Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӑм (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах чунӑм манан таса, ҫак шӑтарасла тинкерӗве эпӗ куҫа пӗр мӑчлаттармасӑрах чӑтса ирттертӗм.

Но совесть у меня была чиста, и я, не сморгнув, выдержал этот пристальный взгляд.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Чунӑм ҫавӑнтах хӗпӗртенӳпе ҫӗкленчӗ, каласса та эпӗ ҫирӗпрех те ӗнентеререх калама тытӑнтӑм.

У меня сразу сделалось веселее на душе, и я стал говорить увереннее и твёрже.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чунӑм!

Ясочка!

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аттесӗр ачалӑх тивлечӗ Синкер хумӗпе ҫапнине Сисетчӗ ҫав чунӑм, пӗлетчӗ Ун пӑр пек шӑнтан сиввине.

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Анчах пӗтӗмпех урӑхла пулса тухасран чунӑм ҫукчӗ манӑн, вара мӗн-пулнӑ пулаттӑм-ха!

Но что мог я сделать с моим сердцем, которое томилось горьким чувством, что всё могло быть иначе!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Иваныч, чунӑм, — терӗм эпӗ таҫтан инҫетрен ахӑрашса шавлакан кӗрхи ҫил витӗр тухса хӑйӑлтатнӑ сасса илтсен, вӑл сасӑ пӗртте Иван Иваныч сасси пек туйӑнмарӗ — Санпа Саня Григорьев калаҫать.

— Иван Иваныч, дорогой! — сказал я, когда хриплый, совершенно невероятный для Ивана Иваныча голос донёсся до меня, как будто с трудом пробившись сквозь вой осеннего ветра, разгулявшегося в то утро над Кольским заливом — Это говорит Саня Григорьев.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак сакӑр кун хушшинче те мӗн курса иртни питӗ нумай, унта мӗн асра юлнине упраса тытма чунӑм та йышӑнмарӗ, хам пурнӑҫпа мӗн ҫыхӑннине ҫеҫ ӑсӑмра тытма пултартӑм.

Но так много увидел я за эти восемь дней, что душа как бы отказалась принять все впечатления и согласилась лишь на те, которые были связаны с моей судьбой!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗн те улшӑнман иккен, ҫинчен тата кунҫулӑмра пӗрремӗш хут пассажир шучӗпе вӗҫнӗшӗн чунӑм та хурланса ҫитрӗ.

Ничего не изменилось, напротив — ещё горше стало у меня на душе, когда я подумал, что впервые в жизни лечу пассажиром.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, чунӑм!

— Иван Павлыч, дорогой!..

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ пурте урӑхла ӗнтӗ — чунӑм та, ӳтӗм те.

Всё стало другим — душа и тело.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ те пӗлмесен, чунӑм, камӑн пӗлмелле тата?

 — А кто должен знать, голубчик, если не вы?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыттисем пекех, эпӗ епле пулсан та куҫҫуль кӑларас мар тесе, тутама ҫыртса, Петьӑна пӑха-пӑха ӑсатрӑм та, унтан багаж станцине чупрӑм, мӗншӗн тесен унта япаласем илсе пынӑччӗ ӗнтӗ, ачасен багажӗсене пысӑккисеннипе арпаштарасран чунӑм ҫукчӗ манӑн.

Как все, я проводила его взглядом, прикусив губу, чтобы всё-таки не заплакать, а потом побежала на багажную станцию, потому что привезли вещи и нужно было присматривать, чтобы детский багаж не спутали со взрослым.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ну, ыйтатӑп эп сана, чунӑм!

Ну я тебя прошу, милый!

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чунӑм юлмарӗ.

Совсем ты меня извел тут.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл каллех чирлесе ӳкесрен манӑн чунӑм ҫук.

Я очень тревожилась, что он опять разболеется.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, чӑлханса-пӑлханса, хӑвӑртрах пултӑр тесе, пӗр-икӗ сӑмахпа хамӑр эшелон ҫинчен, ачасем ҫинчен, Мускавран тухма хама епле йывӑр пулни ҫинчен, каялла пӑрахса кайма ҫул ҫук пирки чунӑм мӗнле ыратни ҫинчен Амеда каласа патӑм.

Путаясь, в двух словах, как можно быстрее рассказала я Амеду о нашем эшелоне, о моих ребятах, о том, как тяжело мне было уезжать из Москвы, как страшно мне стало сегодня, когда я подумала, что туда уже нельзя вернуться.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сыхла хӑвна, чунӑм, сыхлан, савнӑ ҫыннӑм.

Береги себя, мой дорогой, мой милый.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлтӗн-и, Ирина Михайловна, кӑвакарчӑнӑм, чунӑм, чӗремӗм…

А Ирина-то Михайловна, голубушка, кровиночка моя…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эй, чунӑм Сима, мӗн кӑтартрӗ вӑл пире, мӗн кӑтартрӗ? — мана палласа илсе, аякранах кӑшкӑрса каларӗ вӑл.

— Видала, Сима, что он с нами творит? — сказала она шепотом, который был слышен еще издалека.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман санран ним пытару та ҫук, чунӑм уҫӑ.

Я ведь к тебе с открытой душой.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех