Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лётчик лампа хӑюне кӑштах ҫӗклесе ытларах ҫутатакан турӗ те, ӑна хӑй пуҫ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑракан, плексигласран тунӑ рамкӑсенчи фотографисем патне илсе пычӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫамрӑк та уҫӑ кӑмӑллӑ-ҫке пирӗн публика, вӑл юптарусене те, вӗсен вӗҫӗнче вӗрентсе калани пулмасан, ӑнланаймасть-ха.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӑмах майӗн, ҫыру вӗҫӗнче вӑл Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусенче хӑй танкисчӗсем, машинӑсемсӗр тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ техника кӗтнӗ вӑхӑтра Мамаев-курган районӗнче ҫурран стройра ҫапӑҫни ҫинчен, ҫавӑн чух Степан Ивановича тӗл пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫыру вӗҫӗнче Оля: халӗ, Сталинградри ҫапӑҫу хыҫҫӑн, эпӗ хам сана, геройсенчен те герой пулса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ, тесе шутлатӑп, тенӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫыру вӗҫӗнче кӑна, ҫакӑн пек ачашшӑн пакӑлтатса ҫырнисем хыҫҫӑн, карчӑк чи кирли ҫинчен пӗлтернӗ: нимӗҫсене Сталинградран хӑваласа ячӗҫ, вӗсене унта калама та ҫук нумай вӗлерсе тӑкнӑ, вӗсен чӑн аслине те плена илнӗ, тесе калаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Атӑлӑн анат вӗҫӗнче, ҫак шыв кукӑрӑлсах пӑрӑннӑ тӗлте, Сталинградран ҫӳлерехре, вӑл «Камышин» тесе ҫырнӑ пӗчӗк ҫаврашка курнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
1811-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче, эпӗр манми тапхӑрта, хӑйӗн Ненарадово ятлӑ именинче пӗр ырӑ кӑмӑллӑ Гаврила Гаврилович Р… пурӑннӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Панкрацран ӑна сасартӑк, 1943 ҫулхи апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче илсе тухса кайрӗҫ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Сентябрь вӗҫӗнче Берлин пирӗн ҫине Гейдриха вӑскӑртса кӑларса ячӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл камера алӑкӗнчен шаккать, малтанах хатӗрлесе хунӑ ӗҫ ҫинчен итлет те, дежурнӑйсен ҫӗнӗ смени иккӗмӗш этажа хӑпарма ӗлкӗриччен ун ҫинчен коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче кӗскен те тӗп-тӗрӗс каласа парать.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ман пуҫ вӗҫӗнче чарӑнса тӑрать, каллех ман ҫине тинкерсе пӑхать.Он останавливается у моего изголовья и снова пристально смотрит на меня.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вилнӗ ҫынна кӗртсе хунӑ тупӑка тата пуҫ вӗҫӗнче ҫутса янӑ икӗ ҫурта куратӑп пулас.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫыру вӗҫӗнче Кукушкин хӑй чаҫе пынӑ малтанхи кунах икӗ хут вӗҫсе тухни, унӑн урисем лайӑхах тӳрленсе ҫитни, ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах полк «Ла-5» текен ҫӗнӗ самолётсем ҫине куҫса ларасси ҫинчен тата вӗсене йышӑнма кайнӑ Андрей Дегтяренко: ку машинасемпе танлаштарсан, нимӗҫсен пур йышши машинӗсем те — арчасем, лӑпӑр-лапӑр япаласем ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ, тесе калани ҫинчен ҫырнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кирила Петрович, унпа калаҫма чарӑнса, сӗтел тепӗр вӗҫӗнче учительпе юнашар ларакан, пуҫласа хӑнана пынӑ ҫӗнӗ исправнике сӑмах хушрӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫыру вӗҫӗнче вара чернилпа мар, карандашпа: «Эсир, юлташ старший лейтенант, эпӗ сирӗн шанчӑклӑ тусӑр пулни ҫинчен пӗлсе тӑрӑр, Метеорологи сержанчӗ ҫинчен манса ан кайӑр», тесе хушса ҫырса хунӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче сасартӑк Василий Васильевичӑн ҫӳллӗ кӗлетки курӑнчӗ.В конце коридора показалась высокая фигура Василия Васильевича.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев кантӑк алӑк витӗр, тӗттӗмлетнӗ лампӑсем вӑйсӑррӑн ҫутатнӑ коридора, инҫетре, ун вӗҫӗнче, сӗтел умӗнче хӑйӗн нихҫан ҫыхса пӗтерес ҫук кофтине ҫыхса ларакан сиделка кӗлеткине курса выртрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ординатор тухса кайрӗ, унӑн пушмакӗсем чӗриклетни коридор вӗҫӗнче илтӗнми пулчӗ, пӗр Клавдия Михайловна кӑна Комиссар кровачӗ ҫинче хӑяккӑнтарах ларса юлчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Июнь вӗҫӗнче, Конев генерал армийӗ Хӗвеланӑҫ фронтӗнче наступлени тунӑ вӑхӑтра, Григорий Гвоздев хӑйӗн боецӗсемпе пӗрле нимӗҫсен линийӗ урлӑ каҫнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Полковниксен палати» тени иккӗмӗш этажри коридор вӗҫӗнче пулнӑ.Так называемая «полковничья» палата помещалась во втором этаже в конце коридора.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950