Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗлӗкех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ пӗлнӗ, Гришка, — терӗ Пантелей Прокофьевич, ӑсатнӑ ятпа пӑртак хӗрӗнкӗ пулнӑскер, ывӑлне кӗмӗллене пуҫланӑ хура ҫӳҫӗнчен хумханчӑклӑн шӑлкаласа, — эсӗ маттур казак пуласса ӗлӗкех пӗлсе тӑнӑ.

— Я знал, Гришка, — подвыпив, на прощанье говорил Пантелей Прокофьевич и, волнуясь, гладил серебряные с чернью волосы, — знал давно, что из тебя добрый казак выйдет.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрӗссине калас пулать, ҫакна вӑл ӗлӗкех ӑнланнӑ, анчах халь ҫак ӑнлану унӑн мӗнпур ӑс-тӑнне ҫавӑрса илчӗ те пурнӑҫӑн тӗп тупсӑмӗ пулса тӑчӗ.

Правда, он хорошо понимал это и раньше, но теперь это понимание так овладело всем его разумом, что стало основным и всеобъемлющим содержанием его жизни.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку ӗлӗкех паллӑ: выртакана хӗнемеҫҫӗ.

Это известно издревле: лежачих не бьют.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӗнекене вӑл темле сыхланса та хӑравҫӑн уҫрӗ те хӑй палламан ҫын портречӗ айне чернилпа ҫырса хунине вуларӗ: «Ҫак ӑслӑ кӗнекене ӗлӗкех, вӗреннӗ чухнех вуласа тухманнишӗн хама хам вӑрҫатӑп», — тенӗ унта.

Осторожно он открыл эту книгу и под портретом незнакомого ему человека прочитал написанное чернилами: «Ругаю себя за то, что раньше, когда еще училась, не прочитала эту умную книгу».

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Марийкӑна чи малтан курсан шухӑшланӑ пек, халь те Лозневой ҫапла шухӑшларӗ: «Таҫта, тахҫан ӗлӗкех курнӑ пек туйӑнать ку мана…»

Так же как и, когда увидел Марийку вначале, Лозневой сейчас думал: «Где-то, когда-то давно, кажется, я ее видел…»

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавнашкалах хам та эпӗ ачаш ҫуркуннерен тахҫан ӗлӗкех уйрӑлма ӗлкӗрнӗ.

Так и я с весной моей родины давным-давно расстался.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Каменоломньӑн коменданчӗ пулнӑ ҫын халӗ пурӑнакан йӑмӑкӗн пӳртне ачасем ӗлӗкех пӗлнӗ.

Мальчики и прежде знали дом сестры Ланкина, в котором теперь жил бывший комендант каменоломен.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Халь ҫеҫ мар, ӗлӗкех ҫапла пулнӑ вӑл, турӑ кӗнекисенче те ҫавнах ҫырнӑ.

Не только таперичка, даже в священном писании так было.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ун пек ӗҫе эпӗ ӗлӗкех хӑнӑхнӑ.

— Дело мне по прошлому знакомое.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем иртнӗ ҫула эпӗ ӗлӗкех ҫур градусран ытла йӑнӑшмасӑр тӗрӗс кӑтартма пултараттӑм.

Я и прежде мог с точностью до полуградуса указать путь, которым они прошли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗлӗкех хампа мӗншӗн калаҫма хушманнине нумайччен каламалла пулать.

— Долго объяснять, почему я прежде позволяла говорить об этом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Давыдова эсир ӗлӗкех пӗлкеленӗ…

Вы Давыдова раньше знали немного…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗртен ютшӑннӑ арҫынсем ӗлӗкех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

«Пӑхассӑм килсе тӑрать тарланӑ ҫын ҫине», — тетчӗҫ ӗлӗкех.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ир еннелле, вырӑнӗ ҫинче выртса, пулни-иртнисене тӗпӗ-йӗрӗпе астуса илнӗ чухне, Том акӑ мӗн асӑрхарӗ: ҫавсем темӗнле лайӑх палӑрман пек, инҫетре пек, пурте урӑх тӗнчере е тахҫан ӗлӗкех пулнӑ пек туйӑнчӗ.

Ранним утром, лежа в постели и припоминая подробности вчерашнего приключения, он с удивлением заметил, что все они как-то отошли от него и заволоклись туманом, — словно все это было где-то в другом мире и очень давно.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Мӗн кунӗн-ҫӗрӗн кулса, ихӗрсе ҫӳретӗн, ухмах мар-и эсӗ?» — тенӗ чӑваш ӗлӗкех.

«Эти вечные хиханьки да хаханьки, что сдурели?» — говорил чуваш издавна.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫӗрулми чӑваш халӑхӗшӗн ӗлӗкех тӗп апатсенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ырри ырӑпах таврӑнать тесе ваттисем ӗлӗкех каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Ӗлӗкех приказчиксем, официантсем, тарҫӑсем ҫынсемпе питӗ ҫӗпӗҫ калаҫнӑ, анчах нихӑҫан та йӑл кулман.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

2. Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ; 3-4. ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ; 5. Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ, 6. апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ.

2. которое Бог прежде обещал через пророков Своих, в святых писаниях, 3. о Сыне Своем, Который родился от семени Давидова по плоти 4. и открылся Сыном Божиим в силе, по духу святыни, через воскресение из мертвых, о Иисусе Христе Господе нашем, 5. через Которого мы получили благодать и апостольство, чтобы во имя Его покорять вере все народы, 6. между которыми находитесь и вы, призванные Иисусом Христом, -

Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех