Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвар (тĕпĕ: тӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫлекен ҫынсен аялти кӗписенчен пуринчен те духи те тутлӑ шӑршлӑ супӑнь шӑрши мар, тӑвар та тар шӑрши кӗрет.

У всех, кто работает, нижние рубахи солью и потом пахнут, а не духами и не пахучим мылом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кӗпинчен унӑн тӑвар шӑрши кӗрет.

— Она у него солью пахнет…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ вӑкӑрсене тӑвар та ҫерем ҫине яр, эпӗ вара кайрӑм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе.

— Ты выпряги быков и пусти их на попас, а я пошел, — сказал он со вздохом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ялан тӑвар каламасть унӑн!

— И вот она всегда недосаливает!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӳр-ха, Давыдов, ҫапла тӑвар: кам пулса иртнине аса илет — ҫавӑнне куҫне чавса кӑлармалла пултӑр!

Давай, Давыдов, так: кто старое помянет — тому глаз вон!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑвар суланчинчен тӑвар чӗпӗтсе илнӗ пек, вӑл кӗске кӗрӗкӗн аркине чӗпӗтсе тытрӗ, ӑна шыв кӳленчӗкӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ хӗрарӑм юбкине ҫӗкленӗ пек ҫӗклерӗ, чӗлхине ҫуласа илсе, казаксем ӳмӗнче мухтанма тапратрӗ:

Щепоткой, как соль из солонки, брал он полу полушубка, поднимал ее наотлет, словно юбку баба, собравшаяся переходить через лужу, — цокал языком, хвалился перед казаками:

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫиелти пирченнӗ юр шултӑра пӗрчӗллӗ тӑвар евӗрлех.

Снег под настом — ядреная, зернистая, хрупающая соль.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпир вара хамӑра унӑн ячӗпе хисепленсе тӑмалла тӑвар.

— Давайте мы будем стоять, в знак уважения к его имени.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Катя, мӗнле шутлатӑр эсир, Берточкӑпа мӗн тӑвар? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл.

— Катя, как вы думаете, что делать с Берточкой? — шёпотом спросила она.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытах та кунта лекрӗмӗр пулсан, атя мӗн те пулин тӑвар.

— Раз уж попали сюда, давай хоть так действовать.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫырӑвӗ, чӑнах, питӗ лайӑхчӗ, чунӑм савӑнса кайрӗ: Эпир Александра Дмитриевнӑпа «ҫӗнӗ ҫынсенчен» вӑрттӑн питӗ лайӑх апат хатӗрлерӗмӗр, Валя юратса ҫиекен салата малтан эпӗ, унтан Александра Дмитриевна та черетлӗн тӑвар янӑ иккен, — ҫапах та ӑна пӗр минутрах ҫисе ятӑмӑр, мӗншӗн тесен Валя ӗнертенпе хырӑнман кӑна та мар, нимӗн те ҫимен те пулнӑ.

Вообще это было чудное письмо, от которого у меня стало весело и спокойно на душе: Тайком от «молодых» мы с Александрой Дмитриевной приготовили великолепный ужин с вином, и хотя любимый Валин салат с омарами мы посолили по очереди — сперва я, потом Александра Дмитриевна, — всё-таки он был съеден в одну минуту, потому что оказалось, что Валя со вчерашнего дня не только не брился, но и ничего не ел.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл эп каланине илтмӗш пулса, хурана тӑвар ывӑҫласа ячӗ, хытса тӑчӗ, пӑса шӑршланҫи пулчӗ.

Как будто не слыша меня, дядя Петя всыпал в котел пригоршню соли и замер. Он нюхал пар.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех