Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑхрӑм (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ тинӗс хӗрринчи пӗр ту ҫине пӑхрӑм та тем пысӑкӑш чул катӑка татӑлса, халиччен нихҫан илтмен сасӑпа кӗмсӗртетсе персе аннине куртӑм.

Я видел, как от скалы, стоявшей у моря, оторвалась верхушка и рухнула с таким грохотом, какого я в жизнь свою не слыхал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Урпана тӗрӗслесе пӑхрӑм та хутаҫра хывӑх ҫеҫ юлнӑ пек туйӑнчӗ.

По крайней мере, когда я глянул в мешок, мне показалось, что там одна труха.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Киле ҫитсен, аманнӑ урине тытса пӑхрӑм; ури шӑмми хуҫӑлнӑ, ӑна вара бинтпа ҫыхса лартрӑм.

Дома осмотрел его ногу: она была перебита; я забинтовал ее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тинӗс ҫӗрӗпех вӑйлӑн хумханса тӑчӗ, ирхине палаткӑран пӑхрӑм та курах кайрӑм: карап ларнӑ вырӑнта нимӗн те юлман.

Море бушевало всю ночь, и, когда поутру я выглянул из своей палатки, от корабля не осталось и следа.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Карап ларса юлнӑ еннелле пӑхрӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: вӑл унта ҫук.

Я взглянул на покинутый нами корабль и с удивлением увидел, что на прежнем месте его уже нет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хамӑр карап ларнӑ вырӑн еннелле пӑхрӑм та ӑна пысӑк хумсем хушшинче аран-аран куртӑм — вӑл питех те инҫе иккен!

Посмотрев туда, где стоял наш корабль, я еле разглядел его за грядою высоких волн — так он был далеко!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах тинкеререх пӑхрӑм та вӑл карап урӑх еннелле кайнине, ҫыран патнелле пыма шутламаннине асӑрхарӑм.

Но, всмотревшись внимательнее, я убедился, что корабль идет в другом направлении и не имеет намерения поворачивать к берегу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ Ксури кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхрӑм та чӑнах та хӑрушӑ тискер кайӑка куртӑм.

Я посмотрел в ту сторону, куда показывал Ксури, и действительно увидел ужасного зверя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ тепӗр хут чееленме пӑхрӑм: хальхинче те айван мавра улталама май килчӗ.

Я придумал еще одну хитрость, и мне опять удалось обмануть простодушного мавра.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑранса кайса пӑхрӑм та, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ иккен тур пулӑшнипе…

Проснулась, гляжу, а это грозу бог послал…

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пӑхрӑм та эп пӗчӗк чӳречерен, унта тӗттӗм те пысӑк тӗпсакайӗ иккен…

— Поглядел я туда, а там подвал, большой такой, темный да сумный…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Выртрӑм та ҫӗр ҫине татах пӑхрӑм; пӑхрӑм кӑна, пӗтӗм ҫанҫурӑм шӑнса хытса ларчӗ…

Лег я на землю и поглядел; как поглядел, так по всему моему телу и пошел мороз…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫапла эпӗ, атьсем, ҫыврас умӗн тесе, турра кӗлтурӑм та картишӗнче ҫӳрекелесе пӑхрӑм.

Так вот, братцы, помолился я богу, чтоб, значит, спать, и пошел походить по двору.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Чӑн та, тӗрӗс калатӑр, шухӑшласа пӑхрӑм та, хам та ҫавӑн пек шухӑшпа килӗшетӗп…

— Да, признаюсь, что и я, поразмыслив, пришел к такому же заключению…

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ сан ҫине пӑхрӑм кӑна, ан тив-ха, курӑпӑр, Граф мана палласа илӗ-ши тесе те шухӑшласа илтӗм.

Я как только тебя увидел, так и подумал: постой, а ну посмотрим, узнает ли меня Граф.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Калам сана, Марко бай, хаҫатне пӑхрӑм та хам куҫӑма хам шанми пултӑм: «Зорница» хаҫат пулчӗ кайрӗ!

Гляжу я на нее, дядюшка Марко, и глазам своим не верю: да это же «Зорница»!

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑхрӑм та хам гарибальдийкӑна — йӑлт сӑтӑрӑнкаласа пӗтнӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ темелле ӗнтӗ.

Посмотрел я на свою гарибальдийку — вся потертая: как говорится, заплата на заплате.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫапла, халӗ эпӗ ку ыйтӑвӑн пур енӗ пирки те шухӑшласа пӑхрӑм: сирӗн сӗнӗве йышӑнма пулать.

— Да, я теперь обдумал все стороны вопроса: ваш компромисс может быть принят.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Турӑҫӑм — тухтӑр, ҫынна мӗн пулнине пӗлместӗп эпӗ: хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тахҫантанпах ӗнтӗ тухмасть, алӑка питӗрсе лартнӑ хӑй, эпӗ хушӑкран пырса пӑхрӑм та: вӑл шак юн ҫинче выртнине куртӑм; куртӑм та кӑшкӑрса ятӑм, вӑл мана алӑк урлӑ: «нимех те мар, Аграфена Антоновна», — тет.

«Батюшка-лекарь, не знаю, что с моим жильцом сделалось: не выходит долго из своей комнаты, дверь запер, я заглянула в щель: он лежит весь в крови: я как закричу, а он мне говорит сквозь дверь: «Ничего, Аграфена Антоновна».

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ хам та ирӗксӗрлесе пӑхрӑм хама.

Я сам пробовал принуждать себя.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех