайӑксем пирӗн хыҫҫӑн пыраймӗҫ.

Эпӗ ҫак сӑмахсене калама ӗлкӗртӗм ҫеҫ, пирӗн карапран пилӗк-ултӑ утӑмра хайхи тискер кайӑк ишсе килнине курах кайрӑм. Эпӗ кӑшт хӑрарӑм, анчах ҫавӑнтах каютӑран пӑшал илсе тухрӑм та тискер кайӑк ҫинелле персе ятӑм. Тискер кайӑк каялла ҫаврӑнчӗ те ҫыран еннелле ишсе кайрӗ.

Манӑн пӑшал сасси кӗрӗслетсен, ҫыран ҫинче мӗн тери хӑрушӑ ҫухрашу пуҫланнине каласа пама та ҫук. Ҫав тискер кайӑксем пӑшал сассине нихҫан та илтмен пулмалла. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ эпӗ кунта тинӗс хӗррине ҫӗрле тухма май ҫуккине пӗтӗмпех ӑнланса илтӗм. Кӑнтӑрла ҫыран ҫине тухма май пуррипе ҫуккине вара эпир пӗлеймерӗмӗр-ха. Пӗр-пӗр тискер этем аллине лекни арӑслан е тигр чӗрнисем айне пулнинчен лайӑх пулас ҫук. Анчах та пирӗн, тем пулсан та, кунта е урӑх вырӑнта ҫырана тухмаллах, мӗншӗн тесен пирӗн ӗҫмелли шыв пӗр тумлам та юлмарӗ. Чылайранпа ӗнтӗ ниҫта кайса кӗме ҫук шыв ӗҫес килет. Тахҫантанпа кӗтнӗ ир тинех ҫитрӗ.

Ксури ҫыран еннелле пӑхрӗ те ҫапла каларӗ:

— Эсир чармасан, эпӗ ҫыран хӗрне тухма пултаратӑп. Шывӗ тарӑнах мар, утса кайма та пулать. Унта эпӗ хамӑра валли ӗҫмелли шыв тупма тӑрӑшӑп.

— Мӗншӗн санӑн каймалла, унта эпӗ хам та кайма пултаратӑп, — терӗм эпӗ.

— Тискер ҫын килсен, вӑл мана ҫеҫ ҫисе ярӗ, эсир тӗрӗс-тӗкелех юлӑр, — хуравларӗ Ксури.

Ҫак сӑмахсем мана юратса каланӑ сӑмахсем пулчӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем кӑмӑла ҫӗклентерчӗҫ.

— Акӑ мӗн, Ксури, — терӗм эпӗ, — ҫыран ҫине эпир иксӗмӗр те пӗрле кайӑпӑр. Тискер ҫынна тӗл пулсан, ӑна персе вӗлерӗпӗр. Вӑл вара сана та, мана та ҫиеймӗ.

Эпӗ Ксурие сухари тата пӗр-ик сыпкӑм эрех патӑм. Унтан эпир ҫыран патнерех ҫывхартӑмӑр та шыва сиксе антӑмӑр, ҫыран патнелле ӑшӑх шывпа утса кайрӑмӑр. Хамӑрпа пӗрле эпир пӑшалсемсӗр пуҫне икӗ пушӑ кӑкшӑм ҫеҫ илтӗмӗр.

Кимме куҫран ҫухатас мар тесе, эпӗ ҫырантан ытла инҫе кайма хӑрарӑм. Ҫырма тӑрӑх тискер ҫынсем пирӗн пата хӑйсен валашка пек киммисемпе ишсе анма пултарасран шиклентӗм эпӗ. Акӑ Ксури ҫырантан пӗр миля инҫетре айлӑм вырӑн курчӗ те кӑкшӑмне йӑтса чупрӗ.

Сасартӑк курах кайрӑм: Ксури каялла чупса киле парать. «Тискер ҫынсем хӑваламаҫҫӗ-ши ӑна? — шухӑшласа илтӗм эпӗ хӑранипе… — Мӗнле те пулин тискер кайӑкран хӑраса ӳкрӗ-ши?»

Пулӑшу кӳрес тесе, Ксурие хирӗҫ чупрӑм. Ҫывӑхарах чупса ҫитрӗм те, ҫурӑмӗ ҫине темскер пысӑк япала ҫакса янине куртӑм. Вӑл мулкач пек кайӑк тытнӑ-мӗн, анчах унӑн ҫӑмӗ урӑх тӗслӗ, урисем мулкачӑннинчен вӑрӑмрах. Ҫак тискер кайӑка тытнӑшӑн эпир иксӗмӗр те савӑнтӑмӑр. Ксури айлӑмра ӗҫме юрӑхлӑ шыв шыраса тупни ҫинчен каласан, эпӗ пушшех савӑнса кайрӑм.

Кӑкшӑмсене шыв тултарсан, эпир мулкач ашӗпе хӑналантӑмӑр та малалла кайрӑмӑр. Ҫапла ӗнтӗ эпир ку вырӑнта ҫынсем пурӑннине палӑртакан пӗр йӗр те кураймарӑмӑр.

Ҫак юханшывран тинӗсе ишсе тухсан, эпир кайран та, ӗҫме юрӑхлӑ шыв тупас тесе, темиҫе хутчен; ҫыран хӗррине чарӑнтӑмӑр.

Пӗррехинче ирхине ирех якӑр пӑрахрӑмӑр та пӗр сӑмсах патӗнче чарӑнтӑмӑр. Тинӗс тулма тытӑнчӗ. Манран витӗртерех куракан Ксури сасартӑк шӑппӑн:

— Ҫыранран аяккалла, шаларах, каяр. Пӑхӑр-ха, унта тӑвайккинче мӗнле тискер кайӑк выртать! Вӑл канлӗ ыйхӑпа ҫывӑрать, анчах вӑрансан, пире йывӑр килӗ! — терӗ.

Эпӗ Ксури кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхрӑм та чӑнах та хӑрушӑ тискер кайӑка куртӑм. Ку тем пысӑкӑш арӑслан иккен. Сӑрт хысинче выртать.

— Итле-ха, Ксури, — терӗм эпӗ, — эсӗ ҫыран хӗррине кай та ҫав тискер кайӑка вӗлер.

Ача хӑраса ӳкрӗ.

— Эпӗ ӑна мӗнле вӗлерем! Вӑл мана шӑнана ҫӑтнӑ пекех ҫӑтса ярӗ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Эпӗ ӑна ним хускалмасӑр тӑма хушрӑм, пӗр сӑмах каламасӑрах каютӑна кӗрсе кайрӑм та пӑшалсене илсе тухрӑм (пирӗн виҫӗ пӑшалччӗ). Чи пысӑк пӑшала нумайтарах тар ярса, икӗ пысӑк тӑхлан татӑкӗпе авӑрларӑм, иккӗмӗшне икӗ пысӑк етре ятӑм, виҫҫӗмӗшне — вӗтӗрех етресем пиллӗк кӗртсе вырнаҫтартӑм.

Пысӑк пӑшала илтӗм те, лайӑхрах тӗллесе, тискер кайӑка петӗм; эпӗ тӳрех унӑн пуҫне тӗлленӗччӗ, анчах вӑл маншӑн майлӑ мар выртнӑран (малти урипе пуҫне хупланӑран) етре ҫав урине тиврӗ те шӑммине ватрӗ. Арӑслан ҫухӑрса сиксе тӑчӗ, анчах ури ыратнипе йӑтӑнса анчӗ. Унтан вӑл ҫыран хӗрринчен аяккалла виҫӗ уран утса кайрӗ. Хӑй тӗлӗнмелле хӑрушӑ сасӑпа кӑшкӑрса пычӗ. Ун пек сасса эпӗ нихҫан та илтмен.

Эпӗ арӑслана пуҫран лектерейменнипе кӑштах аптраса тӑтӑм. Унтан, пӗр минут та тӑхтаса тӑмасӑр, иккӗмӗш пӑшала илтӗм те тискер кайӑка хыҫран тепре петӗм. Хальхинче эпӗ тӗл лектертӗм. Арӑслан кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасӑпа хӑрӑлтатса ӳкрӗ.

Ксури, аманнӑ арӑслана курсан, хӑрама пӑрахрӗ, ҫыран ҫине тухма ыйта пуҫларӗ.

— Юрать, каях эппин! — терӗм эпӗ.

Ача шыва сикрӗ те ҫыран еннелле хӑрах аллипе ишсе кайрӗ, тепӗр аллипе пӑшал ҫӗклесе пычӗ. Выртакан арӑслан патне вӑл ҫывӑхах пычӗ, унтан пӑшал кӗпҫине унӑн хӑлхи тӗлне тытса печӗ. Арӑслан вара урӑх хускалмарӗ.

Паллах, сунарта арӑслана персе вӗлерни кӑмӑллӑ ӗҫ, анчах унӑн ашӗ ҫиме юрӑхсӑр. Ҫавӑнпа та ниме кирлӗ мар кайӑка вӗлерсе виҫӗ заряд сая янӑшӑн эпӗ питех те кулянтӑм. Анчах Ксури ытлах кулянмарӗ, вӗлернӗ арӑслан та мӗнле те пулин усӑ кӳме пултарать, терӗ. Кимӗ ҫине таврӑнсан, вӑл манран пуртӑ ыйтрӗ.

— Пуртӑпа мӗн тӑватӑн? — терӗм эпӗ.

— Арӑслан пуҫне касса илетӗп, — терӗ вӑл. Анчах та Ксури арӑслан пуҫне касса илеймерӗ, унӑн вӑй ҫитмерӗ. Вӑл вара унӑн пӗр урине ҫеҫ касса шлюпка ҫине илсе килчӗ. Ури арӑсланӑн тӗлӗнмелле пысӑк.

Ман пуҫа пӗр шухӑш килсе кӗчӗ: арӑслан тирӗ пире кирлӗ пулма пултарать пулӗ. Эпӗ вара унӑн тирне сӳсе илме шут тытрӑм. Эпир каллех ҫыран ҫине тухрӑмӑр. Арӑслан тирне мӗнле сӳмеллине эпӗ пӗлеймерӗм. Ксури ҫак ӗҫе манран лайӑхрах тума пултарчӗ.

Эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр. Арӑслан тирне каҫалапа ҫеҫ сӳсе пӗтертӗмӗр. Ку тире эпир хамӑрӑн пӗчӗк каюта ҫине карӑнтарса хутӑмӑр. Тепӗр икӗ кунтан вӑл хӗвел ҫинче пӗтӗмпех типсе ҫитрӗ. Ҫав тир шӑпах мана выртса тӑма юрӑхлӑ пулчӗ.

Ҫырантан уйрӑлса кайсан, эпир, пӗр чарӑнмасӑр, вунӑ-вуникӗ кун хушши кӑнтӑр еннелле ишрӗмӗр.

Апат-ҫимӗҫ вӗҫне туха пуҫларӗ, ҫавӑнпа та эпир ӑна мӗн май килнӗ таран перекетлӗрех тыткаласа пытӑмӑр. Ҫыран хӗррине эпир ӗҫмелли шыв ӑсма ҫеҫ тухкаларӑмӑр.

Манӑн Камбия е Сенегал шывӗ юхса тухакан тӗле, урӑхла каласан, Симӗс сӑмсах тенӗ вырӑна ҫитес килчӗ, унта эпӗ Европӑран килекен пӗр-пӗр карапа тӗл пуласса шантӑм. Карап тавраш ҫак вырӑнта тӗл пулмасан, манӑн е уҫӑ тинӗселле ҫул тытасси юлать, е тискер этемсем хушшинче пӗтмелле пулать, — маншӑн урӑх ҫул ҫук.

Эпӗ тата ҫакна та пӗлетӗп: Европӑран килекен карапсем Гвинея ҫыранӗсем еннелле каяҫҫӗ-и, Бразилие е Ост-Индие ҫул тытаҫҫӗ-и, — вӗсем пурпӗрех Симӗс сӑмсах патӗнчен иртеҫҫӗ. Ман шутпа, телейӗм Симӗс сӑмсах патӗнче Европӑран тухнӑ карапа тӗл пулнипе тӗл пулманнинчен килет.

«Тӗл пулмасан, мана чӑннипех те вилӗм кӗтет», — терӗм эпӗ хама хам.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех