Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унпа ҫемҫерех пулма тивӗҫлӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пӗр минут каялла вӑл кирек кама та, командира айӑплас текене, хӑех персе пӑрахма пултарнӑ, анчах халь хӑй каланӑшӑн пӑртак та пӑшӑрханмарӗ, каланӑ сӑмахсем ытла ҫемҫерех пек пулнӑшӑн хӗрхенсе илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Пӗтӗмпех ашшӗ, чунӗпе ҫеҫ ӑна хывман, ҫемҫерех… — халсӑррӑн кулса илчӗ Наталья, пуҫне каҫӑртнӑ тата утияла урисем ҫинелле туртса витнӗ май.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Курӑкне ҫулса кайнӑ ҫеҫенхирте йӳҫӗ армути шӑрши каҫалапа ытларах сарӑлчӗ пулин те, вӑл кӑнтӑрлахи пек чуна тӑвӑрлатса пӑчӑхтармарӗ, ҫемҫерех те килӗшӳллӗрех пек туйӑнчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Шалымов, мӗн эсӗ ҫемҫерех сарма пултараймарӑн-и?
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем никамран та нимӗн те ыйтман, картиш тӑрӑх ҫӳренӗ, кашни кӗтесе кӗре-кӗре пӑхнӑ, тӗп сакайне аннӑ, пахчара, сарайсенче шыранӑ, ҫемҫерех лекекен ҫӗрте ҫӗре тимӗр патаксемпе чике-чике пӑхнӑ, анчах тырӑ тупайман.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫемҫерех ҫӗре ларӑр.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константин машинӑ ӑшне чӑмса ҫӑлӑнчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка шатлаттарса хупрӗ те, ҫумӑр сасси кӑшт ҫемҫерех, тикӗсрех илтӗнме пуҫларӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тата ялхуҫалӑх заведующине Сидор Гордеевич Ковтунова вӑрат, МТС директорӗн, Савельев Петр Семеновичӑн, хваттерӗнче телефон пур, унпа эсӗ ҫемҫерех калаҫ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ларса кайӑр, — килӗшрӗ тухтӑр, унтан курнӑҫланкаласа, сотник шинелӗ ҫинчи тӳмене пӗтӗрсе, хӑйӗн хутне кӗме ыйтнӑ пек, ҫемҫерех баспа мӑкӑртатма пуҫларӗ:
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тен, Аксинья хӑй те уншӑн тӑван хӗрӗ пекех тӑрӑшнӑшӑн ҫапла пулчӗ-ши, — кӗпе-йӗмне ҫуса, сапласа парать, сӗтел хушшине ларсан, ӑна яланах ҫемҫерех те тутлӑрах татӑк хурса пама тӑрӑшать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кирек мӗн каласан та, вӑл хӑть хӑҫан та вӑкӑртан самӑр, какайӗ те унӑн ҫемҫерех, сӗткенлӗ…Как ни говори, она завсегда жирнее быка, мясо у нее мягче, сочнее.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Калаҫакан ҫын питӗ хумханнине курса, майра епле пулсан та ҫемҫерех тата тӗплӗрех хуравлама тӑрӑшрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Санран эпӗ укҫа пӗр пус та илместӗп; карчӑк ман сана мӗнле юрамаллине, ӑҫта лартмаллине пӗлмест, ҫӗрлене ҫемҫерех вырӑн сарасшӑн тӑрӑшать, эсӗ вара сӑмсуна пӳрт ҫивиттинчен те ҫӳлерех каҫӑртатӑн: «Эпӗ — ответлӑ работник!»
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн ҫурӑм шӑммийӗ те ҫемҫерех, ӗлӗк шурри пулнӑ ҫынсене питех те лайӑх пуҫ тайма пултарать, куҫҫульне те кӑларма пӗлет…Он и хребтиной жидковат, кланяться бывшим белым может преотлично, и слезу пущает…
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унпа калаҫнӑ чух пирӗн сассӑмӑрсем те ҫемҫерех, шӳтӗмӗрсем те ҫӑмӑлтарах.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вырсарникун ирпе, тулӑ нӳрлӗрех те ҫемҫерех чухне колхозницӑсем участока пуҫтарӑнчӗҫ.В воскресенье рано утром, когда пшеница была волглой и мягкой, на участке собрались колхозницы.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Каҫарӑр мана, эпӗ сирӗн ӗҫӗре хутшӑннӑшӑн; эпӗ патша ҫуртӗнче пулкалатӑп; хӑвӑр ӗҫӗре каласа парӑр, тен, эпӗ сире пулӑшма пултарӑп, — тенӗ вӑл тата ҫемҫерех сасӑпа.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ромашов ҫемҫерех чунлӑ ачасене, вӗсене хӑй аллине илес тесе, хӑратса пурӑнать.Ромашов психологически влияет на более слабых ребят, с тем, чтобы взять их в свои руки.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та эпӗр тӗрӗсрех пулар, вӗсен ӗҫӗсемпе пурӑнӑҫне ӑнланса илер, вара вӗсем ҫинчен, тен, нумай ҫемҫерех шухӑшлӑпӑр-и, тен.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936