Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVII

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.16 20:43

Пуплевӗш: 397; Сӑмах: 3871

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Базаровӑн ваттисем ывӑлӗ кӗтмен ҫӗртен сасартӑк. таврӑннӑшӑн калама ҫук хӗпӗртерӗҫ. Арина Власьевна ҫав тери хыпаланса ӳкрӗ, пӳртре чупкаласа ҫӳремех тытӑнчӗ, Василий Иванович ӑна «хир пӑчӑрӗн амипе» те танлаштарчӗ; кӗске кофтӑн татӑк хӳри ӑна чӑнах та кайӑк майлӑ кӑтартнӑ. Хӑй вӑл ӗнӗрленӗ кӑна тата чӗлӗм чӑпӑкӗн янтарлӑ вӗҫне ҫырткаланӑ, лайӑх винтласа лартнӑ-и тесе тӗрӗслесе пӑхнӑ пек, мӑйне пӳрнипе тытса пуҫне ҫавӑркаланӑ, тата сасартӑках, сарлака ҫӑварне карса, пӗр шавсӑр ахӑлтатса кулнӑ.

— Эпӗ сан пата шӑп ултӑ эрнелӗхех килтӗм, ватӑ аттемҫӗм, — терӗ ӑна Базаров: — ӗҫлес килет, эсӗ, тархасшӑн, ан кансӗрле ҫеҫ мана.

— Манӑн сӑн-питӗме те манса кайӑн, акӑ мӗнле чӑрмантарӑп эпӗ сана! — тавӑрчӗ Василий Иванович.

Василий Иванович хӑй панӑ сӑмаха пурӑнӑҫа кӗртрӗ. Ывӑлне, халличченхи пекех, кабинета вырнаҫтарса, вӑл унран пытанманни кӑна юлчӗ, арӑмне те ытлашши ачашласран чарчӗ. «Эпир, матушка, — терӗ вӑл ӑна, — Енюшка малтанхи хут килсен ӑна йӑлӑхтартӑмӑр пулас кӑштах, халь ӑслӑрах пулӑпӑр». Арина Власьевна упӑшкипе килӗшрӗ, анчах лӑпланма пултараймарӗ, мӗншӗн тесен ывӑлне сӗтел хӳшшинче кӑна кура пуҫларӗ, унпа калаҫма та пачах хӑрама тытӑнчӗ. Хӑш чухне «Енюшенька!» тетчӗ те — вара, лешӗ ҫавӑрӑнма та ӗлкӗреймест, вӑл ридикюль ҫаккине хыпашласа: — «нимех те мар, нимех те мар, эпӗ ахалех», тесе хурать, унтан Василий Иванович патне каять те, аллисемпе питҫӑмартийӗсене тӗревлесе: «пӗлесчӗ, кӑвакарчӑнӑм, Енюшка паян мӗн ҫиесшӗн-ши, купӑста шӳрпи-ши, е борщ-ши?» — тесе ыйтать. — «Мӗншӗн хӑйӗнчен ыйтмарӑн?» тесен: — «Йӑлӑхтаратӑп!» — тесе хурать. Анчах Базаров часах та хӑех питӗрӗнсе ларми пулчӗ: ӗҫ хастарлӑхӗ сивӗнчӗ те, вӑл хурлӑхлӑ кичемлӗхпе, тунсӑхлӑ канӑҫсӑрлӑхпа аптӑрама пуҫларӗ. Унӑн пӗтӗм хусканӑвӗсенче тӗлӗнмелле ӗшенӳ палӑра пуҫларӗ, унӑн тӑп-тӑпӑл та хӑюллӑ хӑвӑрт утти те улшӑнчӗ. Вӑл пӗччен уҫӑлса ҫӳреме тухма чарӑнчӗ, ҫынсен ушкӑнне шыра пуҫларӗ; чей гостинӑйра ӗҫме пуҫларӗ, Василий Ивановичпа пахча тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗ, унпа пӗр чӗнмесӗр чӗлӗм турта пуҫларӗ, пӗрре отец Алексей ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ, Василий Иванович малтан ҫак улшӑнушӑн хӗпӗртерӗ, анчах унӑн савӑнӑҫӗ нумая тӑсӑлмарӗ. «Енюшка мана хӑратать», — шӑппӑн калама тытӑнчӗ вӑл арӑмне: «вӑл — те кӑмӑлсӑр, те ҫилленет, анчах ку нимӗнех те марччӗ-ха; вӑл кӳренет, хурлӑхлӑ — акӑ мӗн хӑрушӑ. Ҫаплах чӗнмест, иксӗмӗре ятлаҫинччӗ хӑть, начарлансах пырать, сӑн-пичӗ ҫав тери аван мар», — тесе пӗлтерет вӑл карчӑкне. «Турӑҫӑм, турӑҫӑм! — пӑшӑлтатать карчӑк: — ладон ҫакса ярӑттӑм та мӑйне, ҫактарас ҫук вӗт-ха вӑл!» Василий Иванович хӑй ывӑлӗнчен темиҫе хутчен те асӑрхавлӑн унӑн ӗҫӗ ҫинчен, сывлӑхӗ ҫинчен, Аркадий ҫинчен ыйтса пӗлме тӑчӗ… Анчах Базаров ӑна ирӗксӗр те тирпейсӗррӗн ответлет. Пӗрре, ашшӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сӑмах майӗн чаваласа пынине асӑрхасан, Базаров кӳренсе: «Мӗн эсӗ яланах ман тавра чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳренӗ пек ҫӳретӗн? Капла халичченхинчен те начартарах!» тесе хучӗ. «Ну, ну, ну, эпӗ нимех те мар-ҫке!» — тавӑрчӗ вара ӑна васкавлӑн мӗскӗн Василий Иванович. Политика енӗпе каланисем те ҫавӑн пекех усӑллӑ пулмарӗҫ. Пӗррехинче, вӑл хресченсене часах ирӗке кӑларасси ҫинчен, прогресс ҫинчен калаҫса ывӑлӗн кӑмӑлне уҫса ярасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, нимӗн пулман пек, ҫапла каласа хучӗ: «Ӗнер эпӗ хӳме ҫумӗпе пынӑ чухне хресчен ачисем, мӗнле те пулин авалхи юрӑ вырӑнне, пырӗсем ҫурӑлас пек: «Вӑхӑт ҫитет пулмалла, чӗрере юрату ҫӗкленет», тесе юрлаҫҫӗ — акӑ сана прогресс».

Хӑш-пӗр чухне Базаров яла кайнӑ та, яланхи пекех тӑрӑхласа, мӗнле те пулин мужикпа калаҫма тытӑннӑ. «Ну, — тенӗ вӑл ӑна: — пурӑнӑҫ ҫине ху мӗнле пӑхнине каласа пар-ха мана, тӑванӑм: сирӗнте Российӑн пӗтӗм вӑйӗпе малашлӑхӗ, историре эсир ҫӗнӗ самана пуҫламалла, эсир пире чӑн чӗлхе те, законсем те памалла». Мужик е нимӗн те чӗнмен, е ҫакӑн майлӑ сӑмахсем каланӑ: «Эпир, паллах… пултаратпӑр… мӗншӗн тесен… пирӗн ҫапла, сӑмахран, шӑпи ҫавӑн пек пирӗн».

— Эсӗ каласа ӑнлантар-ха мана, мӗнле вӑл сирӗн тӗнчӗр, виҫӗ пулӑ ҫинче тӑракан тӗнче-и? — тесе пӳлнӗ ӑна Базаров.

— Ҫӗр вӑл, батюшка, виҫӗ пулӑ ҫинче тӑрать, — лӑплантармалла, патриархаллӑ ырӑ кӑмӑллӑн, юрланӑ пек ӑнлантарнӑ мужик: — пирӗн тӗнчерен асли, паллах, улпут ирӗкӗ; мӗншӗн тесен эсир пирӗн аттесем. Улпут мӗн чухлӗ хытӑрах ыйтать, мужике ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑрах.

Пӗррехинче, ҫакӑн пек сӑмахсене итленӗ хыҫҫӑн, Базаров йӗрӗннӗ пек хулпуҫҫисене хӗстеркелесе илчӗ те ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Мужикӗ хӑй ҫулӗпе сӗнкрӗ.

— Мӗн ҫинчен калаҫать? — ыйтрӗ унран тепӗр мужикӗ, вӑтам ҫулти, салху сӑнлӑскер, инҫетрен, хӑйӗн пӳрчӗ крыльци ҫинчен лешӗ Базаровпа калаҫнине пӑхса тӑнӑскер. — Парӑм парса татманни ҫинчен-и?

— Мӗн парӑмӗ, тӑванӑм! — ответлерӗ пӗрремӗш мужикӗ, — унӑн сассинче ӗнтӗ патриархаллӑн юрланин йӗрӗ те юлман, пачах урӑхла, темӗнле тирпейсӗр хаярлӑх кӑна илтӗнчӗ: — ахаль, уни-куни пакӑлтатрӗ, чӗлхине хыҫас килнӗ. Паллах, улпут; мӗн ӑнланать вӑл?

— Ӑҫта ӑнланма? — ответлерӗ те тепӗр мужикӗ, вара, ҫӗлӗкӗсене силлекелесе, пиҫиххийӗсене усӑнтарса, иккӗшӗ те хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен, нушисем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. Ҫук ҫав! хулпуҫҫийӗсене йӗрӗнчӗклӗн хутлатакан, мужиксемпе калаҫма пӗлекен Базаров (Павел Петровичпа тавлашнӑ чухне ҫапла мухтанатчӗ вӑл), ҫак хӑйне хӑй шанса тӑракан Базаров вӗсен куҫӗ умӗнче ҫапах та хӑй темӗнле пакӑлти мыскараҫӑ пек пулма пултарни ҫинчен шутламан та…

Юлашкинчен, акӑ вӑл хӑйне валли ӗҫ тупрӗ. Пӗррехинче ун умӗнче Василий Ивановичӑн мужикӗн аманнӑ урине салтса ҫыхмалла пулчӗ. Старик, аллисем чӗтренӗ пирки, бинта аврама пултараймарӗ, ӑна ывӑлӗ пулӑшрӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл унӑн практикӑллӑ ӗҫӗсене хутшӑнса ӗҫлеме пуҫларӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй сӗннӗ эмелсенчен те, вӗсемпе ҫавӑнтах усӑ курма тытӑнакан ашшӗнчен те кулма чарӑнмарӗ. Ҫапах та Базаров кулни Василий Ивановича нимӗн чухлӗ те иментермерӗ; вӗсем ӑна йӑпатма та пуҫларӗҫ. Хӑйӗн сӑранланса хытса ларнӑ шлафрокне икӗ пӳрнепе хырӑмӗ ҫинче тытса, чӗлӗм туртса, вӑл Базарова киленсех итленӗ; унӑн сӑмахӗсенче ҫилӗ мӗн тери ытларах пулнӑ, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑрах, пӗтӗм хура шӑлӗсене кӑтартсах ахӑлтатнӑ телейлӗ ашшӗ. Хӑш чухне Базаров мӑкан та шухӑшсӑр персе янӑ сӑмахсене вӑл тепӗр хут та каланӑ, сӑмахран, темиҫе кун хушши вӑл нимӗн тӗлсӗр: «ну, ку тӑххӑрмӗш ӗҫ» — тесе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен ывӑлӗ ку сӑмаха, вӑл ирхи кӗлле кайнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑна ҫавӑн пек каланӑ пулнӑ. «Мухтав турра! Тунсӑхлама пӑрахрӗ!» пӑшӑлтатнӑ вӑл арӑмне: «мӗнле каласа хучӗ вӑл паян мана, тӗлӗнмелле!» тенӗ вӑл. Хӑйӗн ҫакӑн пек пулӑшакан ывӑлӗ пурри ҫинчен шухӑшлани ӑна мӑнкӑмӑллантарсах янӑ. «Ҫапла, ҫапла, — тенӗ вӑл пӗр-пӗр арҫын ҫӗлӗкӗ, мӑйракаллӑ кичка тӑхӑннӑ хӗрарӑма Гулярд шывӗ тултарнӑ кӗленче е шурӑ мазь банки тыттарса: — санӑн, кӑвакарчӑнӑм, ман патӑмра ывӑл хӑнара пурӑннӑшӑн кашни минутрах турра тав тумалла: халь ӗнтӗ сана чи ӑслӑ та ҫӗнӗ майсемпе эмеллеҫҫӗ, ӑнланатӑн-и ҫавна? Французсен императорӗн Наполеонӑн та унтан лайӑхрах врач ҫук», тенӗ вӑл. Чикен чикнӗ пирки пынӑ хӗрарӑм (ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине хӗрарӑмӗ ӑнланма та пултарайман) пуҫне кӑна тайнӑ, аллине хӗвне чикнӗ, унта алшӑлли вӗҫӗпе чӗркенӗ тӑватӑ ҫӑмарта выртнӑ.

Пӗрре Базаров хӑйсем патне пынӑ тӗрлӗ тавар сутса ҫӳрекен сутӑҫӑн шӑлне те кӑларса панӑ. Вӑл шӑл ытти шӑлсем пекех пулнӑ пулин те, Василий Иванович ӑна сайра тӗл пулакан япала пек усранӑ, отец Алексее кӑтартса ялан ҫапла каланӑ:

— Эсир пӑхӑр-ха, тымарӗсем мӗнле? Мӗнле вӑй Евгенийӗн! Сутӑҫӑ ҫавӑнтах сывлӑша ҫӗкленсе кайрӗ. Юман та сирпӗнсе тухмалла пек туйӑнчӗ.

— Питӗ шеп! — тенӗ, юлашкинчен, отец Алексей, хӗрсе кайнӑ старике мӗн ответлеме тата унӑн сӑмахне мӗнпе вӗҫлеме кирлине пӗлмесӗр.

Пӗррехинче Василий Иванович патне кӳршӗ ялти мужик тифпа чирленӗ хӑйӗн пиччӗшне илсе пынӑ. Улӑм ҫыххи ҫинче ӳпне выртнӑ телейсӗр мужик вилес пекех пулнӑ, унӑн ӳтне пӑнчӑсем хупласа илнӗ, тахҫанах тӑнне ҫухатнӑ. Василий Иванович, маларах никам та медицинӑран пулӑшу ыйтма шутламаншӑн шеллерӗ те, ӑна ҫӑлма ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ. Чӑнах та, мужик хӑйӗн пиччӗшне килне те илсе ҫитереймен: вӑл урапа ҫинчех вилсе выртнӑ.

Виҫӗ кунран Базаров ашшӗ патне пӳлӗме кӗчӗ те, унӑн тамӑк чулӗ ҫук-ши, тесе ыйтрӗ.

— Пур, мӗн тума сана?

— Кирлӗ… Сурана ҫунтарма.

— Камӑнне?

— Хамӑнне.

— Епле хӑвӑнне? Мӗншӗн? Мӗнле суран-ха вӑл? Ӑҫта?

— Ак кунта, пӳрне ҫинче. Эпӗ паян яла кайса килтӗм, пӗлетӗн пуль, тифлӑ мужике илсе килнӗ яла. Вӗсем ӑна темшӗн касма хатӗрленнӗ, эпӗ ку ӗҫпе ӗҫлеменни нумай пулатчӗ.

— Ну?

— Ну, уездри врачран касма ыйтрӑм та, пӳрнене касса пӑрахрӑм.

Василий Иванович самантрах кӑвакарса кайрӗ те, пӗр сӑмах каламасӑр, кабинета сирпӗнчӗ, ҫавӑнтах тамӑк чулӗ илсе тухрӗ. Базаров ӑна илсе каясшӑнччӗ.

— Турӑшӑн, — терӗ Василий Иванович: — сиплеме хамах ирӗк пар.

Базаров кулса илчӗ.

— Эккей практикӑна хавас эсӗ!

— Тархасшӑн ан шӳт ту. Пӳрнӗне кӑтарт. Ҫуранӗ пысӑках мар. Ыратмасть-и?

— Хытӑрах пус, ан хӑра. Василий Иванович чарӑнчӗ.

— Мӗнле шутлатӑн, Евгений, тимӗрпе ҫунтарсан авантарах мар-и?

— Кӑна маларах тумаллаччӗ; чӑннипе илсен, халь тамӑк чулӗ те кирлех мар. Эхер те мана чир ерчӗ пулсан, халӗ ӗнтӗ кая юлчӗ.

— Мӗнле… Кая юлчӗ… — аран калама пултарчӗ Василий Иванович.

— Ҫапла пулмасӑр! унтанпа тӑватӑ сехет ытла иртрӗ.

Василий Иванович сурана тата пӑртак ҫунтарчӗ.

— Уездри лекарӗн тамӑк чулӗ пулмарӗ-и вара?

— Пулмарӗ ҫав.

— Мӗнле-ха ку, турӑҫӑм! Врач — унӑн ҫавӑн пек кирлӗ япала та ҫук!

— Эсӗ унӑн ланцечӗсене курасчӗ, — терӗ те Базаров, тухрӗ.

Шӑп каҫченех, тепӗр кун кунӗпех, Василий Иванович ывӑлӗн пӳлӗмне пур сӑлтавсемпе те кӗме тӑрӑшрӗ. Вӑл унпа суранӗ ҫинчен астутарса мар, пачах урӑх япаласем ҫинчен калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, хӑйӗн куҫӗсенчен ҫав тери хытӑ пӑхнӑ пирки Базаров, чӑтӑмне ҫухатса, килтен каяссипе хӑратрӗ. Василий Иванович кансӗрлемӗп тесе сӑмах пачӗ. Кунсӑр пуҫне тата Арина Власьевна та (вӑл унран, паллах, пурне те пытарнӑ), вӑл мӗншӗн ҫывӑрмасть, мӗн пулнӑ ӑна, тесе ҫыпӑҫма пуҫларӗ. Вӑрттӑн сӑнакаласа пурӑннӑ ывӑлӗн сӑнӗ килӗшмен пулин те, Василий Иванович икӗ кун хӑйне хӑй хытарса пурӑнчӗ… Анчах виҫҫӗмӗш кунне, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне, чӑтаймарӗ. Базаров, пуҫне сӗнксе ларнӑ та, пӗр тирке патне те алӑ ямарӗ.

— Мӗншӗн ҫиместӗн эсӗ, Евгений? — ыйтрӗ вӑл нимӗн те шухӑшламан пек: — ҫимелли аванах хатӗрленӗ пек-ҫке?

— Ҫиес килмест те, ҫиместӗп.

— Санӑн аппетит ҫук-и? Пуҫу мӗнле? — хушса хучӗ вӑл хӑравҫӑллӑ сасӑпа. — Ыратмасть-и?

— Ыратать, мӗншӗн ыратас мар унӑн?

Арина Власьевна тӳрленсе тӑчӗ те, хӑлхисене тӑратрӗ.

— Ан ҫиллен, тархасшӑн, Евгений, — терӗ малалла Василий Иванович: — хӑвӑн юнтымарне тытса пӑхма ирӗк памӑн-ши?

Базаров тӑчӗ.

— Эпӗ, тытса пӑхмасӑрах, хам вӗриленнине пӗлтерме пултаратӑп.

— Ҫӳҫентерет те-и?

— Ҫӳҫентерет те. Кайса выртам-ха. Эсир мана валли ҫӑка чечекӗпе пӗҫернӗ чей парӑр. Шӑнтӑм пулмалла.

— Ҫавӑнпа-ҫке эпӗ кӗҫӗр ӳсӗрнине илтрӗм, — терӗ Арина Власьевна.

— Шӑннӑ, — терӗ те тепӗр хут Базаров, тухса кайрӗ.

Арина Власьевна ҫӑка чечекӗпе чей хатӗрлеме тытӑнчӗ, Василий Иванович юнашар пӳлӗме кӗчӗ те, нимӗн шавламасӑр хӑйне ҫӳҫрен ярса тытрӗ.

Базаров вӑл кун тӑмарӗ, йывӑррӑн, ҫурма-манӑҫлӑн тӗлӗрсе выртрӗ. Ирхине, пӗр сехет ҫине кайсан, куҫӗсене вӑйпа уҫрӗ, лампада ҫуттинче хӑй умӗнче тӑракан ашшӗн кӑвакарнӑ сӑнне курчӗ, ӑна тухма хушрӗ, лешӗ пӑхӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах чӗрне вӗҫҫӗн каялла кӗчӗ те, шкап алӑкӗсемпе ҫуррине яхӑн хупӑнса, хӑйӗн ывӑлӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Арина Власьевна та выртмарӗ, кабинет алӑкне кӑшт уҫса пӗрмаях «Енюша мӗнле сывланине» итлерӗ тата Василий Ивановича пыра-пыра пӑхрӗ. Вӑл пӗр Василий Ивановичӑн курпунланнӑ хускалми ҫурӑмне кӑна курма пултарнӑ, анчах ку та ӑна кӑштах ҫӑмӑллӑх панӑ. Ирхине Базаров тӑма хӑтланчӗ, анчах пуҫӗ ҫавӑрӑнса кайрӗ те сӑмсаран юн юхма тытӑнчӗ, вӑл каллех выртрӗ. Василий Иванович ӑна чӗнмесӗр пулӑшрӗ. Арина Власьевна ун патне кӗчӗ те, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ. Вӑл: «аванрах пек», — терӗ те стена енне ҫавӑрӑнса выртрӗ. Василий Иванович арӑмӗ ҫине икӗ аллипех сулкалама пуҫларӗ — вара вӑл, йӗрес мар тесе, тутисене ҫыртса тухса кайрӗ. Килте сасартӑках йӑлтах тӗттӗмленсе ларчӗ. Сӑн-питсем пурин те пусӑрӑнчӗҫ, тӗлӗнмелле шӑплӑх пулчӗ; картишӗнчен темскерле карма-ҫӑвар автана илсе кайрӗҫ, — вӑл хӑйне мӗншӗн апла тунине нумайччен ӑнланаймарӗ пулӗ. Базаров пуҫне стена ҫумне тӗксе выртать. Василий Иванович ӑна тӗрлӗрен ыйтусем парса пӑхрӗ, анчах капла Базарова ывӑнтарнине пула, старик хайӗн кресли ҫине кайса ларчӗ те, сайра-хутра кана пӳрнисене лутӑркаса шатӑртаттарчӗ. Вӑл темиҫе самантлӑха сада кайрӗ, унта вӗҫӗмсӗр тӗлӗнсе кайнӑ пек хытса тӑчӗ (тӗлӗнчӗк сӑн унӑн пичӗ ҫинчен ахаль те кайман), арӑмӗ ыйтӑвӗсенчен хӑтӑлма тӑрӑшса, каллех ывӑлӗ патне тавӑрӑнчӗ. Арина Власьевна, юлашкинчен, ӑна аллинчен ярса тытрӗ те, тытамак чухнехи пекех чӗтресе, юраса: «мӗнле вӑл?» — тесе ыйтрӗ. Кунта вӑл хыпаланса ӳкрӗ те, ун ҫине пӑхса, ирӗксӗртенех ӑшшӑн кулнӑ пек турӗ; анчах, хӑй кӗтмен ҫӗртенех, ӑшшӑн кулас вырӑнне, унӑн таҫтан ахаль кулӑ тухса кайрӗ. Тухтӑр патне ирхине ирех янӑ. Вӑл, ывӑлӗ ан ҫиллентӗр тесе, ун ҫинчен ӑна хӑйне те пӗлтерсе хума шутларӗ.

Базаров диван ҫинче сасартӑк ҫавӑрӑнса выртрӗ, ашшӗ ҫине тинкерсе мӑкан пӑхрӗ, шыв ыйтрӗ.

Василий Иванович ӑна шыв пачӗ те, май килнӗ чухне унӑн ҫамкине тытса пӑхрӗ. Вӑл вӗриленсе тӑнӑ.

— Атте, — пуҫларӗ Базаров хӑйӑлтатакан вӑрах сасӑпа. — Ӗҫ япӑх манӑн. Эпӗ сикекен чире ертнӗ, тепӗр темиҫе кунран ҫӗре чикетӗн мана.

Василий Иванович хӑйне такам урисенчен ҫапнӑ пек сулӑнса кайрӗ.

— Евгений! — пакӑлтатрӗ вӑл: — мӗн эсӗ ҫак!.. Турӑ ҫырлахтӑр! Шӑнса пӑсӑлнӑ эсӗ.

— Ҫитет! — васкамасӑр пӳлсе хучӗ ӑна Базаров. — Врача апла калама юрамасть. Чир ернин паллисене хӑвах пӗлетӗн.

— Ӑҫта-ха чир ернин… паллисем, Евгений? ҫырлахсам!

— Ку мӗн тата! — терӗ Базаров, кӗпе ҫаннине ҫӗклесе ӳт ҫине тухнӑ усал хӗрлӗ пӑнчӑсене ашшӗне кӑтартса.

Василий Иванович чӗтресе илчӗ те, хӑранипе шӑнса кайрӗ.

— Калӑпӑр, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Калӑпӑр… эхер… эхер мӗнле те пулин чир ернӗ пекки пулсан та…

— Пиэмия, — каласа пачӗ ывӑлӗ.

— Ҫапла ҫав… эпидеми… пекки.

— Пиэмия, — терӗ ҫирӗппӗн те уҫҫӑн тепӗр хут Базаров: — е хӑвӑн тетрадьсене манса та кайрӑн-и ӗнтӗ?

— Ҫапла ҫав, ҫапла, хӑвна мӗнле килӗшет… Ҫапах та эпир сана чӗртетпӗр!

— Ну, ҫук вара. Анчах ӗҫ кунта мар. Эпӗ ҫапла хӑвӑрт вилессе кӗтменччӗ; ку, тӗрӗссипе каласан, питӗ килӗшӳсӗр те ӑнсӑртран пулчӗ. Сирӗн аннепе иксӗрӗн те тӗне вӑйлӑ, хытӑ ӗненнипе усӑ курмалла; акӑ сире ӑна сӑнаса пӑхмалли вӑхӑт. — Вӑл татах пӑртак шыв сыпса илчӗ. — Эпӗ санран… пуҫӑма тытма пултарнӑ чухне пӗр япала ыйтасшӑн. Ыран е виҫмине, пӗлетӗн, пуҫӑм мими отставкӑна тухать. Эпӗ халӗ те хам ӑнланмалла калаҫнине пӗтӗмпех ӗненместӗп. Халь те выртнӑ чухне хам тавра хӗрлӗ йытӑсем чупнӑн, эсӗ ман патӑмра пӑчӑр тытнӑ чухнехи пек тӑнӑн туйӑнчӗ. Ӳсӗр пек. Эсӗ мана аванах ӑнланатӑн-и?

— Ҫырлахсем, Евгений, эсӗ пачах кирлӗ пек калатӑн.

— Апла аван; эсӗ тухтӑр патне ятӑм тетӗн… Ҫакӑнпа хӑвна йӑпатрӑн… мана та йӑпат: эсӗ юриех ҫын яр-ха…

— Аркадий Николаевич патне, — тесе хучӗ старик.

— Кам вӑл Аркадий Николаевич? — терӗ Базаров шухӑша кайнӑ пек. — Ах, ҫапла! ҫав кайӑк чӗппи! Ҫук, эсӗ ӑна ан тӗрткеле: вӑл ӗнтӗ чанасен шутне лекрӗ. Ан тӗлӗн, ку аташни мар-ха. Эсӗ Анна Сергеевна Одинцова патне ятарласах ҫын яр. Кунта ҫавӑн пек помещица пур… Пӗлетӗн-и? (Василий Иванович пуҫне сӗлтрӗ). Евгений Базаров салам каласа ячӗ те, хӑй виле пуҫлани ҫинчен пӗлтерме хушрӗ те. Тӑвӑн-и ҫакна?

— Тӑвӑп… Анчах ку ӗҫ, эсӗ вилесси пулма пултарӗ-ши вара, Евгений… хӑвах шухӑшла! Ӑҫта пулать-ха кун хыҫҫӑн тӗрӗслӗх?

— Кӑна пӗлместӗп; ҫапах та эсӗ ятарласах ҫын яр-ха.

— Самантрах яратӑп, хамах ҫыру ҫырӑп.

— Ҫук, мӗншӗн; салам калама хушрӗ те, урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Халь ӗнтӗ эпӗ каллех хаман йыттӑмсем патне. Тӗлӗнмелле! шухӑша вилӗм ҫинче чарасшӑн, анчах нимӗн те тухмасть. Темӗнле пӑнчӑ кӑна курӑнать… урӑх нимӗн те ҫук.

Вӑл каллех стена енне йывӑррӑн ҫавӑрӑнчӗ. Василий Иванович кабинетран тухрӗ те арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме ҫитсе, тӳрех турӑшсем умне чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

— Кӗлту, Арина, кӗлту! — йӑнӑшса ячӗ вӑл: — ывӑлӑмӑр вилет.

Уездри тухтӑр, шӑпах хайхи тамӑк чулӗ пулман лекарех, чирлӗ ҫынна пӑхса тухрӗ те кӗтме канашларӗ, ҫавӑнтах темиҫе сӑмах чӗрӗлме пултарасси ҫинчен те каларӗ.

— Сирӗн ман пек ҫынсем Елисейскине кайманнине курма тӗл килнӗ-и? — ыйтрӗ Базаров. Унтан вӑл, сасартӑках диван патӗнче ларакан йывӑр сӗтеле уринчен ярса тытса, ӑна силлерӗ те вырӑнтан хускатрӗ.

— Вӑй, вӑй, — терӗ вӑл: — пӗтӗмпех хамрах, анчах та вилес пулать! Леш старик, кирек мӗнле пулсан та, пурӑнӑҫран писме ӗлкӗрнӗ, эпӗ вара… Ҫапла, пырса вилӗме отрицани туса пӑх-ха. Вӑл хӑй сана отрицани тӑвать, ӗҫӗ те пӗтнӗ! Кам йӗрет унта? — хушрӗ вӑл пӑртак тӑрсан. — Анне-и? Мӗскӗн! Кама ҫитерӗ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле борщне? Эсӗ те, Василий Иванович, ӗсӗклетӗн пулать? Ну, христианство пулӑшмасть пулсан, философ, стоик пул! Хӑвна философ тесе мухтанаттӑн вӗт эс?

— Мӗнле философ эп! — уласа ячӗ те Василий Иванович, питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатсах анчӗ.

Базаров сехетрен сехете йывӑрлансах пычӗ. Чирӗ, хирургиллӗ каснӑ чухне ернӗ чир пек, хӑвӑрт аталанса пычӗ. Вӑл халь тӑнне ҫухатман-ха, хӑйне мӗн каланине ӑнланать: вӑл кӗрешет-ха. «Аташас килмест», — пӑшӑлтатать вӑл чышкисене чӑмӑртаса: — «мӗнле ӑҫти ҫук». — Ҫавӑнтах тата вӑл: — «Ну, саккӑртан вуннӑ кӑларсан, мӗн чухлӗ пулать?» — тесе ыйтать хӑйӗнчен хӑй. Василий Иванович ӑсран тухнӑ ҫын пек ҫӳрет, пӗрре пӗр эмел, тепре тепӗр эмел пама сӗнет, ҫаплах ывӑлӗн урисене витет. «Сивӗ простыньӑпа чӗркемелле… хӑстараканни памалла… Варӗ ҫине горчишниксем хумалла… юн юхтарса кӑлармалла», — тет вӑл тимлесех. Хӑй тархасласа хӑварнӑ тухтӑр, ӑна «ҫапла» тесе тӑрать, чирлӗ ҫынна лимонад ӗҫтерет, хӑйне валли е чӗлӗм, е «хытараканнине ӑшӑтаканнине», урӑхла каласан, эрех пама ыйтать. Арина Власьевна алӑк ҫумӗнчи лутра скамье ҫинче ларать, сайра-хутра кӑна турра кӗлтума туха-туха каять… Темиҫе кун маларах унӑн аллисенчен туалет куҫкӗскийӗ сасартӑк ӳксе ваннӑччӗ. Кун пеккине вӑл яланах инкек пулассине пӗлтерет, тесе шутланӑ. Анфисушка ӑна нимӗн калама пултараймасть. Тимофеич Одинцова патне тухса кайрӗ.

Ҫӗр каҫасси Базаровшӑн лайӑх пулмарӗ… Ӑна хаяр вӗри асаплантарчӗ. Ир енне кӑштах аванрах пулчӗ. Вӑл Арина Власьевнӑна ҫӳҫӗсене турама ыйтрӗ, унӑн аллине чуптурӗ, пӗр-икӗ сыпкӑм чей ӗҫрӗ. Василий Иванович та кӑштах хавасланчӗ.

— Мухтав турра! — терӗ вӑл текех: — кризис ҫитрӗ… кризис иртрӗ.

— Эккей, шухӑшлӑн! — мӑкӑртатрӗ Базаров. — Сӑмах мӗне пӗлтерет! Тупрӑн, каларӑн: «кризис» — йӑпанчӗ вара. Тӗлӗнмелле, ҫын сӑмахсене мӗнле ӗненет. Калаччӑр ӑна, сӑмахран, ухмаха хӗнемеҫҫӗ тесе, вӑл хурланать; хӑйне ӑсли тесен, укҫа памасан та, — киленсех каять.

Базаровӑн ҫак хӑйӗн халичченхине аса илтерекен сахал сӑмахӗсем Василий Ивановича хаваслантарсах ячӗҫ.

— Тӗрӗс! Питӗ лайӑх каланӑ, питӗ хӳхӗм! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, алӑ ҫупнӑ пек туса. Базаров хурлӑхлӑн кулса илчӗ.

— Мӗнле-ха сан шутупа, — терӗ вӑл: — кризис иртрӗ-и, е ҫитрӗ-и?

— Сана ҫӑмӑлрах, акӑ мӗн куратӑп эпӗ, акӑ мӗн хаваслантарать мана, — тавӑрчӗ Василий Иванович.

— Ну, питӗ шеп; хавасланни яланах аван. Лешӗн патне, астӑватӑн-и? ятӑн-и?

— Ятӑм, ямасӑр.

Лайӑхланасси нумая пымарӗ. Чир тытамакӗсем пуҫланчӗҫ. Василий Иванович Базаров патӗнче ларать. Старике темӗнле уйрӑммӑнах йывӑр терт асаплантарать тейӗн. Вӑл темиҫе хутчен те калаҫма тӑчӗ те пултараймарӗ.

— Евгений! — терӗ вӑл юлашкинчен: — ывӑлӑм, ылтӑнӑм, савнӑ ывӑлӑм…

Ҫак халичченхи пек мар чӗнни Базарова витерчӗ… Вӑл пӑртак пуҫне ҫавӑрчӗ те, йывӑр манӑҫран хӑтӑлма тӑрӑшнӑ пек: — Мӗскер, аттеҫӗм? — терӗ.

— Евгений, — терӗ малалла Василий Иванович, Базаров куҫӗсене уҫман, ӑна курма пултарайман пулин те, ун умне чӗркуҫленсе ларса. — Евгений, сана халь аванрах, турӑ пулӑшсан, чӗрӗлӗн те; анчах ҫак вӑхӑтпа усӑ курса юл, аннӳпе иксӗмӗре йӑпат ӗнтӗ, христианин тивӗҫне туса тат! Маншӑн кӑна калама та хӑрушӑ; анчах тата хӑрушӑраххи… ӗмӗрлӗхех вӗт, Евгений… шухӑшласа пӑх-ха, мӗнле…

Старик сасси татӑлчӗ, ывӑлӗн пичӗ тӑрӑх, хупӑ куҫсемпех выртнӑ пулин те, темӗнле тӗлӗнмелле япала иртсе кайрӗ.

— Эхер те ку сире йӑпатма пултарсан, эпӗ хирӗҫместӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен: — анчах васкамалла мар пек туйӑнать. Хӑвах мана ҫӑмӑлрах тетӗн вӗт.

— Ҫӑмӑлрах, Евгений, ҫӑмӑлрах; анчах кам пӗлет, вӑл пӗтӗмпех турӑ ирӗкӗнче вӗт — тивӗҫлӗхе туса татсан…

— Ҫук, эпӗ тӑхтам-ха, — пӳлсе хучӗ Базаров. — Эсӗ кризис ҫитнӗ тенипе килӗшетӗп эпӗ. Эхер те эпир йӑнӑшрӑмӑр пулсан, мӗнех вара! Ӑнран кайнисене те причаҫ тӑваҫҫӗ вӗт…

— Ҫырлахсам, Евгений…

— Тӑхтатӑп. Халь вара манӑн ҫывӑрас килет. Ан кансӗрле мана.

Вӑл пуҫне малтанхи вырӑнах хучӗ.

Старик тӑчӗ, кресло ҫине ларчӗ, сухалӗнчен ярса илсе, хӑйӗн пӳрнисене ҫыртма тытӑнчӗ…

Сасартӑк ялти шӑплӑхра уйрӑммӑнах паллӑ рессорлӑ тӑрантас шӑлтӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Ҫӑмӑл урапасем ҫывхарсах та ҫывхарсах килеҫҫӗ. Акӑ лашасем тулхӑрни те илтӗнчӗ… Василий Иванович сиксе тӑчӗ те чӳрече патне ыткӑнса пычӗ. Вӗсен картишне тӑватӑ лаша кӳлнӗ, икӗ ҫын лармалла карета кӗрет. Ку мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илмесӗрех, нимӗнле шухӑшсӑр савӑнӑҫ капланса килнипе, вӑл крыльца ҫине чупса тухрӗ… Ливрей тӑхӑннӑ лакей карета алӑкӗсене уҫать; унтан хура вуаль пӗркеннӗ, хура тум тӑхӑннӑ дама тухрӗ.

— Эпӗ Одинцова, — терӗ вӑл. — Евгений Васильевич чӗрӗ-и? Эсир унӑн ашшӗ-и? Эпӗ хампа тухтӑр илсе килтӗм.

— Ырӑ ҫыннӑм! — кӑшкӑрса ячӗ те Василий Иванович, унӑн аллине ярса тытса, чӗтӗресе чуптуса илчӗ. Анна Сергеевна илсе килнӗ тухтӑр, пӗчӗк куҫлӑх тӑхӑннӑ нимӗҫ сӑнлӑ ҫын, васкамасӑр карета ӑшӗнчен тухнӑ вӑхӑтра: — Чӗрӗ-ха, чӗрӗ манӑн Евгенийӗм, халь ӗнтӗ вӑл ҫӑлӑнать!.. Арӑм! арӑм!.. Пирӗн пата пӗлӗт ҫинчен ангел… — тесе кӑшкӑрчӗ старик.

— Мӗн апла, турӑҫӑм! — пакӑлтатрӗ карчӑк гостинӑйран чупса тухса. Вӑл, нимӗн ӑнланмасӑр малти пӳлӗмрен тухса, тӳрех Анна Сергеевна урисем патне ӳкрӗ, ӑсран кайнӑ ҫын пек унӑн платьине чуптума тытӑнчӗ.

— Мӗн эсир! Мӗн эсир! — терӗ Анна Сергеевна, анчах Арина Власьевна ӑна итлемерӗ, Василий Иванович: «ангел! ангел!» — тесе ҫеҫ тӑчӗ.

— Wo ist der Kranke?.. Пациент ӑҫта тата? — тесе ячӗ юлашкинчен тухтӑр пӑртак ҫилленсе.

Василий Иванович аса илчӗ.

— Кунта, кунта, ман хыҫҫӑн пырӑр, «вертестер герр коллега», — хушса хучӗ вӑл авалхине аса илсе.

— Э! — тӑсрӗ нимӗҫ, тутисене йӳҫҫӗн чалӑштарса.

Василий Иванович ӑна кабинета илсе кӗчӗ.

— Анна Сергеевнӑпа килнӗ тухтӑр, — терӗ вӑл ывӑлӗн хӑлхи патнех пӗшкӗнсе: — вӑл хӑй те кунта.

Базаров сасартӑк куҫӗсене уҫрӗ.

— Мӗн калаҫрӑн ҫак эсӗ?

— Анна Сергеевна Одинцова кунта, сан пата ҫак, господин тухтӑра илсе килчӗ, терӗм.

Базаров хӑй тавра куҫӗпе пӑхса ҫавӑрӑнчӗ.

— Анна Сергеевна кунта-и?.. манӑн ӑна курас килет.

— Эсӗ ӑна курӑн, Евгений; анчах малтан господин тухтӑрпа калаҫас пулать. Эпӗ вӗсене чирӗн пӗтӗм историне каласа парӑп, мӗншӗн тесен Сидор Сидорыч кайрӗ (уездри врача ҫапла чӗннӗ), пӗчӗк консультаци туса илӗпӗр.

Базаров нимӗҫ ҫине пӑхса илчӗ.

— Ну, калаҫӑр, часрах, анчах латынла мар, эпӗ jam moritur мӗне пӗлтернине ӑнланатӑн вӗт.

— Der Herr scheint des Deutschen mächtig zu sein, — пуҫларӗ Эскулап ҫитӗнтернӗ ҫӗнӗ ҫын, Васиий Иванович енне ҫавӑрӑнса.

— Их… габе… — Вырӑсла калаҫсан аванрах! — терӗ старик.

— А, а! апла пулсан ку, акӑ ҫапла!.. Пулма пултарать…

Вара консультаци пуҫланчӗ.

Ҫур сехетрен Анна Сергеевна Василий Ивановичпа пӗрле кабинета кӗчӗ. Тухтӑр ӑна чирлӗ ҫын чӗрӗлесси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук, тесе пӑшӑлтатма та ӗлкӗрнӗ.

Вӑл Базаров ҫине пӑхрӗ те… алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ҫак тӑртаннӑ та вилнӗ ҫын тӗслӗ сӑн-пит, хӑй ҫинелле пӑхса выртакан пӑтранчӑк куҫсем ӑна ҫав тери тӗлӗнтерчӗҫ. Вӑл темӗнле сивӗ те ывӑнтаракан шиклӗхпе шикленсе ӳкрӗ. «Эпӗ ӑна тӗрӗссипех юратнӑ пулсан, урӑххине туйса илӗттӗм» — текен шухӑш самантрах ҫиҫсе илчӗ Анна Сергеевна пуҫӗнче.

— Спасибо, — йывӑррӑн пуҫларӗ вӑл: — эпӗ кӑна кӗтменччӗ. Ку ырӑ ӗҫ. Акӑ эпир, сӑмах панӑ пек, пӗрне-пӗри тепӗр хут куртӑмӑр.

— Анна Сергеевнӑсем ҫав тери ырӑ пулчӗҫ… — пуҫларӗ Василий Иванович.

— Атте, хӑвар пире. Анна Сергеевна, эсир хирӗҫ мар пуль? Халь ӗнтӗ курӑнсах тӑрать…

Базаров пуҫӗпе хӑйӗн уҫӑлса кайнӑ вӑйсӑр ӳчӗ ҫине кӑтартрӗ.

Василий Иванович тухрӗ.

— Ну, спасибо, — терӗ тепӗр хут Базаров. — Ку патшасем пек. Патшасем те вилекен ҫынсем патне ҫӳреҫҫӗ, теҫҫӗ.

— Евгений Васильевич, эпӗ шанатӑп…

— Эх, Анна Сергеевна, тӗрӗссипе калаҫӑпӑр. Эпӗ пӗтрӗм ӗнтӗ. Урапа айне пултӑм. Малашнехи ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ марччӗ. Вилӗм кивӗ япала, анчах кашниншӗнех ҫӗнӗ пек туйӑнать. Ку таранчченех шикленместӗп… унтан… тӑн пӗтет те, вара капут! (Вӑл аллине вӑйсӑррӑн сулса илчӗ.) Ну, мӗн калам-ши сире… Эпӗ сире юратнӑ тесен-и? Ку халиччен те нимӗне те пӗлтермен, халӗ ӗнтӗ пушшех нимӗне те пӗлтермӗ. Юрату — форма, манӑн форма ӗнтӗ ҫӗрме тытӑнчӗ. Тӳррипех ҫакна калам: мӗнле лайӑх эсир! халь те акӑ ҫав тери хитрен курӑнса тӑратӑр…

Анна Сергеевна ирӗксӗрех чӗтресе илчӗ.

— Нимӗн те мар, ан пӑлханӑр… ларӑр ҫавӑнта… Ман пата ан ҫывхарӑр: манӑн чир ерекен йышши вӗт.

Анна Сергеевна хӑвӑрттӑн пӳлӗм урлӑ утса каҫрӗ те, Базаров выртакан диван ҫумӗнчи кресло ҫине ларчӗ.

— Ырӑ кӑмӑллӑскер! — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл. — Эх, мӗнле ҫывӑхра, мӗнле ҫамрӑк, сывӑ, таса… ҫак ирсӗр пӳлӗмре!.. Ну, сывӑ пулӑр! Нумай пурӑнӑр, ку пуринчен те лайӑхрах, вӑхӑт пур чухне усӑ курӑр. Пӑхӑр-ха, мӗнле ирсӗр япала: ҫурма лапчӑннӑ ӑман, ҫапах йӑшӑлтатать. Нумай ӗҫсем тӑвӑп, вилмӗп, — ӑҫта!  — Задача пур, эпӗ гигант! — тесе шухӑшланӑччӗ вӗт-ха ҫапах. Халь акӑ гигантӑн мӗн пур задачи те — унта никамӑн та ӗҫ ҫук пулин те — майлӑрах вилесси кӑна… Пурпӗрех: хӳрепе шӑлса улталамастӑп.

Базаров шӑпланчӗ те стаканне хыпашлама пуҫларӗ. Анна Сергеевна перчеткине пӑрахмасӑрах, хӑравҫӑллӑн сывласа, ӗҫме пачӗ.

— Мана эсир манатӑр, — пуҫларӗ вӑл каллех: — вилнӗ ҫын чӗрӗ ҫынна юлташ мар. Атте сире: акӑ мӗнле ҫынна ҫухатать Россия, тейӗ. Ку, ӑҫтиҫук кӑна. Анчах старике урӑхла ан ӗнентерӗр. Ача кирек мӗнпе йӑпансан та… хӑвӑрах пӗлетӗр. Аннене те ачашлӑр. Вӗсем пек ҫынсене сирӗн пысӑк обществӑра кӑнтӑрла вут ҫутипе шырасан та тупас ҫук вӗт… Эпӗ Российӑшӑн кирлӗ… Ҫук, кирлӗ мар пулас ҫав. Кам кирлӗ-ха ара? Сапожник кирлӗ, ҫӗвӗҫ кирлӗ, мясник… какай сутать… мясник… чимӗр-ха, эпӗ аташатӑп… Кунта вӑрман пур…. Базаров аллине ҫамки ҫине хучӗ. Анна Сергеевна ун патне пӗшкӗнчӗ.

— Евгений Васильевич, эпӗ кунта…

Вӑл ҫавӑнтах унӑн аллине тытрӗ те ҫӗкленчӗ.

— Сывӑ пулӑр, — тесе ячӗ вӑл сасартӑк вӑйпа. Унӑн куҫӗсем юлашки ҫутӑпа йӑлтӑртатса илчӗҫ. — Сывӑ пулӑр… Итлӗр-ха… эпӗ ун чухне сире чуптуманччӗ вӗт… Вӗрӗр сӳнме пуҫланӑ лампада ҫине, сӳнтӗр вӑл…

Анна Сергеевна унӑн ҫамкине чуптуса илчӗ.

— Ҫитрӗ те! — терӗ вӑл минтер ҫине выртса. — Ӗнтӗ… тӗттӗмлӗх…

Анна Сергеевна шӑппӑн тухрӗ.

— Мӗнле? — ыйтрӗ унтан Василий Иванович пӑшӑлтатса.

— Ҫывӑрса кайрӗ, — ответлерӗ Анна Сергеевна каштах илтӗнмелле.

… Базаровӑн текех вӑранмалла пулман. Каҫа хирӗҫ вӑл пачах тӑнне ҫухатрӗ, тепӗр кунне вилсе те выртрӗ. Отец Алексей уншӑн тӗн йӑлисемпе кӗлтурӗ. Ӑна соборласан, кӑкӑрне святой миропа сӗрсен, унӑн пӗр куҫӗ уҫӑлнӑ та — чиркӳ тумне тӑхӑннӑ пачӑшкӑна, тӗтӗм кӑларан кадилӑпа турӑ умӗнчи ҫуртасене курсан, вилнӗ пек сӑн-пит ҫинче самантрах темӗскер шикленсе чӗтренӗн туйӑнса кайнӑ. Вӑл юлашки сывлӑшне кӑларса ярсан, пӳртре пурте ӗсӗклеме тытӑнсан, Василий Иванович ӑстӑнӗ сасартӑк мӑкалса кайнӑ. «Каларӑм вӗт, ӳпкелӗп» тесе, — хӑйӑлтатса кӑшкӑрма пуҫланӑ вӑл, чалӑшса хӗрелсе кайнӑ пит-куҫлӑскер, чышкипе тахшине юнанӑ пек сывлӑшра силлесе: «ӳпкелешетӗп, ӳпкелешетӗп!» — кӑшкӑрнӑ вӑл. Арина Власьевна, пӗтӗмпех куҫҫулӗпе исленнӗскер, унӑн мӑйӗнчен уртӑннӑ, вара иккӗшӗ те ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ. «Ҫапла», тесе каласа панӑ кайран ҫынсем пурӑнакан пӳртре Анфисушка: «шӑрӑх кӑнтӑрла сурӑхсем пуҫӗсене уснӑ пек, иккӗш те юнашар пуҫӗсене усса ӳкрӗҫ», тӗнӗ.

Анчах кӑнтӑрлахи шӑрӑх иртсе каҫ пулать, ҫӗрле пулать, вара тертленнӗ те ывӑннӑ ҫынсен тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрма лӑпкӑ кӗтессене тавӑрӑнас вӑхӑт та ҫитет…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех