Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXX. Шапӑлти пӗлӗш

Пай: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.04 11:36

Пуплевӗш: 139; Сӑмах: 1256

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Карнар трактирӗ Троян ҫулӗ иртекен ту тӑрринче чи ҫӳлте вырнаҫнӑ. Ҫул ҫӳрекенсем кунта чарӑнса канаҫҫӗ, ӑшӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗрен хал кӗрсе ҫитсен, Стара-планинӑна хӑпарма тытӑнаҫҫӗ. Хӗллехи вӑхӑтра пӗр-ик эрнелӗхе ҫак трактирте ҫын пулмасть: вӑл вӑхӑтра ҫӳрекенсем ҫук, Римӑн авалхи аслӑ ҫулне хаяр ҫил-тӑман кӗрт хыва-хыва каять те, Балкан тӑвӗ урлӑ каҫакан ҫул пӗр палӑрми пытанать. Вара Фракипе Дунай таврашӗнчи Болгари хушшинче ҫыхӑну йӑлтах пӗтсе ларать, Троян ҫулӗн лавҫисем тем пек асапланса кунта юр ҫийӗн аран тӑвӑр сукмак хывкалаҫҫӗ. Ҫак кунсенче ҫул пӗтӗмпех хупӑннӑччӗ ӗнтӗ, трактирте те ҫавна пула халӑх пулмасть. Унӑн хуҫи, лутра кӑна пӑлхар ҫынни, айван та сӑлтавсӑрах пӗр май кулаканскер, килнӗ хӑнана ытла та хапӑл туса йышӑнчӗ, ӑна хӑна кӗртекен пысӑк пӳлӗме ертсе кӗчӗ. Кӑмакине хутнӑ, Бойчо чӗлӗм тивертсе ячӗ.

— Килнӗ ҫынсем тата пур-и? — ыйтрӗ вӑл хуҫинчен.

— Ҫук, никам та ҫук. Балкан урлӑ ҫул пӳлӗнсен ман ҫурт та хупӑнать. Ӑҫталла каян? — ыйтрӗ хуҫа, килнӗ хӑнана тинкеререх пӑхса.

— Кофе вӗретме пултаратӑн-и? — ыйтӑва хирӗҫ ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ Огнянов.

— Вӗретмесӗр, вӗретмесӗр, мӗншӗн вӗретес мар?.. Ӑҫталла каятӑн-ха вара? — ҫине тӑрсах ыйтрӗ хуҫа.

— Трояна.

— Ӑҫтӑн килетӗн?

— Бяла Черкваран… Мӗнле, унталла ҫул чипер-и?

— Эпӗ хам Бяла Черкваран таврӑнтӑм-ха, анчах Трояна кайма май ҫук. Чӑн калатӑп, шан эс мана… — сӑмси айӗн мӑкӑртатрӗ хуҫи кофӗ тултарса панӑ хушӑра, хӑй ҫаплах хӑнана: ӑҫта курма пултарнӑ-ши эп ку ҫынна, тенӗ майлӑ тинкерсех пӑхать.

Огнянов куҫ харшине пӗрӗнтерчӗ, пуҫне чикрӗ, хӑйне вӑл ытлах тинкерттерсе пӑхтарасшӑн пулмарӗ. Хуҫа каллех ӑна чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те шӑппӑн кулкаларӗ.

— Хуҫа, эс кофӗне пылаклантарса патӑн! — терӗ Огнянов, куркине аяккинелле куҫарса лартса.

— Айӑпа кӗтӗм, господин, кофӗне сахӑрпа ӗҫетӗн пуль тесе сана. Тата вӗретем-и?

— Кирлӗ мар!

— Чим-ха, ӗҫ эс, ӗҫ кофине, сиплӗ япала вӑл…

— Мӗнле ҫӗнӗ хыпар-хӑнар пур сирӗн енче?

— Калама ҫук хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ. Кун иртмессерен — вӗлереҫҫӗ, ҫаратаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрен ҫук, ту урлӑ ҫула хупнӑ, эпӗ те ҫука тӑрса юлатӑп… Эмексиз-Пехливан виллине чавса кӑларнӑ хыҫҫӑн — илтнӗ пуль ун ҫинчен? — тӗрӗксем йӑлт чурӑсланса кайрӗҫ… Пӑлхавҫӑсене шыратпӑр тесе хӑтланаҫҫӗ хӑйсем, чӑннипе вара пӗр айӑпсӑррисене вӗлереҫҫӗ. Эпӗ чӑн калатӑп, шанма пултаратӑн мана…

Хуҫа хӑюлӑхӗ Огнянова тӗлӗнтерчӗ; пӑлхар ҫакӑн пек сӑмахсемпе пӑлхар ҫыннипе кӑна калаҫма пултарать. Огнянов хӑйне тӗрӗк тесе калаттарасшӑн, ҫавӑнпа вӑл хальхинче кӳреннӗн курӑнчӗ.

— Эс йӗркеллӗрех калаҫ, ашак! Ытлашши калаҫсан, санӑнне те майна пӑрса татма пулать.

— Кампа калаҫнине пӗлетӗп эпӗ, господин, — терӗ хуҫа нимӗн те пулас ҫук пек.

Огнянов тата ытларах тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна. Вӑл ҫак ҫынна ятласа та илесшӗнччӗ.

— Эсӗр ӳсӗр пулмалла, гяур?

— Ан ҫиллен, Граф, «Геновевӑра» эпӗ те йӗтӗм-ҫке! — терӗ те хуҫа пӑлхарлах, хӑнана алӑ парасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ ун аллине тытмарӗ.

Огнянов хӑйне пӗлсе илнине ӑнланчӗ, ҫавӑ ӑна тарӑхтарчӗ те. Ҫийӗнчен тата ҫынни те ку путсӗр пек курӑнчӗ. Хуҫана сиввӗн кӑна пӑхса илчӗ те:
— Хӑш енчисем эс? — тесе ыйтрӗ.

— Бяла Черкваран, Пӑртлӑ Рачко пулатӑп эпӗ! — тесе пӗлтерчӗ те хуҫа хӑйне татах аллине тӑсрӗ. Огнянов ӑна каллех алӑ памарӗ.

Рачко уншӑн йывӑра илмерӗ.

— Мӗн эс манран хӑратӑн, Граф? Ятӑм килӗшмест-и ман сана? Вӑл ят мана аттерен юлнӑ, мухтанатӑп эп унпа… Ят вӑл нимӗн те пӗлтермест-ха; ҫын тӳрӗ пулсан, унӑн ячӗ те ырӑ, Бяла Черквара ыйтса пӗл-ха, Пӑртла мӗнле чӗнеҫҫӗ тесе ыйт, пурте сана каласа парӗҫ… Итле эс мана. Ҫынни тӳрӗ пулсан, ячӗ те унӑн, сӑмахран каласан… Эпӗ хам ҫемьене тытатӑп, манӑн виҫ ача, — сана та ҫавӑн пекех ӗмӗтлентеретӗп, — кашнийӗ мана хисеплет… Ҫын мӗншӗн пурӑнать тӗнчере? Турӗлӗхшӗн те ырӑ ятшӑн.

— Чӑн калатӑн, Рачко бай, тӗрӗссине калатӑн.

— Тӗрес калатӑп ҫав. Анчах эс ман пирки вӑл ҫавӑн пек кӑна тесе ан шутла — манӑн та ӑшра шуйттансем пур… Ҫак ҫул ҫинче ӗҫленӗ хушӑра халӑх паттӑрӗсене мӗн чухлӗ курнӑ-ши эпӗ… Эпӗ сан ҫине пӑхрӑм кӑна, ан тив-ха, курӑпӑр, Граф мана палласа илӗ-ши тесе те шухӑшласа илтӗм.

Ҫак «чаплӑ» ҫынна Огнянов чӑн та курнӑ-ши, вӑл ниепле те асне илеймерӗ.

— Хӑҫантанпа тытатӑн эс ҫак трактире?

— Ҫулталӑк ҫурӑ пулать ӗнтӗ, анчах «Геновевӑна» лартнӑ чухне эпӗ шӑпах Бяла Черквана пынӑччӗ… Эс унта графа вылярӑн.

— Эс мана мӗн те пулин хыпкалама парӑн-и?

— Турӑ мӗн панипе хӑна тӑвӑп эппин. Вараланчӑк сӗтел ҫине Рачко пӗр пӗчӗк чашӑкпа хӗрлӗ пӑрӑҫлӑ фасоль антарса лартрӗ, йӳҫӗтнӗ купӑстапа ҫӑкӑр хучӗ.

— Ушкӑнпа тенӗрен, эп те ларам, — терӗ те сӗтел хушшине Огняновпа пӗрлех кӗрсе ларчӗ.

Огнянов шӑппӑн ҫирӗ, йӗркене пӗлмен Рачко ӑна куҫ кӗрет йӗклентерсе ҫитерчӗ, пӗр чӑрманмасӑрах унпа юнашар ларчӗ-ха тата.

«Мӗнле путсӗр этем вӑл! Акӑ хуҫа, те, сана! Тӑр ухмах пулас вӑл, чӑнах», — шухӑшларӗ Огнянов. Рачко, ун шухӑшӗпе курнӑҫнӑ пекех, икӗ черкке эрех тултарчӗ те:
— Шаккар-ха эппин. Ну, сывлӑхна пытӑр! — тесе, йӳҫӗхнӗ эрехне ӗҫсе ячӗ.
— Сана эп ҫийӗнчех палласа илтӗм, тӗрӗс-и? Ҫакӑнта эп, Левский тияккӑна миҫе хут йышӑнса, миҫе хут черкке шаккаман-ши! Манпа туслӑччӗ вӑл. Ку ҫавӑн пек кӑна тесе ан пӑх эс мана, эпӗ те халӑхшӑн кӗрешекен паттӑр…

Ун сӑмахӗнче тӗрӗсӗ ҫукки Огнянова палӑрсах тӑчӗ: Рачко малтан ҫак трактире ҫулталӑк ҫурӑ тытатӑп тесеччӗ, Левский вилнӗрен вара виҫӗ ҫул та иртнӗ. Хуҫа хӑйӗн хӑш сӑмахӗпе суйрӗ-ши, ҫавна пула Огнянов ӑна тата ытларах шанми пулчӗ.

— Эрехне ӗҫсе яр ӗнтӗ! Мӗн тетӗн? Ӗҫессӳ килмест-и? Эппин хам ӗҫсе ярам…

Рачко тутине пӗркелеттерсе Огнянов черккине те пушатрӗ, эрехе хӑйӗн эрех те марччӗ ӗнтӗ, уксус пекчӗ. Апатланасси савӑк Рачко ӗмӗтленнинчен те хӑвӑртрах иртрӗ.

— Чим-ха ӗнтӗ, ӑҫта васкатӑн? Эс кунта ҫӗр каҫма та юлатӑн-ҫке? Эпӗ сана пӗчченех хӑварса Карнара кайса килем-ха… Эс мана кӗтсе тӑр. Каҫ выртмаллипех юл… Калаҫса выртӑпӑр… Эп те халӑхшӑн кӗрешетӗп-ҫке.

— Тавтапуҫ. Рачко бай, эс ман лашана кӑлар-ха, эпӗ малалла каям.

— Ҫула пӗтӗмпех шӑлса кайнӑ-ҫке… Чӑннипе калатӑп сана, эс мана итле… Пуҫӑма касма паратӑп…

— Ҫитӗ! — татса каларӗ Огнянов, чӑтаймасӑр хушса та хучӗ: — Ҫавӑтса кил лашана тетӗп!

Хуҫа тухса кайрӗ.

Огнянов пӳлӗме тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ, пур алӑка та уҫса пӑхрӗ… Ирӗксӗрех ӑна Какрин трактирӗ асне килчӗ, Левские ҫавӑнта сутса тыттарнӑччӗ. Тӗрӗк ялӗсенчи кӑрчмарсем пурте пӑлхарсемех пулнӑ пулин те, ирӗксӗртен те, хӑнӑхнӑ майпа та тӗрӗксем майлахчӗ ӗнтӗ, вӗсенчен пит те сыхланмаллаччӗ. Ҫак сӳпӗлти Рачко вара тем пек айӑпсӑр курӑнам пек тусан та, темӗнле сӑтӑр кӑтартма та пултараканскер.

— Лашу крыльца умӗнче, анчах Трояна каймалли ҫул пит начар, — терӗ Рачко ҫитсе тӑнӑ маях.

— Мӗн чухлӗ памалла ман сана?

— Айӑп ан ту, Граф, эпӗ сана хӑна турӑм.

— Ҫапах та кала-ха, эп парӑма татасшӑн. Эс мана хӑна тунипе пит те хӗпӗртерӗм, пуринчен ытла эрехне юратрӑм, — терӗ Огнянов, виртлесерех.

— Эрехӗ, чӑн та, начарах мар-ха, анчах эпӗ эрехшӗн те, хӑна тунӑшӑн та, лашуна утӑ панӑшӑн та пӗр пус та илместӗп. Ҫакӑн пек туссемшӗн тесен-и, эпӗ тем тума та…

— Апла пулсан, тавах сана, Рачко бай, — тарӗ Огнянов енчен енне пӑхкаласа. — Кунта урӑх никам та пурӑнмасть-и?

— Хам та, ывӑлӑм кӑна, Граф, ывӑлӑма эп Бяла Черквана ятӑм-ха. Кӗҫӗр каҫхине таврӑнать вӑл. Ман халь кӑшт кӑна яла кайса килмелли ҫӑмӑл пур, ҫуртра никама хӑварма ҫук… Юл-ха кунта, э?

Огнянов маччана тӗревлесе хунӑ юпана пӑхса илчӗ. Унтан хуҫана аллинчен тытрӗ те, туслӑн калаҫнӑ пек туса:
— Халӗ, Рачко бай, хам сана ҫыхса хуриччен чӑтса тӑр, — терӗ.

Хӑрах аллипе вӑл йӑрхахра ҫакӑнса тӑракан кантрана ярса илчӗ, тепринпе Рачкона юпа ҫумне хӗстерчӗ.

Лешӗ ӑна шӳтле ҫеҫ хӑтланать тесе шутларӗ.

— Эсӗ мана ҫыхса хӑварасшӑн-и? Юрӗ, ҫых эппин! — терӗ вӑл, савӑнӑҫлӑн лӗкӗртетсе.

Огнянов хуҫана васкамасӑр юпа ҫумне ҫыхса хучӗ. Рачко кунта нимӗн те шӳтлени ҫуккине тинех ӑнкарчӗ те, малтан тӗлӗнсе, унтан тарӑхса ҫапла каласа хучӗ:

— Эс ун пек ан шӳтле! Мӗн вара, хурах-и эпӗ, мӗн ҫыхса пӑрахмалли пур мана?

Рачко хӑйне тӑллантарнӑ кантрана татса ярасшӑн пулса туртӑнчӗ.

— Сассуна ҫеҫ кӑлар, хырӑмна чиксе шӑтаратӑп! — хыттӑн каласа хучӗ Огнянев.

Хуҫа лешӗн пиҫиххинчи пистолетне асӑрхарӗ, Граф хӑй каланӑ сӑмахӗпе ҫеҫ чарӑнас ҫуккине тавҫӑрса илчӗ те лӑпланчӗ.

— Эпӗ сан чӗлхӳне те ҫыхса пӑрахнӑ пулӑттӑм та, пултараймастӑп, ҫавӑнпа хӑвна ҫеҫ ҫыхса хӑваратӑп, — терӗ Огнянов кулкаласа, хуҫана хӑй тата туртарах ҫыхрӗ. — Хӑҫан таврӑнать тетӗн-ха ывӑлу?

— Каҫхине, — терӗ чӗтреве ӳкнӗ Рачко.

— Вӑл сана вӗҫертсе ярӗ. Чипер юл, Рачко бай, эпӗ Трояна каятӑп. Граф ҫинчен асӑнма ан ман, анчах ху мӗн пӗлнине чӗрӳнте кӑна тыт.

Огнянов хуҫа ури патне темиҫе вак кӗмӗл пӑрахрӗ те, лашине утланса, каллех ҫулпа юрттарчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех