Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XII

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Пӗрремӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.10 22:48

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 716

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӗтесре ларакан чейник, стена тӑрӑх тӑсӑлса выртакан вӑрӑм пралуклӑскер, — вӑчӑра ҫине ҫакса янӑ ҫӑмха пекскер анчах! — манса кайнӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫине тахҫанах ҫилленсе ӳкнӗ: вӑл пӑсланнӑ, чейник хуппи, чӗрӗ япала пекех сике-сике илсе, шӑнкӑртатса ларнӑ. Татьяна кӑштах шыв ярсан чейник лӑпланчӗ те ерипен те хурлӑхлӑн чашкӑрма пуҫларӗ. «Унӑн пӗтӗм шухӑшӗсем те Хворостянкин ҫинчен ҫеҫ, — кун пек мӑшӑра чӑннипех пӗрлештерме ҫук, — шутларӗ Кондратьев, пӳлӗме кӗрсе. — Акӑ ун килти библиотеки… Ку унӑн пулӗ-ха… Пӑхар-ха, вӑл мӗнпе пуян…»

Татьяна сӗтел ҫине лартма апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ хушӑра Кондратьев пӗрмаях ҫӳлӗк умӗнче тӑрса кӗнекесем пӑхрӗ, — кунта вӗсене пит хӗсӗк: кивелнӗ пиншак тӑхӑннӑ пек сӑтӑрӑлса пӗтнӗ хупӑллӑ хулӑм кӗнекесем айккисемпе пӗчӗк брошюрӑсене хӗрхенмесӗр хӗсеҫҫӗ; ҫӗнӗ те хаклӑ, илемлӗ хупӑллӑ кӗнекесемпе юнашар ҫав тери саралса кайнӑ тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ листасем тӑраҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ылттӑн саспаллисемпе ҫырнӑ кӗнекесем хӗвел пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тӗрлӗ ҫулсенче тухнӑ журналсен купи выртать. «Огонек» библиотечкине темшӗн чи ҫӳле тӑратса тухнӑ та, Кондратьев ҫине хальхи писательсем пурте пӗр харӑс пӑхаҫҫӗ, Кондратьев, «этем чунӗсен инженерӗсемпе» куҫа-куҫӑн тӗл пулса, кулса та илчӗ; вӗсенчен пӗрне, чи ҫамрӑккӑн та мӑнкӑмӑллӑн пӑхса лараканскерне, «А! Акӑ эпир ӑҫта тӗл пултӑмӑр!» — тенӗ пек, куҫне хӗссе илчӗ вӑл.

Ҫакна палӑртас пулать: кӗнеке-хаҫатри сӑмаха питех те юратакан Кондратьева ҫак портретсем мар, ҫӳлӗк ҫинче хӗсӗк пулни те мар, ӑна кӗнекесем питех те тӗрлӗрен пулни интереслентерчӗ. Ку ҫуртра ун пек пулассине вӑл пачах та кӗтмен. Вӑл кӗнеке ячӗсене вулама пуҫларӗ те тата ытларах тӗлӗнчӗ — кунта Энгельсӑн «Диалектика природы», Лермонтовӑн «Мцыри» те, Вильямсӑн «Ҫӗрӗҫӗн никӗсӗсем», Жданов юлташ Александров кӗнеки пирки тухса калани те, Бенедиктовӑн «Ялхуҫалӑхне вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтра аталантарасси» те, «Этем мӗнли ҫинчен каласа пани», Чехов кӗнекисем, «Пушкин в изгнании», Мериме новеллисем, чылай кивелнӗ пӗчӗк кӗнеке — «Агитатор чӗлхи», «Авалхи Греци историйӗ». Ленин тата Сталин кӗнекисем уйрӑммӑн тӑраҫҫӗ. Вӗсемпе юнашар Кондратьев хура-кӑвак тӗслӗ пит паха хупӑллӑ кӗнекене асӑрхарӗ, ун ҫинчен ылттӑн саспаллисем йӑлтӑртатаҫҫӗ: «И. М. Сеченов — «Избранные философские и психологические произведения». Кӗнекене вӑл темле сыхланса та хӑравҫӑн уҫрӗ те хӑй палламан ҫын портречӗ айне чернилпа ҫырса хунине вуларӗ: «Ҫак ӑслӑ кӗнекене ӗлӗкех, вӗреннӗ чухнех вуласа тухманнишӗн хама хам вӑрҫатӑп», — тенӗ унта. Кондратьев страницӑсене уҫа-уҫа пӑхрӗ, вӑл Сеченова вуламан ҫеҫ те мар, ҫак кӗнекене аллинче те тытса курманнишӗн ӑна темшӗн аван мар пек пулчӗ. «Манӑн та хама вӑрҫас пулать», — шутларӗ вӑл; ӑна ҫак самантра Татьяна ун ҫине пӑхса, пӗр куҫне хӗссе кулнӑн туйӑнчӗ.

Колхозниксен ҫурчӗсенче Кондратьев ҫакӑн пек пӗлнӗ-пӗлмен кӗнекесене пухса тунӑ пысӑк мар библиотекӑсене час-часах тӗл пулнӑ, — ҫакӑ ӑна савӑнтарнӑ, вӑл вара хуҫисемпе литература ҫинчен, писательсем ҫинчен калаҫу пуҫланӑ. Ҫавӑнпа унӑн кунта та, ҫӳлӗк патне пырса тӑрсан та, кайран, чей ӗҫнӗ чухне те, калаҫӑва шӑпах кӗнекерен пуҫлас килчӗ; малтан Татьянӑпа библиотека ҫинчен, ӑна мӗнле авторсем ытларах килӗшни ҫинчен калаҫас, вӑл мӗн тата мӗнле вуланине ыйтса пӗлес: конспектсем ҫырать-и е страницӑсен хӗрринче паллӑ тӑвать, — пӗр сӑмахпа каласан, кӗнеке ҫинчен ытти ҫынсемпе пупленӗ пекех, вӗсене кӗнеке вулама хӑнӑхтарса калаҫнӑ пекех калаҫас, унтан вара тӗп ыйту ҫине куҫас. Вӑл ҫавӑн пек тунӑ та пулӗччӗ, анчах алла ҫак пӗлмен кӗнеке килсе лекрӗ те, вӑл Татьяна ҫине темшӗн хальчченхи пек мар пӑхса илчӗ… «Вӑл та… маншӑн пӗлмен кӗнеке вӗт-ха», — шутларӗ вӑл, вара, Сеченов кӗнекине ҫӳлӗк ҫине хурса, сӗтел патне пычӗ.

— Библиотекӑпа интереслентӗр-и? — ыйтрӗ Татьяна, турилкке ҫине хӑяр каса-каса хурса.

— Ахаль пӑхрӑм…

— Кӗнекесенчен чухӑн эпир… Ҫӗнӗ кӗнекесем сахал. Пуринчен ытла институтра вӗреннӗ чух туяннӑ кӗнекесем, — кунта манӑн та, Андрейӑн та, — вӑл пукансене ҫывӑхарах лартрӗ. — Ларӑр-ха, пур-ҫук апатне ҫисе пӑхӑр.

Тепӗр сехетрен, Илья килнӗ тӗле, вӗсем апатне те тахҫанах ҫисе пӗтернӗччӗ ӗнтӗ, чейне те ӗҫнӗччӗ те хӗрсех темскер, питех те кирли ҫинчен калаҫса, Стегачев алӑк умне пырса тӑнине те сисмерӗҫ. Татьяна чавсисене сӗтел ҫине тӗрелетсе, янаххине алтупанӗ ҫине хурса ларнӑ — ҫакӑн пек ларнипе унӑн сӑн-пичӗ те, кӑштах тӗтреллӗрех куҫӗсем те, куҫхаршисем хушшинчи ҫӳҫ пайӑрки те, — хӑйне хӑй тимлӗн те салхуллӑн тытса ларакан Татьяна пӗтӗмпех Ильяна тата та ытларах килӗшрӗ, татах та хитререх пек туйӑнчӗ; Кондратьев ҫине вӑл, хӗрӗ ашшӗ ҫине пӑхнӑ пек, унӑн кашни сӑмахнех илтсе юлма тӑрӑшса, кӑмӑллӑн та тимлӗн пӑхса ларать.

— А! Стегачев! — терӗ Кондратьев ӑшшӑн. — Акӑ мӗн, ырӑ ҫыннӑм. Эпӗ халех каятӑп, эсӗ юл, юлташсене пуху хатӗрлеме пулӑш, ҫакӑнпа пӗрлех Татьяна Николаевнӑна ҫирӗплетме бюро валли материал ҫырса хатӗрле.

Илья ҫине пӑхса, Татьяна кулса илчӗ, анчах савӑнӑҫлах мар, хӗр чухнехи пекех ӑна вӑл юратса мар, хисепе хурса кӑна кулнӑ пек кулса илчӗ; унӑн куҫӗнче Илья темле вӑрттӑн кулӑ пытанса тӑнине сисрӗ. «Ну, халӗ мӗн калӑн ӗнтӗ? Килӗшмелле-и?» — тесе каланӑн туйӑнать Татьянӑн чее тӑрӑхласа пӑхакан куҫӗсем.

Алӑк патӗнче тӑракан Илья ҫаплах нимӗн те ӑнланса илеймерӗ-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех