Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Итлӗр-ха, — терӗ хӗрарӑм, сӑн-питне самаях ҫемҫетс, — ун ҫийӗнче халь платье; эпӗ, тӳррипе каласан, яланах тӑхӑнса ҫӳрекен платье мар, урӑх платье тӑхӑннӑ пек туса ӳкерттересшӗн, тата вӑл ешӗл тӗмсен сулхӑнӗнче лартӑр, умра уй-хир курӑнтӑр, инҫетрех кӗтӳ ҫӳретӗр е пӗчӗк вӑрман пултӑр… вӑл балсене е йӑлана кӗрсе ҫитнӗ вечерсене ҫӳренин палли ан пултӑр.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Авӑ ман умра пӗлӗт ҫӗкленет, аякра ҫӑлтӑр йӑлтӑртатать; тӗксӗм йывӑҫсемлӗ вӑрман тӑрса юлать, ӑна уйӑх ҫутатать; ура айӗнче кӑвак тӗтре сарӑлать; тӗтрелӗхре хӗлӗх янӑрать: пӗр енче тинӗс, тепӗр енче Итали ҫӗршывӗ; авӑ вырӑссен пӳрчӗсем те курӑнаҫҫӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Ҫак умра вӗҫсе пыракан хитре хӗр хӑйпе калаҫасси ҫинчен вӑл ӗмӗтленмерӗ, Пирогов поручик хушнӑ пек хӑюллӑн пуласси пирки шутлама та хӑяймарӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ман умра ҫырма таҫта ҫитиех шуррӑн курӑнса выртать.
Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.
Йывӑр килет-тӗк, эсӗ ҫапла шутла: пирӗн умра — Мускав, Мускавра — Сталин.Станет тяжело — ты думай: за нами — Москва, а в Москве — Сталин.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Умра хунар ҫути.
Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Пирӗн умра пӗрле татса памалли тӗллев чылай-ха.Впереди еще много задач, которые нам предстоит решить сообща.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Малашлӑхри ҫывӑх ҫулсенче пирӗн умра ҫак тӗллевсем тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Умра пӗр катемпи кӑна юлчӗ.
Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.
Умра каллех тӑмлӑ та хӑйӑрлӑ ҫырансем тухса тӑчӗҫ, улма хирӗсем, ыраш пуссисем, сӗлӗ анисем курӑнчӗҫ, ҫил вӗрет.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Тимош пирӗн умра кӑмӑллӑн ҫаврӑнкаласа ҫӳрет:
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Пирӗн умра вӑл хӑй тӑхӑнан хура пустав толстовкипех тӑрать, вӑл уроксене те ҫавна тӑхӑнса ҫӳретчӗ, халӗ те, ӗлӗкхи пекех, хӑйӗн пенсне теекен куҫлӑхне сӑмса тутӑрӗпе сӑтӑрса тасатать, кӑтра ҫӳҫӗпе малалла тухарах тӑракан сухалӗ ҫеҫ унӑн ҫак иртнӗ ҫул хушшинче тата ытларах шуралнӑ.
I сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Темшӗн вӑл ман умра «смирно» командӑпа яш-тӳррӗн туртӑнса тӑрать, аллисене те пилӗкӗ ҫумне хӗссе тытнӑ.
II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Умра, Тихоня ҫырми.
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Умра — пушлӑх, хыҫра — тӗпсӗр шӑтӑк…
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Эпир каллех Донецкра пек туйӑнчӗ, умра каллех ӗмӗрлӗхе тӑсӑлакан операци пек.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Умра ӗҫ хӗвелӗ мӗлтлетет, Сергей шухӑшӗпе ним тӑваймасӑр ларнин тӗпӗ-йӗрне аркатма, ҫурма-таткалама пуҫларӗ те ӗнтӗ.Впереди маячило солнце труда, и Сергей мысленно рвал уже путы бездеятельности.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Прохор тутине чаплаттаркаласа, хушшӑн-хушшӑн шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа хӑркӑлтатса: «Ну-у-у, хӑлинсем!» — тесе кӑшкӑрать те чӑпӑрккипе хӑмсарса илет, Григорий пушӑ чӑвӑшлатса шӑхӑрнине илтет, лашасем, хушмачсене нӑчӑрт-начӑрт! тутарса, пичев пӑявне туртӑнтарнине, умра пыракан урапан хыҫалти ӳречине хушӑран турта вӗҫӗпе тӑк-так ҫапӑнса, лав хӑвӑртрах шунине туять.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эсӗ ман умра ухмаха ан сутса тӑр!
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Манӑн — умра та, хыҫра та никам та ҫук.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.