Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлте (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий шыв хӗррине анчӗ, ҫырма чулӗсемпе йывӑҫ тураттисене купаласа пӗр тӗлте пӗве пӗкки турӗ, хӗҫпе тӑпра чавса чул хушшисене тултарчӗ.

Григорий спустился к воде, из камней и веток сделал в одном месте запруду, шашкой нарыл земли, засыпал ею промежутки между камнями.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрхӗлтӗм хура тӗс ҫапнӑ ӳчӗ пӗҫ кӑкӗ таранах тӗксӗммӗн ҫуталса йӑлтӑртатать, ун ҫине пур тӗлте те пӑтӑр-пӑтӑр хӑмӑр кӑвак шатра тухса тулнӑ.

До самого бедра кожа, принявшая темно-фиолетовый оттенок, лоснилась и была покрыта темными бархатистыми на ощупь пятнами.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Хӑш тӗлте тытрӗҫ сана ман ачасем?

— Где же тебя мои ребята сцапали?

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫыран ҫывӑхӗнче пӑр ҫӑтӑр-ҫатӑр ваннӑ сасӑ илтӗнсе тӑрать, ҫыран хӗрринче шыв чӑпӑл тӑвакан вак чул ҫемҫен чӑшӑлтаткаласа илет, Дон варринче вара, шыв хӑвӑрт та тикӗссӗн юхса выртнӑ тӗлте, Григорий кимӗн сулахай хӗрри патӗнче явӑнса ҫӳрекен хумсем хуллен шӑмпӑлтатнӑ, Дон ҫумӗпе тӑсӑлакан вӑрманта ҫил ним шӑпланмасӑр кашланӑ сасӑсене ҫеҫ илтрӗ.

Над берегом стоял хрустальный звон бьющихся льдинок, мягко шуршала омываемая водой прибрежная галька, а на середине реки, там, где течение было стремительно и ровно, Григорий слышал только глухие всплески и клекот волн, толпившихся у левого борта баркаса, да низкий, басовитый, неумолчный гул ветра в обдонском лесу.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр тӗлте арланӑ ҫип ҫат! туса татӑлчӗ.

Нитка пряжи оборвалась.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫырма ку тӗлте виҫӗ хут ытла анлӑрах.

Ширина реки увеличилась втрое.

Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Тӳпе хамӑр тӗлте тӗттӗмччӗ-ха, ҫӑлтӑрсем ҫутататчӗҫ, хуркайӑк ҫулӗ курӑнатчӗ, тухӑҫран часах сенкер ҫутӑ ҫапа пуҫларӗ, ҫав тӗлти чӑрӑшсем пире питӗ лайӑх курӑнчӗҫ.

Небо над нами было еще темное, с яркими звездами и Млечным путем, но на востоке оно уже стало светло-зеленым, и на этом посветлевшем куске резко выделялись черные ели.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Каҫас тӗлте ҫапса хӗснӗ пек пулса тӑчӗ.

Перед лазейкой началась давка.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Пӗр тӗлте, хӳме хутлӑхӗн темиҫе хӑми ҫук.

В одном месте в заборе не хватало нескольких планок.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫулла ӑна вӗлтрен те пиҫен пусса илнӗ, халь хӗлле юрпа витӗннӗ, ун тӑрӑх пӗр тӗлте ҫуна йӗрӗ хуралса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Пирӗн лагерь шӑпах ҫырма хӗрринче вырнаҫнӑ, анчах ҫырма ку енче, пур тӗлте те йӑмрасем ӳссе ларнӑ ҫӗрте хӑйӑр ҫук.

Лагерь наш стоял у самой реки, но на этом берегу, низком, поросшем ивами, песка не было.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Хӑш тӗлте вӗсем фронта татса кӗнӗ — пире ҫавӑнта чыхаҫҫӗ: ӑҫта ӗҫ ӑнмасть, — пирӗн полка каллех ҫавӑнта пырса чикеҫҫӗ.

Что ни прорыв — нас туда пихают; где неустойка выходит — опять же наш полк туда прут.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл васканӑ курӑнать: кӳпшек питҫӑмартине икӗ тӗлте бритвӑпа кастарнӑ.

Он, как видно, спешил: пухлые щеки в двух местах порезаны бритвой.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Копылов Григорие картта шутарса пачӗ, — чаҫсем хӑш-хӑш тӗлте вырнаҫнине кача пӳрнипе кӑтартса, малалла каларӗ:

Копылов подвинул Григорию карту, указывая мизинцем на месторасположение частей, продолжал:

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫул тӑваткалӗнче, тусанлӑ ҫул ҫил арманӗ еннелле пӑрӑнса кайнӑ тӗлте тин вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

На перекрестке, где пыльная дорога сворачивала к ветряку, оглянулся.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хамӑр тӗлте хуп-хура пӗлӗт пуҫтарӑнни уншӑн нимӗн те мар…

А что над нами такая туча собралась, ей и горя мало…

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Ксение шӑп вӗтлӗхрен тухнӑ тӗлте, машина ҫути ҫинҫе вулӑллӑ йывӑҫсем умне ӳкнӗ ҫӗрте, хуса ҫитрӗ.

Он догнал Ксению у самого выхода из перелеска, где свет от машины как бы прореживал тонкоствольные деревца.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗмлӗхрен чукун ҫул поселокӗн ҫутисем ҫиҫсе ячӗҫ, сӑрӑ элеватор стени чул ту пек тухса тӑчӗ, стрелкӑсем тӗлӗнче тата рельссем сыпӑннӑ тӗлте тӑкӑлтӑк-тӑкӑлтӑк тутарса, пуйӑс чуппине вӑрахлатма пуҫларӗ.

Брызнули из густой темноты огни железнодорожного поселка, выступила, как скала, серая стена элеватора, поезд начал замедлять бег, захлебываясь громкой скороговоркой на стрелках и стыках рельсов.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Дон урлӑ эпӗ ку тӗлте каҫман, атту хӑвараттӑмччӗ-и вӗсене?

Я не тут переправлялся, а то разве я не забрал бы их?

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуҫалӑхӗ чӑнахах та хӑвӑрт япӑхса пырать: вӑкӑрсем картишӗнчи ҫатан картана темиҫе ҫӗртен сӗксе йӑвантарнӑ, хӑш-пӗр тӗлте чаракӗсем ӳкнӗ; ҫурхи шыв ҫисе кайнипе сарайӑн саман стени йӑтӑнса аннӑ; анкарти вӗрлӗкӗ ҫук, картишне тасатман, сарай лупасӗ айӗнче тутӑхса пӗтнӗ лобогрейка ларать, ҫавӑнтах хуҫӑлса кайнӑ ҫава тимӗрри йӑваланса выртать…

А хозяйство и в самом деле стремительно шло к упадку: быки били и валяли плетни на базах, кое-где упали сохи; подмытая вешней водой, обрушилась саманная стена в сарае; гумно было разгорожено, двор не расчищен; под навесом сарая стояла заржавевшая лобогрейка, и тут же валялся сломанный косогон…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех