Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 12

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 19:44

Пуплевӗш: 55; Сӑмах: 394

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мӑрантарах та лӑпкӑ Клава кинемей санитаркӑна такам улӑштарнӑ тейӗн.

— Доктор! Доктор! — пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Сережка тӑчӗ! — Ординаторскинелле ыткӑнчӗ, Кузнецовпа ҫапӑнса, ун халат аркине ҫатӑрласа тытрӗ. — Сергей ура ҫине тӑнӑ-ҫке! Турӑҫӑм, хӑвӑртрах ӗнтӗ эсир! Тӑчех вӗт, янавар!

Кӑкӑрне урлӑ та пирлӗ бинтпа каркаланӑ Сергей, шурса кайнӑскер те типнӗскер, ҫара уран, кӑвак трусипе койки ҫумӗнче тӑрать, хӑй ачалла, ним пытармасӑр кулать. Унпа юнашар Таня тӑнӑ та ӑна ҫурӑмӗнчен тытнӑ. Уҫса пӑрахнӑ алӑк умне чирлисем, дежурнӑй сестрасем, няньӑсем, врачсем кӗпӗрленнӗ, вӗсем пурте пӑхнӑ та тӗлӗннӗ, хӑйсене хӑйсем те шанмаҫҫӗ: этем, асту-ха, вилнӗ ҫӗртен чӗрӗлнӗ. Егорыч, ыратнине пит-куҫне пӗркелет пулин те, вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ, калаҫать:

— Маттур, Сережа! Ну Сережа та! Паттӑр тенипе паттӑр! Ӑмӑрткайӑк! Тахҫанах ҫапла кирлӗ те!

«Ӑмӑрткайӑкӑн» вара пуҫӗ ҫаврӑнать, куҫӗ умӗ хурала-хурала килет, урисем халь-халь тӗшӗрӗлсе анас пек тайӑла-тайӑла каяҫҫӗ, ҫавна пула айри ҫирӗп урай, хумсем ҫинче чӳхенекен пӗчӗк карап евӗр, таҫта тухса тарасшӑн талпӑнать.

Ҫав кун Сергей икӗ хутчен ура ҫине ҫӗкленчӗ. Иккӗмӗшӗнче, пӗрер минут пек тӑрсан, утма хӑтланчӗ. Ярса пусасшӑн пулса, урине хускатрӗ, анчах пусаймарӗ, сулӑнса кайрӗ те вырӑн ҫине халсӑррӑн персе анчӗ.

— Мур тӗплесшӗ! — ятлаҫса илчӗ вӑл. — Ҫӳреме те маннӑ! Урасем чул пек хытса ларнӑ… итлесшӗн мар. — Тӳрре тухасшӑн пулнӑн, Таня ҫине пӑхса илчӗ, айӑплӑн калаҫма пуҫларӗ:  — Лайӑххӑн тытӑнса тӑма ҫук, пур еннелле те сулкалантарать. Алла малалла тӑсса ярас та тетӗп, вара… Ура, пӑх-ха, ним чухлӗ те ыратмасть! Шанмастӑн-и? Пӑртак тытса пыр, эпӗ утса пӑхатӑп…

— Кирлӗ мар, Сережа, эпӗ ӗненетӗп. Ывӑннӑ ӗнтӗ эсӗ. Паянлӑха ҫитет.

Ҫӗрле Сергейпа Егорыч каллех куҫ хупмарӗҫ. Ҫур ҫӗрччен каймарӗ чӳрече умӗнчен уйӑх. Палатӑна вӑл кӑвакрах ҫутӑ сапаласах тӑчӗ. Ку вӗсене тахҫанхи-авалхине аса илтерчӗ. Тахҫанхине, аякка-аякка юлнине. Чӗрисенче ирӗксӗрех ырату хускалчӗ. Вӑл вара суранӗпе пӗрлешсе кайрӗ те чӑтмалла мар пулса тӑчӗ. Сергейӑн хӑнӑхманнипе вӑй килнӗ ури сурчӗ. Вӑл, тара ӳкнӗскер, вырӑнӗ ҫинче енчен-еннелле ҫапкаланчӗ. Егорыч, ҫӑмӑллӑх пулнине туймарӗ пулин те, часран-час порошок ҫӑтрӗ.

Иркӳлӗм Сергей тӗлӗрсе кайнӑ. Анчах ун ҫавӑнтах, хыттӑн кӑшкӑрса янине пула, вӑранма тиврӗ. Палатӑра ҫутӑ ҫунать, аташса выртакан Иван Егорович койки патӗнче дежурнӑй сестрапа врач хыпаланса чупкалаҫҫӗ.

— Шӑнкӑравла Кузнецова, — илтрӗ Сергей. — Операционнӑйне хатӗрле.

Ҫутӑлас умӗн Ларина операци турӗҫ. Григорий Васильевич Сергейпе Таня ыйтнине хирӗҫ сӳрӗккӗн кӑна хуравларӗ: операци ҫирӗм минута тӑсӑлчӗ, вӑл та пулин усӑсӑр. Егорыча унтан тӳрех урӑх палатӑна вырттарчӗҫ.

Таня алӑк патнелле ыткӑнчӗ, анчах ӑна Кузнецов тытса чарчӗ:

— Кирлӗ мар, вӑл тӑнсӑр.

— Мӗнле-ха апла, Григорий Васильевич? — пӑлханса, калаҫса илчӗ Сергей.

— Ҫапла ак, Сережа, эпир те турӑсем мар ҫав, шуйттан илесшӗ!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех