Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗн сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӗн (тĕпĕ: хӗрӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрӗн ун итлемелле ҫеҫ, вӑл нимӗн те ӑнланмасть-ха.

А девушка должна слушаться, она еще ничего не понимает.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ял Советӗнче хушнӑ ҫӗре чупса ҫӳреме-и? — ыйтрӗ ҫураҫнӑ хӗрӗн шӳтлеме самаях пултаракан ашшӗ.

Дежурить рассыльной в сельсовет? — по-своему не лишенный остроумия, спросил родитель невесты.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑчӑпа тата ывӑннипе минренӗ Давыдов пӗр вӑранмасӑр икӗ сехет пек ҫывӑрчӗ, вӑранасса ачасем пӑшӑлтатнипе, хӗрӗн ӑшӑ алли ачашланипе вӑранчӗ.

Одурманенный жаркой теплотою хаты и усталью, Давыдов беспросыпно проспал часа два и проснулся от детского шепота, от ласкового прикосновения теплых девичьих рук.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сасартӑк тӑна кӗнӗ пек пулса, Давыдов сулахай аллипе хӗрӗн ҫаврашка янахне тӗкӗнчӗ, ун пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ те йӑл кулчӗ:

Стряхнув с себя оцепенение, Давыдов левой рукой коснулся круглого подбородка девушки, слегка приподнял ее голову и улыбнулся:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл хӗрӗн ҫемҫе хулпуҫҫине сылтӑм аллипе ҫаплах хытӑ пӑчӑртать, унӑн ҫамрӑк ӳчӗн ӑшшине, ҫӳҫӗн тутлӑ шӑршине туять.

Правой рукой он все еще крепко обнимал мягкие плечи девушки, вплотную ощущая тепло ее молодого тела, вдыхая пряный запах волос.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдовӑн лӑпкӑ сасси, ӑшӑ сӑмахӗ — тен, вӑл Варьӑна ҫеҫ ҫапла туйӑнчӗ пулӗ — хӗрӗн ӗмӗтне пач татрӗ.

Спокойный, рассудительный голос Давыдова — а может быть, он показался Варе таким — привел девушку в совершенное отчаяние.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫаплах хӗрӗн макӑрса йӗпеннӗ, уйӑх ҫутипе шурӑхнӑ пичӗ ҫине пӑхать.

Давыдов все еще пристально глядел на заплаканное, бледное в лунном свете лицо девушки.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов хӗрӗн ҫирӗп те пӑлатна аллине чавсаран ҫӳлерехрен хыттӑн мар чӑмӑртаса, унӑн куҫӗнчен пӑхса илчӗ:

Давыдов легонько сжал тугую и полную руку девушки повыше локтя, сочувственно заглянул ей в глаза:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кая юлнӑ уйӑх япӑх ҫутатать пулсан та, Давыдов хӗрӗн именчӗк те салхуллӑ куллине асӑрхарӗ.

Поздний ущербный месяц светил скупо, но Давыдов отчетливо разглядел на губах девушки смущенную и невеселую улыбку.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хам пурнӑҫра эпӗ никампа та алла-алӑн тытӑнса утман, станицӑра ҫамрӑксем унашкал ҫӳренине вара час-часах курнӑ: е каччи хӗрӗн аллинчен туртать, е хӗрӗ каччине.

В жизни я ни с кем под ручку не ходил, а в станице часто видал, как молодые таким манером ходят: то он ее под руку тянет, то она его.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кӗрӗр, — илтӗнчӗ хӗрӗн ҫинҫе сасси.

— Войдите, — прозвучал в ответ тонкий девичий голос.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, эпӗ ҫавӑн пек чӑнласа юратма вӗренсе ҫитеймен пулсан, вӑл ӗҫе чухламастӑп пулсан, хӗрӗн пуҫне минретмелле те мар манӑн.

Ну, а если я всерьез любить пока еще не научился, не постиг этого дела, то нечего мне и голову морочить девушке.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашкинчен, хӗрӗн пиншак патне чупнӑ чух ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ ҫитрӗ.

В конце концов сбылось то, о чем она думала, когда бежала за пиджаком.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗрӗн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ пысӑк алли ун чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ.

Рука ее, большая и загорелая, упала на колено.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӗтел урлӑ ун ҫине хӗрӗн кӑвак куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, мӗн тери хӗрӳ, каласа паман юрату, ӗмӗт, шанчӑк, пӑхӑнулӑх вӗсенче — Давыдов пӗр самант ним тума аптӑрарӗ.

Через стол на него в упор, неотрывно смотрели серые девичьи глаза, и столько в них было горячей, невысказанной любви, ожидания, надежды и покорности, что Давыдов на миг растерялся.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ вӑл, капӑр та ҫамрӑк каччӑ, йӑлт туй тумӗ тӑхӑннӑскер, чиркӳре аналой умӗнче тӑрать, ун ҫумӗнче — венчете кӗрекен хӗрӗн вӑрӑм кӗпипе, шурӑ пӗлӗт килсе хупланӑ пек, чӗнтӗр пӗркенчӗк айӗнче Лятьевский урисене шуххӑн выляткалать, Яков Лукич ҫине ясар куҫӗпе иркеленсе пӑхать, намӑса пӗлмесӗр, йӗрӗнтерсех, вӗҫӗмсӗр куҫ хӗсет.

То ему снилось, что он стоит в церкви возле аналоя, молодой и нарядный, в полном жениховском уборе, а рядом с ним — в длинном подвенечном платье, весь, как белым облаком, окутанный фатой, лихо перебирает ногами Лятьевский и пялит на него блудливо насмешливый глаз и все время подмигивает им бесстыже и вызывающе.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чунӗ те юлмарӗ вара хӗрӗн.

И души не стало в девушке.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ӗнтӗ мӗн тесен те, Кира амӑшӗ шухӑшӗпе, ҫав, вилнӗ Варвара Рабинович хӑйӗн чапа тухнӑ пӗтӗм шкулӗпе ҫак хӗрӗн «пушмак патушине те тӑмасть, хӗрӗ вара кӑкӑр ӗмнӗ чухнех «маска сассине илме пултарнӑ», халӗ ӗнтӗ Пушкина та чапа тухнӑ Степанянран кая мар вулать.

Во всяком случае, по мнению Кириной мамы, покойная Варвара Рабинович со всей своей знаменитой школой «не годилась в подмётки» этой девочке, которая ещё в грудном возрасте умела великолепно «брать голос в маску», а теперь читала Пушкина не хуже знаменитого Степаняна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрӗн сӑмси ытла та пысӑк, сӑмсипе вӑл темле тискеррӗн нӑшлаттара-нӑшлаттара туртса илет.

Дело в том, что у дочери был огромный нос, и она шмыгала им с необыкновенно хищным видом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ахӑртнех ҫитӗннӗ хӗрӗн питех те качча каясси килнӗ-тӗр, вӑл хӑваланӑ ӗнте старике ҫак пӳлӗмрен.

Очевидно, этой взрослой дочери очень хотелось замуж, и она его выживала.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех