Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗнче (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй мӗн шухӑшланине мӗнле пулсан та пурнӑҫа кӗртме хӑнӑхнӑ яш раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче пурнӑҫа кӗртрех.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӑна ирсӗрсем ура ҫине тӑратса ҫӗрулми ани вӗҫӗнче ларакан мунча пӑлтӑрне илсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗртме уйӑхӗн юлашки каҫӗнче, савнине ӑсатса таврӑннӑ чухне, урам вӗҫӗнче куҫӗсене курмалла туса пуҫӗсене михӗсемпе хупланӑ виҫӗ арҫын Валя ҫине тапӑнса ҫӗре ӳкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Анасен вӗҫӗнче вырнаҫнӑ мунчасем, нӳхрепсем сарӑлнӑ шыв тыткӑнне ҫакланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

1942 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказ фронтӗнче ҫапӑҫу хирне кӗрет, анчах ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче иккӗмӗш хут хытӑ аманать.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Чӑн та, ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ, 1930 ҫулсен вӗҫӗнче карапсемпе тинӗс шывне касса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Паян — 14 пин, килес ҫул вӗҫӗнче — татах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

2017 ҫул вӗҫӗнче виҫҫӗмӗш черете хута яма тӗллев лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Японире туса кӑларнӑ хӑватлӑ 15 мусоровоз та Хусана килнӗ, ку эрне вӗҫӗнче тата 5 машина хушӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Манӑн анне, Анна Степановна Тарасова, ирпе ирех пахча вӗҫӗнче ларакан мунчана васкать.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Кӑҫалхи май уйӑхӗн вӗҫӗнче мана Муркаш районӗнчи Сыпайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти пӗр мероприятие хутшӑнма тӳр килчӗ.

Мне в мае этого года посчастливилось побывать на одном мероприятии Сыбайкасинской основной общеобразовательной школы Моргаушского района.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Квест вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысларӑмӑр.

По окончании квеста победителей наградили Дипломами.

Вӑйӑра маттуррисем ҫӗнтерчӗҫ // Е.ПРОКОПЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Китай источникӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авалхи хунн-тӗрӗк йӑхӗсем ҫулла вилнӗ ҫынсене кӗркунне, хӗлле вилнисене ҫур вӗҫӗнче пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ун пек пӗрлӗх вӗҫӗнче яланах чарӑну пур.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Май уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл патшалӑх экзаменӗсем тытнӑ, искусство шкулӗнчен вӗренсе тухнине ӗнентерекен свидетельствӑна та алла илнӗ.

В конце мая она сдала государственные экзамены, и получила свидетельство об окончании школы искусства.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӑлта вӗҫӗнче йывӑр та чӗрӗ япала хыттӑн чӗтреннине туйса ӑна ерипен ҫыран хӗрринелле сулӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

1941 ҫул вӗҫӗнче тӑшман тылӗнче партизансен 2 пин ытла отрячӗ, вӗсен йышӗнче 90 пин ытла партизан, йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

6-7-мӗш классенче вӗренекенсем кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче «Хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнмалла» ятпа ҫыру ӗҫӗ пурнӑҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

– Тӳрех киле кай, вӗри чей ӗҫ те ӑшӑ утиялпа чӗркенсе вырт, – ял вӗҫӗнче антарса хӑварчӗҫ ҫӑлнӑ ачана.

— Иди прямо домой, выпей горячего чая и завернись в теплое одеяло, — оставили спасенного мальчика на окраине деревни.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Акӑ ял вӗҫӗнче ҫӗнӗ, хитре, пысӑк ҫуртсем ӳссе ларнӑ.

Вот в конце деревни новые, красивые, большие дома выросли.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех