Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӑвар (тĕпĕ: ҫӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хутортан маларах тухса кайма тивнӗшӗн хытӑ кӳреннӗ Прохор сӑмах чӗнмесӗр мӑртӑхса пычӗ, ҫул тӑршшӗпех Григорипе ҫӑвар уҫса калаҫмарӗ.

Крайне огорченный преждевременным отъездом из хутора, Прохор ехал молча, за всю дорогу ни разу не заговорил с Григорием.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫук, пурӑнмастӑп эпӗ унпа, анне, калаҫса ҫӑвар тутине те сая ан ярӑр.

— Нет, маманя, жить я с ним не буду, и слов не теряйте.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӑвар уҫса сӑмах калама памаҫҫӗ!

Слова не дадут сказать!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепри ӳсӗр пуҫпа темтепӗр намӑс курса пӗтет те тек ӗмӗрне ҫӑвар патне илсе пымап тесе сӑмах парать…

Иной в пьяном виде сразу наберется и зарекается сроду не пить…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан ҫӑвар тулли ятлаҫса илчӗ.

И смачно выругался.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав ҫынпа ҫӑвар уҫса калаҫнисене кайран пурне те астутарчӗ…

Всем припомнил потом, кто с этим гражданином хоть одно слово говорил…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑвӑн пуҫлӑхна хурлама мӗнле ҫӑвар уҫан-ха эсӗ!

— Еще бы начал ты поносить свое начальство!

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ ун патне пыраймастӑн, вӑл хӑй мӗншӗн пӑшӑрханнине хӑй каласа парасса кӗтес пулать, атту вӑл ҫӑвар та уҫас ҫук, вара ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Сейчас к нему не подступишься, надо дождаться, когда он сам захочет поделиться своей тревогой, а иначе отмолчится, и дело с концом.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анохин ӑна хирӗҫ ҫӑвар уҫма та ӗлкӗреймерӗ, вӑл вараланчӑк ватникне тӑхӑнса та лартрӗ, хура тутӑрне пӗркенме пуҫларӗ.

И не успел Анохин возразить ей, как она уже стояла в грязном ватнике и куталась в темную шаль.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку ӗмӗрне те ҫӑвар уҫса пӗр сӑмах каламасть, сасӑлама вӑхӑт ҫитсен, Лузгин ҫине пӑхса илет те хӑйӗн нумай ҫулсем хушши ӗне суса пӳрнисем хытса, кукӑрӑлса ларнӑ кӗре тӗслӗ хыткан аллине ҫӗклет.

Эта сроду слова не скажет, а как дойдет до голосования, взглянет на Лузгина и поднимет свою сухую, смуглую руку с жесткими, полусогнутыми от многолетней дойки пальцами.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ку питӗ лайӑх, пирӗн пӗрле ӗҫлемелле пулать иккен, — терӗ Мажаров, Ксени ҫӑвар уҫманнипе ним тума пӗлмесӗр.

— Это замечательно, что мы, оказывается, будем работать вместе, — говорил он, совсем обескураженный ее упорным молчанием.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ӑнланаймастӑп эпӗ вӗсене, пӗрре шутсӑр юратаҫҫӗ вӗсем пӗр-пӗрне, тепре вара икшер кун ҫӑвар уҫмаҫҫӗ.

— Не понимаю я их — то вроде любят друг друга, водой не разольешь, а то по два дня не разговаривают.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑртмах сӑмаха хӗрхенмеҫҫӗ — «шлепке» те, «карма ҫӑвар» та терӗҫ, юлашкинчен тата тахӑшӗ выговор ҫырса хума сӗнчӗ.

На грубости не скупятся — и шляпой меня обозвали, и ротозеем, а в конце кто-то предлагает записать выговор.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсир питӗ тӗрӗс каларӑр, Иван Фомич, — терӗ пӗрмаях ҫӑвар уҫмасӑр ларнӑ Синев.

— Вы абсолютно правы, Иван Фомич, — проговорил молчавший все время Синев.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пулӑ пек пулӑп, ҫӑвар та уҫмӑп…

— Как рыба буду молчать, вот как на духу…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ытти чух иртен пуҫласа каҫченех: ҫавна тума ирӗк пар, ҫакна пар, ҫавӑнпа пулӑш, тенине ҫеҫ илтетӗн, паян вара пӗри те ҫӑвар уҫмасть.

То вечно с утра до ночи только и слышишь — разреши то, отпусти это, помоги тем-то, а нынче ни один не заикнулся.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑт ҫӑвар!

Вот труба!

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пуҫтарчӗ, йӗрке турӗ, хӑй вара, ҫак таранччен ҫулталӑкӗпех ҫӑвар уҫса курман пек, пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ.

наводя порядок, и все говорила, говорила без умолку, словно молчала до этого целый год.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лешӗ ҫӑвар тулли кулӑпа ейӗлчӗ:

Сотенный осклабился:

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксене асӑрхаттармалла: маххӑ ан паччӑр, ҫӑвар карса юлмалла ан пултӑр.

Казаков предупреждать, чтобы маху не дали, чтобы не програчевали.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех