Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑнах сăмах пирĕн базăра пур.
Чӑнах (тĕпĕ: чӑнах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, чӑнах, Иван пичче, лашасемпе эсӗ пурнӑҫра ялан уттипе ҫӳретӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов.

— Нет, всерьез, дядя Иван, так всю жизнь ты шагом и ездишь на лошадях?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кулнипе сывлӑшне те ҫавӑраймасӑр: — Апла, чӑнах та пушар тухас пулсан, пирӗн ӑна Макарпа иксӗмӗрӗн кӑна сӳнтермелле-и? — тесе ыйтрӗ.

Еще не отдышавшись от смеха, он спросил: — Значит, если на самом деле пожар случится, только нам с Макаром и тушить его?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шалт тӗлӗнмелле, чӑнах та!..»

Чудеса, да и только!..»

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шырланпуҫри автансем тӗлӗнмелле нумай тӗрлӗ сасӑпа авӑтаҫҫӗ, ун пекки чӑнах та сайра тӗл пулать.

Все петухи в Гремячем Логу были на редкость, прямо-таки на удивление разноголосы.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫук, чӑнах: мӗн пӑшӑлтатрӗ вӑл унта?

— Нет, серьезно: что она там шептала?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫанталӑкӗ, чӑнах та, аванччӗ, уйӑх та ҫап-ҫутахчӗ.

Погода действительно была хорошая, ярко светила лупа.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Чӑнах та, хӑй пурнӑҫне Гремячири пӗр-пӗр йӗкӗтпе ҫыхӑнтарас ҫуках ӗнтӗ Лушка.

На самом деле, не связывать же было ей свою жизнь с жизнью какого-нибудь гремяченского парня?

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Бригадирсем хӑйсен ӗҫӗсене хӑнӑхсах ҫитеймен пирки, чӑнах та, хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек ыйтусене татма та ун патне пыра-пыра аптӑратса ҫитернӗрен мар, Лушка, Дубков каланӑ тӑрӑх, «пурне те йӑл кулса илӗртнӗшӗн» тарӑхса кӑшкӑрчӗ.

Не потому он озлился и накричал, что бригадиры, не освоившие своих обязанностей, действительно одолевали его, обращаясь за разрешением всяческих мелочных хозяйственных вопросов, а потому, что Лушка, по словам Дубцова, «всем улыбалась, посулы делала».

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫук, чӑнах та Макар тӳрленмелли ҫын мар иккен!

Нет, положительно Макар был неисправим.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл чӑнах та йӳнеҫтерчӗ: каҫ пулнӑ ҫӗре пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахрӗ.

Он таки натянул: к вечеру у него оказалась вспаханной десятина с четвертью.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов склад хыҫӗнчи иккӗмӗш лаптӑк вӗҫнелле пӑхрӗ те, унта чӑнах та тытӑҫу евӗрлӗ темскерле япала пулса иртнине курах кайрӗ: Майданников, аллине тимӗр сӑнӑ тытнӑ та, ӑна хӗҫ пек ҫавӑркаласа тӑрать, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Атаманчуковӗ вара хӑрах аллипе ӑна вӑкӑр сӳсменӗ патӗнчен тӗрте-тӗрте ярать, тепӗр аллине чышкӑласа чӑмӑртанӑ, ҫурӑм хыҫне тытнӑ.

Давыдов поглядел в конец второй за складом клетки и увидел, что там действительно происходит что-то похожее на драку: Майданников, словно шашку, вертел в руке железную занозу, а высокий Атаманчуков одной рукой отталкивал его от ярма, а другую, сжатую в кулак, держал за спиною.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах, чӑнах ҫапла! — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне, Давыдов ун ҫине ӗненмесӗртереххӗн пӑхса тӑнине асӑрхаса.

Верно, верно! — закончил он, приметив недоверчивость во взгляде Давыдова.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуҫа кӑларса пӑхрӑм та, ку чӑнах та ҫавӑ, Титокӑн качака таки утӑ ҫинче тӗшӗрсе ҫӳрет, шалфей курӑк суйлать, армути тунине мӑтӑртаттарать…

Выглянул, а это так и есть, он, Титков козел, по сену лазит, шалфей ищет, полынок грызет…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та ара, Макара мӗн пулнӑ-ши?

— А действительно, что же с Макаром?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та ҫавнашкал ӗҫсем туса хӑтланнӑ эпӗ.

Верно, это я сотворял.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Шӑлсем тӗпренеҫҫӗ манӑн, аялтисем ӳксе пӗтрӗҫ ӗнтӗ, акӑ, кур-ха! — хайхискер ача хӗп-хӗрлӗ ҫӑварне карса кӑтартрӗ: аялти икӗ шӑлӗ чӑнах та ҫук иккен.

— Зубы у меня крошатся, а нижние выпали, вот погляди-ка! — парнишка открыл румяный рот: двух нижних зубов действительно не было.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

27-мӗш числара Давыдов пӗрремӗш бригада хирне кайса килме, ҫав бригада чӑнах та — вӑл кӑтартса панисене пӑхмасӑр — суха кассине тӑрӑхла сӳрет тенине тӗрӗслесе пӑхма шутларӗ.

Двадцать седьмого Давыдов решил съездить на поле первой бригады, чтобы проверить, действительно ли бригада — вопреки его указаниям — боронует вдоль борозды.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та ахальтен пулман иккен: 26-мӗш числара Марина колхозран тухма заявлени пырса пачӗ, хӑй ӗҫне «колхозра тӑни — турра хирӗҫ пыни пулать», тесе сӑлтавларӗ.

Оказалось, что на самом деле неспроста: Марина 26-го подала заявление о выходе из колхоза, ссылаясь на то, что быть в колхозе — «идти против бога».

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та, пурне те каламан эпӗ, анчах хӑшпӗрисене, хӑйсен чунӗсемпе пире хирӗҫ уйрӑмах хытӑ вӗчӗрхенсе тӑраканнисене, каланӑ.

Правда, не всем, но иным говорил, какие в душе против нас особенно напряженные.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тухса та тарӗҫ, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе илсе кайса пӗтерӗҫ, вара эпир шӑпах ҫурӑк валашка умне ларса юлӑпӑр, чӑнах та, ҫӑмӑллӑнах ларса юлма пулать!

И побегут, скот весь растянут, и останемся мы с разбитым корытом, очень даже просто!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех