Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арина Власьевна алӑк ҫумӗнчи лутра скамье ҫинче ларать, сайра-хутра кӑна турра кӗлтума туха-туха каять…Арина Власьевна сидела на низенькой скамеечке возле двери и только по временам уходила молиться.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
«Ылханлӑ тухатмӑш!» — урса кӑшкӑрчӗ вӑл, вара хӑрах аллипе Муций карланкинчен ярса илчӗ, тепринпе ун пиҫиххи ҫумӗнчи кинжалне хыпашласа тупрӗ те ӑна аври таранах тӑшман аякне чиксе лартрӗ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Амӑшӗ чечек хунавӗ ҫумӗнчи ҫӗре тирпейлӗ пусса хытарчӗ, Аня вӗсене шӑварчӗ.Мама аккуратно прихлопывала землю вокруг цветочных ростков, а Аня поливала их водой.
Виҫҫӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Вӗсене шыраса хӑтланма эскадроншӑн хӑрушӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен пулеметчиксен взводӗнчи ҫӑмӑл (ручной) пулеметсемпе станица центрӗ патнелле ҫывхарса ҫитнӗ хӗрлӗармеецсем тӗп площадь ҫумӗнчи пур урамсене те татти-сыпписӗр персе тӑчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Арӑмӗн хӗрхенмелле мӗскӗннӗн пӗкӗрӗлсе хутланнӑ ҫурӑмӗ ҫине Фомин ҫӳлтен аялалла пӑхса ларчӗ, унӑн кофта айӗнчен мӑкӑрӑлса тухнӑ типшӗм хул калаккисене, атӑ ҫумӗнчи пылчӑка тӑрӑшса тасатакан чӗтрекен пысӑк аллисене курса, ҫапла шухӑшларӗ:
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Дончека ҫумӗнчи политбюрона кӗрсе тухӑр.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Сана офицерсене шӗкӗлченӗ леш ҫав Уйрӑм пай ҫумӗнчи фильтр-комисси тӗрӗсленӗ-ҫке, тата мӗн иртни пултӑр унта?
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Акӑ ӗнтӗ, хӗрлисем ҫывхарса ҫитнӗ-ха, вӑл пур, ҫаплах килӗнчен хӑпса тухаймасть, кӗрӗк тӑхӑннӑскер, пӳрт тӑрӑх шараҫланса ҫӳрет, хыпчипе стенасем ҫумӗнчи пӑтасене вӑтӑра-вӑтӑра кӑларать.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫаврӑнса пӑхрӑм та, кравать ҫумӗнчи пукан ҫинче пӗр пачка пирус выртать, ҫавӑнтах пирус тӗпне пӑрахмалли сапа та пур, вара тин ку Оська пулмарӗ иккенне тавҫӑрса илтӗм эпӗ.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Луганскри малтанхи каҫах, килти вырӑн ҫинче, стена ҫумӗнчи сехет уксахласа чаклатнӑ май, Сергей инкек хыҫҫӑн пӗрремӗш хут тӗлӗк курчӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Григорий казаксен ҫумӗнчи хӗҫсемпе винтовкӑсем хӑй тахҫантанпах пӗлекен килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа чӑнклата-чӑнклата илнине, йышлӑ ут чӗрнисем пылчӑка ҫавнашкалах килӗшӳллӗн лачӑрт-лачӑрт ҫӑрса пынне илтет.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр кана артиллерипе персе тӑнӑ хыҫҫӑн пехота Дон ҫумӗнчи хуторсемпе Букановски, Елански, Вешенски станицисене йышӑнса илчӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ, ыттисем хушшинче, кашкӑр ҫумӗнчи путек кӑна; эпӗ ал айне ҫакланнине ҫеҫ илнӗ, теприсем, ав, ҫынсене урам варринчех ҫатта-ҫарамас хывӑнтарчӗҫ, жид майрисене ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта тытса мӑшкӑлларӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫывӑхра тупӑ сассисем кӗрӗслете-кӗрӗслете кайнӑ чухне Андреянов кашнинчех ҫӳҫенсе илчӗ; пӗверӗ ыратни ҫине ярса, юланутлӑ екки килмесӗр ларса ҫӳрерӗ; штаб ҫумӗнчи хурала вӑйлатас тесе ывӑна пӗлмесӗр тӑрӑшрӗ; казаксем ҫине ютшӑнса пӑхрӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, вӑл каланӑ тӑрӑх, 1917 ҫулта пурте сутӑнчӑксем пулнӑ та, ҫавӑнтан вара вӑл «кӗҫен чинсене» пурне ним уямасӑр кураймасть иккен.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дон ҫумӗнчи сӑрт тӳписем пурте вӗсен аллинче.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн турта урлашки ҫумӗнчи пичев чӗнӗсене чалӑшшӑн каса-каса татнӑ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун ҫумӗнчи тар типсе те ӗлкӗреймен-ха.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл инҫетрен вӑйкӑнса килнӗ, ҫӗр хута кӑштах ырнӑ, анчах ир еннелле ҫав-ҫавах Каспи леш енчи пушхирсен вӗри сывлӑшне варкӑштарса ҫитернӗ те, сулахай ҫыран айлӑмӗнчи ҫаранлӑха ҫаврӑнса ӳксе, сывлӑма типӗтнӗ, тӗтрене сирсе салатнӑ, Дон ҫумӗнчи шурӑ чуллӑ сӑртсен юпписене хӗрлӗрех тӗслӗ пӑчӑ янкарпа пиелесе кӗптенӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳлӗмре вунӑ ҫынтан ытла мар, пурте, вӑрҫса пӗтнӗ пек, арӑш-пирӗш лараҫҫӗ — кам чӳрече ҫинче, кам хӗрлӗ пусма витнӗ сӗтел патӗнче, кам стена ҫумӗнчи пукансем ҫинче.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.