Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗркаҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗркаҫ тата ак мӗнле пулса тӑчӗ…

А ночью еще вот какая оказия случилась…

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫаплах тавӑрса калани ашшӗне тӗлӗнтерчӗ те ҫиллентерчӗ те, — ҫӗркаҫ Элентей ӑна икӗ хутчен ҫупса ячӗ: пичӗ-куҫӗ халь те пӗҫерсе тӑрать.

Дерзость сына и удивила, и разозлила отца, он вспомнил две оплеухи, которые отвесил ему Элендей.

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Чухлатӑп, — терӗ малалла сержант, — ҫак йывӑҫ ҫывӑхӗнчен ҫӗркаҫ иртсе кайнӑ ҫынсем мӗнле тӗлӗнчӗҫ пулӗ!

— Да, — промолвил сержант, — когда малыши рев поднимали, вот прохожие, должно быть, дивились.

Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хуркайӑк ҫӗркаҫ ӑна хӑйсен ывӑл ача ҫураласси ҫинчен пӗлтерчӗ-ҫке.

Она сообщила, что у них будет сын.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Джим ҫӗркаҫ хӑй мӗн тери хӑрани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Джим рассказал, что ночью чуть не умер со страха.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫӗркаҫ — сирӗннисене иккӗшне тытрӑм.

Вечор двоих ваших поймал.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Толька, — терӗ Владик, — эсӗ илтрӗн-и ҫӗркаҫ мӗнле хаплаттарчӗҫ?

— Толька, — спросил Владик, — а ты слышал, как ночью сегодня бабахнуло?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Натка, эсӗ илтрӗн-и вӗсем ҫӗркаҫ тинӗсре мӗнле кӗмсӗртеттернине?

— А ты слышала, Натка, как сегодня ночью они в море бахали?

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

«Ай хӑватлӑ иккен Петруҫ, — Таиҫӗ хӑй шӑтрӗ, — ама тарне аванах кӑларттарчӗ ҫӗркаҫ», — тет Уках ҫӗр чӑмӑрӗ тепӗр май ҫаврӑннӑ пек тӗлӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

 — Ман лашана ҫӗркаҫ сирӗн бандӑрисем вӗлерчӗҫ пуль-ха?

 — Это из вашей, что ли, банды мне коня ночью угробили?

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Ҫӗркаҫ сан ҫывӑхӑнтах тӑчӗ вилӗм, Мелехов!

Близко от тебя, Мелехов, смерть нынешнюю ночь стояла!

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Карачӑм мучи ҫӗркаҫ шакӑ лартса пы-ысӑк-пысӑк сазан тытнӑ.

Дед Герасим здо-о-о-ровенного сазана в вентери нынче ночью поймал.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗркаҫ анне сан патӑнта пулчӗ-и? — темшӗн пӑшӑлтатса ыйтрӗ Дуняшка.

— Была у тебя мать вчера? — почему-то шепотом спросила Дуняшка.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗркаҫ эпӗ питӗ сахал ҫывӑрнӑ.

— Я сегодня не выспался.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫӗркаҫ ҫӗрле хам илтрӗм: Мишатки… ан илтӗнтӗр тесе, пуҫне минтер айне чикнӗ те, шӑппӑн ӗсӗклесе выртатчӗ.

А нынче ночью слыхала Мишатка кричал потихоньку… залез под подушку головой, чтобы его не слыхать было…

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗркаҫ ҫывӑрма выртсан, эсир, большевиксене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑксен ӑстӑнне хӗрлӗ чир-чӗртен тасатас тӗлӗшпе ҫарта мӗнле йӗркесем тумалли ҫинчен питӗ ӑслӑ каларӑр, господин полковник.

Вчера, когда мы ложились спать, вы, господин полковник, дюже толково рассказывали, какие порядки надо будет заводить в армии после того, как разобьем большевиков, — чтобы вытравить из молодежи красную заразу.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Мӗншӗн ҫӗркаҫ ямарӑн?

— А почему этой ночью не послал?

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗркаҫ вӑл тӑн пӗлмичченех ӳсӗрӗлменччӗ, ҫавӑнпа та влаҫа улӑштарас пирки пулнӑ калаҫӑва ытлашши тӗрмекленмесӗрех аса илчӗ.

Он не был ночью уж настолько пьян и без особого напряжения восстановил в памяти разговоры о замене власти.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта сирӗнсӗр пуҫнех ӗҫе майлаштарнӑ, — ҫӗркаҫ телеграмма илтӗмӗр.

Без вас управились, — вчера вечером получили телеграмму.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук тухса тарнӑ ҫӗркаҫ.

Бунчук-то этой ночью дезертировал.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех