Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвар сăмах пирĕн базăра пур.
тӑвар (тĕпĕ: тӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрне пӗр чӗптӗм тӑвар илсе ҫӑварне хыпрӗ те сурма пуҫларӗ, хӑсанҫи пулчӗ, унтан вара шыв сыпса ҫӑварне чӳхерӗ.

Взяв в рот щепотку соли, он принялся сплевывать и сделал вид, будто у него начинается рвота, а потом прополоскал рот водой.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл тӗрлӗ майпа: тӑвар — кӑмӑла пӑтрантаракан ниме юрӑхсӑр япала, тесе ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Он стал показывать мне знаками, что, по его мнению, соль — тошнотворная, противная еда.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӗҫернӗ апат ӑна питӗ килӗшрӗ, анчах вӑл эпӗ яшкана тӑвар янинчен хытӑ тӗлӗнчӗ.

Вареная пища ему очень понравилась, только он удивился, зачем я ее посолил.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вут ҫинчен илес умӗн Степка хурана виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ вир кӗрпи, пӗр кашӑк тӑвар ячӗ; кайран вӑл апатне тутанса пӑхрӗ, тутине чӑплаттарчӗ, кашӑкне ҫуласа ӗхлетсе илчӗ — ку ӗнтӗ апат хатӗррине пӗлтерчӗ.

Перед тем, как снимать с огня котел, Степка всыпал в воду три пригоршни пшена и ложку соли; в заключение он попробовал, почмокал губами, облизал ложку и самодовольно крякнул — это значило, что каша уже готова.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Уйрӑлас умӗн ыталашса чуп тӑвар пуль, учитель.

— Давай, учитель, облобызаемся троекратно!

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Боримечка пӗр татак какай касса илчӗ, ӑна тӑвар сапрӗ те ҫивӗч шӑлӗпе таткалама та тытӑнчӗ.

Отрезав кусок мяса, Боримечка посолил его и принялся рвать острыми зубами.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Болгарие таврӑнар та пӑлхав тӑвар, алла хунар тытса, Диарбекира е вилӗм таканне шырар тесе ларман-ҫке вӗсем, ҫулӗ-ҫулӗпе кӗнеке вуласа!

Не для того ведь они годами корпели над книгами, чтобы, приехав в Болгарию, бунтовать и самим лезть в Диарбекир или на виселицу!

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ача хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе кӑларса хучӗ: хытнӑ ҫӑкӑр чӗллисем, пуҫлӑ сухан, тӑвар, типӗ салат курӑкӗ.

Мальчик вытащил все свои припасы: несколько черствых ломтей ржаного хлеба, лук, соль и сушеную зелень.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫил шавласа кӗрлет, Стара-планина хысакӗ тӑвар сапнӑ пек курӑнать.

Завывал порывистый ветер с гор, склоны Стара-планины были словно усыпаны солью.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Минчет тӑвар, минчет тӑвар! — терӗ тепри.

Венчать так венчать! — вторил ему сосед.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Виҫӗ хутлӑ ҫуртӑн крыльци патне пырсан, Викентипе Кралич пусмапа хӑпарчӗҫ, коридорпа утрӗҫ, сас тӑвар мар тесе, ҫӳлелле улӑхрӗҫ, ҫапах та пур пушӑ йывӑҫ ҫуртри пекех, вӗсем утнӑ май, урай хӑмисем чӗриклетсе тӑчӗҫ.

Подойдя к крыльцу трехэтажного здания, Викентий и Кралич поднялись но ступенькам; они шли по коридорам и поднимались по лестницам, стараясь ступать неслышно, но половицы под ними скрипели, как это бывает в пустом деревянном доме.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Застава хыҫӗнче» ҫӑкӑрпа тӑвар тупса ҫиме мар, шыв тупса ӗҫме те хӗн.

Ведь там нет ни соли, ни хлеба, воду и то трудно достать.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Хӑй вӑра ҫӳлӗк ҫинчен хӑй аллипе тӑвар муклашки, кантӑр вӑрри ҫыххи, вунпилӗк пашалу илчӗ те, вӗсене пурне те шурӑ пиртен ҫӗлетнӗ хысна хутаҫҫине чиксе, Лао-цзыне сых ятне тесе ҫул ҫине пачӗ, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл: Лао-цзы ватӑ писатель пулнӑран кӑна ҫакӑн пек чыс турӑмӑр, ҫамрӑк пулнӑ пулсан вунӑ пашалу ҫеҫ панӑ пулӑттӑмӑр, терӗ.

А сам собственноручно достал с полки свертки соли, кунжутных семечек, пятнадцать лепешек, сложил все в казенный мешок из белого холста и передал Лао-цзы на дорогу, объявив, что подобная честь оказана ему, как старому писателю, будь он молодым, лепешек получил бы только десять.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Кирлӗ пулсан, вӗсемпе пӗрле пӗр пӑт мар — михӗ тӑвар ҫисе ярӑп та, мӗнле пулсан та ҫав-ҫавах пӗлсе ҫитӗп, факт!» — шухӑшларӗ вӑл.

Понадобится, так не то что пуд — целый мешок соли вместе с ними съем, но так или иначе, а все равно разберусь, факт!»

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мана ун кӗпи ҫинчи тӑвар та тӑван…

— Мне и соль на его рубахе родная…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫлекен ҫынсен аялти кӗписенчен пуринчен те духи те тутлӑ шӑршлӑ супӑнь шӑрши мар, тӑвар та тар шӑрши кӗрет.

У всех, кто работает, нижние рубахи солью и потом пахнут, а не духами и не пахучим мылом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Кӗпинчен унӑн тӑвар шӑрши кӗрет.

— Она у него солью пахнет…

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ вӑкӑрсене тӑвар та ҫерем ҫине яр, эпӗ вара кайрӑм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе.

— Ты выпряги быков и пусти их на попас, а я пошел, — сказал он со вздохом.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ялан тӑвар каламасть унӑн!

— И вот она всегда недосаливает!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӳр-ха, Давыдов, ҫапла тӑвар: кам пулса иртнине аса илет — ҫавӑнне куҫне чавса кӑлармалла пултӑр!

Давай, Давыдов, так: кто старое помянет — тому глаз вон!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех