Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тикӗс те ӗҫлемест.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пӗр тикӗс, ҫав тери лӑпкӑн шӑвать вӑл.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Григорий казаксен ҫумӗнчи хӗҫсемпе винтовкӑсем хӑй тахҫантанпах пӗлекен килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа чӑнклата-чӑнклата илнине, йышлӑ ут чӗрнисем пылчӑка ҫавнашкалах килӗшӳллӗн лачӑрт-лачӑрт ҫӑрса пынне илтет.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аякра та мар тимӗрленӗ урапа кустӑрмисем килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа кӑлтӑртатса кусрӗҫ, утсем тулхӑрса кӗҫенчӗҫ, ҫын сассисем янӑрашрӗҫ; сӑмсана ҫӑкӑр, утӑ, лаша тарӗн шӑршисем кӑтӑклантарчӗҫ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халлӗхе пирӗн ҫар сучӗ хӑйӗн ӗҫне тикӗс туса пырать-ха.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чиркӳ чанӗсем хӑлхана йуҫӗхтермелле тӗнкӗлтетнипе хутшӑнса кайса, картишӗнче хӑюсӑр та тикӗс мар сасӑпа пӑхӑр трубасем чӑнкӑлт-чанкӑлт туни илтӗнсе тӑчӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таҫта, ҫул айккинче, ялсем хуран курӑнса, аран ҫеҫ палӑрса ларнӑ — унта кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем ҫывӑрнӑ, анчах акӑ сӗмлӗхре пӗр ҫутӑ, тепӗр ҫутӑ, виҫҫӗмӗш ҫутӑ чӗлтӗртетме тытӑннӑ — те итем ҫинче ӗҫленӗ, те тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн те пулин туптаса пӗтерме васканӑ; шӳсе кайнӑ сухаланӑ ҫӗр ҫийӗн темӗнле ҫутӑ шуса кайнӑ, тӳрех вӑл мӗн иккенне пӗлме те пулман, унтан шӑплӑхра трактор пӗр тикӗс кӗрлени илтӗннӗ — кӗрхи ҫӗртме туса пӗтерме васканӑ пулмалла.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Пурте лайӑх пулӗ, анчах эсӗ ан хумхан! — терӗ Иннокентий, Ксенин алсишлӗ аллине хӑйӗн аллисемпе тытрӗ те, пӗр тикӗс ларакан шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, йӑл кулчӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малти пӳлӗм пушанса юлчӗ те, тукмаклӑ сехет лӑплантармалла пӗр тикӗс шаккани, чӳрече хупписене ҫил чӗриклеттерни илтӗнчӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ пек, пӗр тикӗс сывлать.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ хӑй ҫинчен маннине сиссе Мажаров Ксенин ҫывӑх, ҫав вӑхӑтрах инҫетри пит-куҫне нимӗн вӑтанмасӑр тинкерсе пӑхрӗ: вӑл унӑн кӑмӑла ӑшӑтакан илемлӗ тутине, йӑлтӑркка хура куҫӗсене, пичӗ ҫинчи тикӗс мар писеве курчӗ, — хӑлха патӗнче ӳт шуранкарах, унтан кӗренленсе пырать те, пит ҫӑмартисем вара йӑм хӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Таҫтан, шыв кукринчен, кӗпе тукмакки пӗр тикӗс ҫатлаттарни илтӗнсе тӑчӗ, унтан вӑл чарӑнчӗ, вара тӗлӗрекен шӑплӑхра лапсӑркка курӑклӑ ҫырана вӗтӗ хумсем ҫывӑрттарса ярас пек чӑмпӑлтатни ҫеҫ илтӗнчӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр минутранах Ксени унӑн нимӗнле туйӑмсӑр, хумханмасӑр тухакан тикӗс сассине, хуллен кулнине илтнӗ.Через минуту Ксения услышала его ровный и, казалось, бесстрастный голос, тихий, сухой смех.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лизӑн ҫамкине вӗҫӗсене пӗр тикӗс татнӑ улӑм тӗслӗ ҫӳҫ хупланӑ, ҫаврака та кӑмӑллӑ пит-куҫӗнче чеелӗхпе темӗнле вӑрттӑнлӑх пытанса тӑнӑ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн тӗксӗм пит ҫӑмартийӗсем пӗр тикӗс ачаш писевпе витӗннӗ, таса ҫамки ҫинче хура ҫӳҫ пайӑрки вӗлкӗшнӗ, куҫӗсем канӑҫсӑррӑн, ӑнланмасӑр пӑхнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Обком секретарӗ кӗнӗренпе Коробин малтанхи пекех — пӑртак алли-ури ҫыхланчӗ унӑн — Пробатовӑн тикӗс каснӑ ӗнсе хыҫне пӑхса, ӑна ним чӗнмесӗр сӑнаса тӑчӗ.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Утиял айӗнчен ӑвӑс пек сарӑ кӗлеллӗ, чӗрнисене пӗр тикӗс каснӑ, гипс тӗслӗ шурӑ ура курӑнчӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Асӑрхаттармалла шаккаса, Вершинин кӗчӗ, палас тӑрӑх пӗр тикӗс яра-яра пусса, сӗтел патне ҫывхарчӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл ботинкисене хывса пӑрахрӗ, кӑмака ҫумӗнчи хӑмаран тытса, вырӑн ҫине хӑпарчӗ, вара унта тин пӳртри ытти мӗн пур шӑршӑран мӗнле шӑршӑ ытларах кӗнине ӑнланса илчӗ — кӑмака ҫине тикӗс сийпе сарса хунӑ тырӑ типсе выртать.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тикӗс вырӑна тухсан, вӑл лава кӗпер ҫине туртса кӗчӗ, малалла темиҫе утӑм турӗ, Корней кӗпер хӑмисем типпӗн шатӑртатса хуҫӑлнине илтрӗ те сасартӑк вӗриленсе кайрӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.