Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑмӑлӑм уҫӑлнипе эпӗ нимӗн хатӗрленмесӗрех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле историсем каласа патӑм: княжна мана хирӗҫ ларнӑ та эпӗ сӳпӗлтетнине тарӑннӑн тимсӗлсе те ачашшӑн итлесе ларать, ҫавӑнпа манӑн именмелле те пулчӗ.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий мана алӑран кӑрт туртрӗ те ун ҫине нимӗн палӑртми ачашшӑн пӑхса илчӗ.Грушницкий, дернув меня за руку, бросил на нее мутно-нежный взгляд.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кала-ха, кӑштах та пулин хаваслӑрах пулӑн-и? — Бэла, хӑйӗн хура куҫне унӑн куҫӗнчен илмесӗр, шухӑша кайса тӑчӗ, унтан вара, ачашшӑн йӑл кулса, унпа килӗшнӗ пек пуҫне тайрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫыру вӗҫӗнче кӑна, ҫакӑн пек ачашшӑн пакӑлтатса ҫырнисем хыҫҫӑн, карчӑк чи кирли ҫинчен пӗлтернӗ: нимӗҫсене Сталинградран хӑваласа ячӗҫ, вӗсене унта калама та ҫук нумай вӗлерсе тӑкнӑ, вӗсен чӑн аслине те плена илнӗ, тесе калаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хуҫа хӑйӗн хӗрӗх ҫулхи юлташне питӗнчен ачашшӑн чуптунӑ та, хӑнасем ырӑ Луизӑн сывлӑхӗшӗн шавласа ӗҫнӗ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Мана ҫӗнӗрен допроссем тума илсе тухса кайнӑ чух ачашшӑн пӑхса ӑсататчӗ, эпӗ каялла таврӑнсан, манӑн ҫӗнӗ сурансем ҫине ҫӗнӗ компрессем хуратчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пуринчен ытла, Алёша, акӑ мӗн: вӑл хӑй нимӗн те палӑртмасть, манпа ачашшӑн калаҫать, пӗрмай калаҫать, калаҫма чарӑнма хӑранӑ пек!
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара пӗррехинче, палатӑран тухса каякан сестрана Стручков ачашшӑн пӑхса ӑсатсан, Кукушкин, пуҫа пынӑ шухӑшне яланхи пекех чарса тӑмасӑр, ӑна ҫилӗпе каласа хучӗ:
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тата палатӑри юлташсем ҫак тӗнче тӑрӑх нумай ҫӳренӗ ҫар ҫынни Клавдия Михайловнӑна пит ачашшӑн кӑмӑллама пуҫланине асӑрхарӗҫ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Князь ачашшӑн сӑмах чӗнчӗ, ӑна хӗр ӑнланса илеймерӗ; вӗсем чиркӳрен тухрӗҫ, чиркӳ умӗнче Покровски хресченӗсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӗрен яштака чечен пӗвне лӑпкӑн ыталаса илчӗ, ачашшӑн ӑна хӑй чӗри ҫумне пӑчӑртарӗ.Он тихо обнял стройный ее стан и тихо привлек ее к своему сердцу.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Комиссар ватӑ салтак ҫине ачашшӑн пӑхса кулчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫиелтен тутӑрпа картланӑ каҫхи лампа ҫуттинче вӑл, минтер ҫинче Комиссарӑн тӑртанса кайнӑ шуранка питне курчӗ, унӑн куҫӗсем хуллен те ачашшӑн ҫуталса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Владимир амӑшӗ хӑйӗн упӑшкийӗ патне хӑй пӗччен тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме тивни ҫинчен, пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнас килменни ҫинчен питех те ачашшӑн ӳпкелешсе, ӑна килӗ, юратакан арӑмӗ патне, таврӑнма йӑлӑнса ыйтса ҫырнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑй тавра сырӑннӑ хӑнисемпе Тимошка тата йытӑ пӑхакансем хыҫҫӑн йытӑ витисем тӑрах уткаласа ҫӳрет, хӑш-пӗр витесем умӗнче чарӑнса тӑрать, е чирлӗ йыттисен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, е кӑтартусем парса вӑл-ку ҫинчен асӑрхаттарать, е тата палланӑ йытӑсене йӑхӑрса илсе, вӗсемпе ачашшӑн калаҫать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексее курсанах ҫак йытӑ, ытти чухне питӗ йӑваш пулмалласкер, пӗчӗк ачасемпе хӗрарӑмсем умӗнче хӳрине ачашшӑн выляткаласа ҫӳремеллескер, хӑрлатса шӑлӗсене йӗрчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ватӑ боевой генерал, граждан вӑрҫи геройӗ, Царицын патӗнче, Кронштадт патӗнче, Орел пӑтӗнче ҫапӑҫнӑскер, Отечественнӑй аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫав ялавсем айӗнчех тӑрса ҫав Орел патӗнчех, халӗ Сталинград пулса тӑнӑ ҫав Царицын патӗнчех ҫапӑҫнӑскер, — ҫак паттӑр, хӑюллӑ, шуралнӑ пуҫлӑ, пӗркеленнӗ сӑн-питлӗ, нимӗнрен те хӑраман ҫын — сасартӑк пуҫне усса хайӗн кӑвак мӑйӑхӗсене шӑлкаларӗ те, ачашшӑн кулса илчӗ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сасартӑк такам хӑйӗн йывӑр аллине Ваня погонӗ ҫине ачашшӑн хучӗ.И вдруг чья-то рука тяжело, но вместе с тем нежно опустилась на Ванин погон.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ну? — терӗ капитан Енакиев ачашшӑн.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ку — капитан Енакиев пурнӑҫ ҫинчен ӑнланмалла, ӑслӑ сӑмахсем каланӑ пирки те мар, вӑл хӑйӗн каштах ывӑннӑ куҫӗсемпе хыттӑн та мар, ачашшӑн пӑхнӑ пирки те мар.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948