Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем сӗтел хушшине кӗрсе ларсан, Тарас, Митька ҫине куҫ хӗррипе усаллӑн пӑхса илсе: «Вирцевсен комбайнӗ каллех манра пулсан, эпӗ пӗр простой та тумастӑп тесе сӑмах панӑ пулӑттӑм, иккӗмӗшӗнчен…» — тесе чи малтан калаҫма пуҫланӑччӗ кӑна, ҫав самантра вӗсенчен нихӑшӗ те кӗтменни пулса иртрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗрремӗшӗнчен, кӗвӗҫе-кӗвӗҫе эпӗ ывӑнса ҫитнӗччӗ, ҫавӑнпа манӑн канмаллаччӗ; иккӗмӗшӗнчен, ӑна ӗненмерӗм.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Кунпала эпир, пӗрремӗшӗнчен, хӗре чапа кӑларатпӑр, иккӗмӗшӗнчен, обществӑлла ушкӑна тӗксе илетпӗр.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Вӑл вара, манпа юнашарах ларатчӗ тата эпир пӗрлех сӑра ӗҫеттӗмӗрччӗ пулин те, ман ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӗ: «Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ сире поручик мар, — поручик господин, иккӗмӗшӗнчен-тӗк… иккӗмӗшӗнчен, аслӑ чинли хӑвӑра асӑрхаттарать пулсассӑн, ура ҫине ҫӗкленме кӑмӑл тусамӑр!»
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Аслӑ ҫапӑҫу пуҫланас умӗн пирӗн ҫар йышӗнче ҫакӑн пек ҫынсем пурччӗ: пӗрремӗшӗнчен, капитан, унӑн помощникӗ тата пассажир; иккӗмӗшӗнчен, капитан шантарса каланипе ирӗке кӑларнӑ тыткӑна лекнӗ икӗ ҫын; виҫҫӗмӗшӗнчен, тата икӗ ҫын — манӑн ӳплере ларнӑскерсем (халӗ капитан ӳкӗтленипе, вӗсене те ирӗке кӑлартӑмӑр); тӑваттӑмӗшӗнчен, иккӗмӗш ушкӑнпа килнӗ пилӗк ҫын, вӗсене эпир ыттисенчен кайран ирӗке кӑлартӑмӑр; пӗтӗмпе вуникӗ ҫын, ку хисепе ҫӗрпӳрте хӑварнӑ пилӗк ҫынна кӗртмен.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тепӗр тесен, вӗсем, килес-тӑвас пулсан та, ман тӗле пулас ҫук, мӗншӗн тесен, пӗрремӗшӗнчен, тискер этемсен кунта нимӗнле ӗҫ те ҫук, ҫавӑнпа та килнӗ-килмен каялла кайма васкаҫҫӗ пулмалла; иккӗмӗшӗнчен, вӗсем яланах утравӑн леш енне, манӑн ҫуртран инҫетри вырӑна, тухаҫҫӗ тесе шанчӑклӑнах калама пулать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тупписене пурне те авӑрласа хунӑ пулнӑ, иккӗмӗшӗнчен кӑна пенӗ, ыттисемпе персе яма аса илеймен курӑнать ҫав.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах кунта ҫав хутӑшу чи чаплӑ формӑра пулма тивӗҫ: пӗрремӗшӗнчен, эпир пӗлекен паллӑ ӑслӑ ҫынсенчен чи гениллӗ те чи йӗркелли; иккӗмӗшӗнчен, ун ҫумне хутшӑннӑ ӑссӑрлӑх та — пурте йышӑннӑ ӑссӑрлӑх, ун пирки ним тавлашмалли те ҫук.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чи малтан ҫапла шутлӑпӑр, калӑпӑр, виҫӗ ҫын пурӑнаҫҫӗ тейӗпӗр, — кунта пулма пултарайманни ҫук ӗнтӗ, — калӑпӑр, вӗсенчен пӗрин иккӗмӗшӗнчен, уйрӑмах виҫҫӗмӗшӗнчен, пытарма кирлӗ вӑрттӑнлӑх пур; калӑпӑр, иккӗмӗш пӗрремӗшин ҫак вӑрттӑнлӑхне туйса илет те: эпӗ санран мӗн ыйтнине ту, е эпӗ сан вӑрттӑнлӑхна виҫҫӗмӗшне пӗлтеретӗп, тет.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вун иккӗмӗшӗнчен кая мар унтан хыпар кӗтетӗп.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун вырӑнне, пӗрремӗшӗнчен, пирӗн Шуань мучи эмеллӗ пулчӗ, иккӗмӗшӗнчен, Ся-сань господина ҫирӗм пилӗк лань кӗмӗл шӑнкӑрт ҫеҫ тыттарчӗҫ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Пӗрремӗшӗнчен, памастпӑр, иккӗмӗшӗнчен тата, илсе кайсан та, — суд умӗнче ответ тытатӑн.Во-первых, не дадим, а во-вторых, если и возьмешь — будешь отвечать по суду.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Арҫын-тӑвансем пурте манран аслӑ, аттен малтанхи арӑмӗнчен вӗсем; иккӗмӗшӗнчен — эпӗ те йӑмӑк ҫеҫ.Братья — все старше меня — они от первого брака, а от второго только я и сестра.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Ну, иккӗмӗшӗнчен, сире кичем ан пултӑр тесен, мӗн тумалла? — ыйтрӗ Ольга.— Ну, во-вторых, скажите же, что делать, чтобы вы не соскучились? — спросила она.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах, пӗр енчен, ӗҫӗ те сахал пулнӑ, иккӗмӗшӗнчен, вӑраха яма ҫук кирлӗ ӗҫсем вӑхӑта нумай ирттернӗ.Но, во-первых, работы было мало, а во-вторых, много времени отнимали те неотложные дела.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Иккӗмӗшӗнчен, сатинран ҫӗленӗ ӑшне «Бр.Гуральник» — тесе ылттӑнпа ҫырса хунӑ.Во-вторых, была черная сатиновая подкладка с напечатанной золотом прописью: «Бр. Гуральник».
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Иккӗмӗшӗнчен, вӗсен ҫурчӗ ҫумӗнчен куккук текен пӗчӗк паровозпа пӗчӗк поездсем ҫӳреҫҫӗ.Во-вторых, мимо дома бегали маленькие дачные поезда с паровичком-кукушкой.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Иккӗмӗшӗнчен — вӑл пӳрт урайне ӑшӑтать.
Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html
Пӗрремӗшӗнчен, вӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курманнипе, иккӗмӗшӗнчен, лаша вырӑнне халӗ - мотоблок.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ҫакна пула, пӗрремӗшӗнчен, ял хуҫалӑх ҫӗрӗсемпе усӑ курасси йӗркене кӗрет, иккӗмӗшӗнчен, муниципалитетсем 200 пине яхӑн гектара ҫӗрсен харпӑрлӑхҫисем пулса тӑчӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3