Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗрти летчиксене канаш панӑ ҫирӗплетмелли хатӗре сӳтсе пӑрахрӑмӑр.

Крепление, которое я предлагал вниманию полярных пилотов, разобрано.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак туйӑм тепӗр салхуллӑ туйӑмпа хутшӑнса каять: ара эпӗ вӗт хама шанса панӑ ответлӑ ӗҫе вӗҫне ҫитереймен, ку тата виҫҫӗмӗш туйӑмпа, никама пырса тӗкӗнменскерпе, хамӑн кӳреннӗ мӑнкӑмӑллӑхпа пырса ҫыхӑнать.

Это чувство перемешивается с другим невесёлым чувством: я не выполнил ответственного поручения, а это — ещё и с третьим, которое никого не касается, — с чувством оскорблённой гордости и обиды…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн хӑйӗнех темиҫе хырӑм пулӑ, тата тепӗр икҫӗрӗшне ӑна пӗр заповедник панӑ.

Несколько желудков у него было своих, а ещё штук двести любезно предоставил в его распоряжение какой-то заповедник.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Совхозра карта тытса ҫавӑрнӑ вӑрман лаптӑкне ҫапла ят панӑ иккен.

Так, оказывается, называли в совхозе отгороженный участок леса.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк, пирӗн йытӑсене ответ панӑ пекех, чӑрӑшсем хыҫӗнчен таҫта инҫетрен, ӑмӑртмалла йытӑсем вӗрни илтӗнчӗ.

Как будто в ответ, разноголосый лай послышался из-за елей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑра «хуртсене хӑваласа яракан» тесе ят панӑ, унӑн чапӗ вара пӗтӗм тундра тӑрӑх сарӑлнӑ…

Доктора прозвали «изгоняющий червей», и слава его разнеслась по тундре…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр хӑй каласа панӑ тӑрӑх ҫак туслӑх Хабарова ятлӑ становищӑра шӗвӗрӗлченсене пӗтермелли пункт тунӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ-мӗн.

И доктор рассказывал мне, что она началась после того, как в становище Хабарово он устроил глистогонный пункт.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке вуласа панӑ капитанӑн юлашки ҫырӑвӗнче те пурччӗ ҫакӑ ик сӑмах.

В последнем письме капитана, которое когда-то читала мне тётя Даша, были эти два слова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Ҫурҫӗр Ҫӗрне уҫнӑ, вӑл Патерман ҫӗрӗ пачах та ҫуккине кӑтартса панӑ.

Он открыл Северную Землю, он доказал, что Земли Петермана не существует.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маларах, штурман карап ҫинчен тухса кайсанах, ҫырса панӑ хутсен хушшинче эпӗ интереслӗ карттӑ тупрӑм.

Среди ранних записей, вскоре после ухода штурмана с корабля, я нашёл интересную карту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакна хирӗҫ ответ панӑ пекех ҫӳлтен пирӗн кимӗ вӗҫсе анчӗ.

Как бы в ответ на наш вопрос, с вершины полетел в воду наш каяк.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пире ответлӑ ӗҫ шанса панӑ.

На нас лежала ответственность.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пире хирӗҫ сасӑ та панӑ пулӗччӗ.

Он ответил бы нам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку кӗнекере хӗрарӑм моряк пулма пултарнине кӑтартса панӑ.

В этой книге доказывалось, что женщина может быть моряком.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗнне пӗлейместӗп, анчах та музей заведующийӗ эпӗ панӑ ыйтупа самаях интересленчӗ курӑнать.

Не знаю почему, но завмузеем отнёсся к этому вопросу с большим интересом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ҫул эпӗ ӗмӗтленнӗ, ҫак ҫул пунктир йӗрӗ пек манӑн пуласлӑха кӑтартса панӑ.

Это был год мечтаний, который как бы пунктирной линией наметил мою будущую жизнь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара вӑл вӗт сана пуриншӗн те эпӗ айӑплӑ тесе каласа панӑ.

Ведь он же говорил, что я во всем виноват.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Мартынова ирсӗр, вӑл хӗрача пулни нимех те мар, енчен эпӗ пӗр-пӗр арҫын ачана хӑлхи чиккинчен панӑ пулсан, мана чӗнтереттӗрччӗ-и эсир?» — терӗм эпӗ.

Я сказал, что Мартынова — подлец, а что она девчонка — не играет роли. Если бы я дал по уху мальчишке, вызвали бы меня или нет?

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ӗнентерӗве Татаринов капитан Николай Иваныч фон-Вышимирские зкспедици ӗҫӗсене туса пыма хушса панӑ пулать.

на ведение всех дел экспедиции, выданную капитаном Татариновым Николаю Иванычу фон Вышимирскому.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ эсир питрен персе панӑ ҫырусене вуламӑп.

 — Я не стану читать эти письма, которые, вы бросили мне в лицо.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех