Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тара сăмах пирĕн базăра пур.
тара (тĕпĕ: тара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Михаила тара кӗрӗштермерӗр пулӗ-ҫке?

«Аль наняла Михаила в работники?

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫакна пурне те чӑтма эпӗ сан патна тара кӗрӗшмен.

— Я подряда не брал всего от тебя терпеть.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кама та пулин кунта вуҫех килме хушмаҫҫӗ пулсан — вӑл вара ҫавра ҫулпа тара парать.

А если ему запретили сюда ходить — удирает кружным путем домой.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Борисӑн тара ӳкнӗ пичӗ йӑлтӑртатса тӑрать, сасси ҫапах та малтанхи пекех ҫирӗппӗн илтӗнет:

Лицо Бориса блестело от пота, но голос его стал по-прежнему строгим, когда он заговорил:

Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.

Тармакланнипе тара ӳкнӗскер, вӑл, кирлӗ япаласене шыраса тупас тесе, пӳлӗм тӑрӑх ним тӗлли-паллисӗр тапӑртатрӗ.

Вспотевший от напряжения, он бестолково топтался по комнате, тщетно пытаясь найти нужные ему принадлежности.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл, тара ӳкнӗскер, вырӑнӗ ҫинче енчен-еннелле ҫапкаланчӗ.

Обливаясь потом, он метался по постели.

12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сестра, ҫакна ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ тейӗн, ун пичӗ ҫине тапса тухнӑ тара салфеткӑпа шӑлса илчӗ.

И операционная сестра ловким движением салфетки вытерла пот с его лица.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Лаша малтанхи ҫухрӑмрах чӑм тара ӳкрӗ: халиччен нихҫан та ӑна хуҫи ҫавнашкал хӗрхенменни пулманччӗ-ха: хальхинче акӑ ҫул тӑршшӗпех чӑпӑрккана алӑран ямасӑр хӳтерсе пычӗ.

Кобыла вспотела на первой же версте; еще никогда хозяин не обращался с ней столь безжалостно: он не выпускал кнута из рук, беспрестанно погоняя ее.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кирлӗ-тӗк — хӑвӑра пулӑшма пӗр-пӗр ҫын тара тытӑр.

Нужно будет — наймите человека, чтобы пособил вам.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Большевиксем патне тара кӗрӗшнӗ чух офицер чысӗ ҫинчен шухӑшламан-ха, йытӑ…

Тогда об офицерской чести не думал, сукин сын, когда нанимался к большевикам…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ашшӗне пӑхӑнманнине кӗретех палӑртмарӗ-ха, анчах кирек хӑш ӗҫе те, ку пачах хӑйшӗн мар, тара тытнӑ хуҫашӑн кӑна пулнӑ пек, сисӗнмеллех сӳрӗккӗн тукаласа пычӗ; темле тата хӑйне урӑхларах, ыттисенчен ютшӑнса тытакан пулчӗ; Дуняшкӑн унчченхи ним хуйхӑ-суйхӑсӑр янӑравлӑ кулли халӗ хушӑран ҫеҫ илтӗнкелерӗ.

Она не проявляла открытого неповиновения отцу, но всякую работу, которую приходилось ей выполнять, делала с видимой неохотой и так, как будто работала не для себя, а по найму; и внешне стала как-то замкнутей, отчужденней; редко-редко слышался теперь беззаботный Дуняшкин смех.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ ак ҫапла ҫын: маншӑн вӗсене хӑваласа ҫитни ниме те кирлӗ мар, енчен те кӑйттӑрах килсе тухсан, хамӑра хӗстере пуҫларӗҫ пулсан, — эпӗ тытнӑ та чи малтан тара панӑ!

Я такой: мне догонять их нету надобностев, а коли туго прийдется, подопрет к кутнице — так я первый махну!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лаша тӗпӗртеттерсе ҫывхарнӑ сасса илтсе, Христоня каялла пӑхса илчӗ те сисӗнмеллех хӑвӑрт тара пуҫларӗ.

Заслышав конский топот, Христоня оглянулся и заметно наддал ходу.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ах, мур пуҫӗ! — тӗлӗннипе тара ӳксе, тӑсса каларӗ Никитӑ.

— Ух ты, дьявол тебя забери! — вспотев от восхищения, ошеломленно протянул Никита.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тара ан ӳкер тет-ха!

Коня не запали!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Лашана тара ан ӳкер! — кӑшкӑрчӗ Лузгин хыҫалтан.

— Коня-то не запали! — закричал вдогонку Лузгин.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тара вӑхӑтлӑха ҫеҫ тытнӑ, пулӑшма, — йӑли ҫавӑн пек.

Только на время брал людей со стороны, для подмоги — уж так заведено.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗлӗкрех ашшӗ ҫулсеренех укҫа тупма тухса кайнӑ: е ылтӑн шыранӑ ҫӗре сезонлӑ ӗҫе тара кӗрӗшнӗ, е инҫетри Ҫӗпӗр шывӗ ҫине сулӑ юхтарма кайнӑ.

Прежде отец каждый год уходил на заработки: то нанимался сезонщиком на золотые прииски, то отправлялся плотогоном на далекую сибирскую реку.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тара кӗрӗшсе ӗҫлӗп вара!

Я наймусь в работники!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Йӗп-йӗпе тара ӳкетӗн, чун ҫӳҫенсе каять!

Изливаешься потом, душа трепещет!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех