Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та «Турӑ парасса» кӑна кӗтсе ларма юраманнине пурте питӗ лайӑх пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫанталӑка кӗтсе ларнипех ҫитӗнӳ тӑваймӑн.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Эпир аппа-йӑмӑкпа ӑна пахчара кӗтсе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Хунямӑшӗ пулас кинне ҫӑкӑр-тӑварпах кӗтсе илсе пилленӗ пулин те ҫӗнӗ ҫынсен пурнӑҫӗ ӑнман.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ачисем хуларан килессе темиҫе кун сивӗре е ҫутӑсӑр кӗтсе лараймӑн вӗт.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

…Парӑма кӗнӗ клиент тетӗшӗ, Шупашкар «Ладипе» нимӗнле документсӑрах ҫӳрекенскер, хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илмен, анчах хӗҫ-пӑшаллӑ «экскорт» умӗнче хирӗҫлеме хӑяйман.

... Брат должника, ездивший на Чебоксарской "Ладе" без никаких документов, встретил гостей без восторга, однако, перед вооруженным "экскортом" отрицать не посмел.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫур кун качака кӗтсе уйра ҫӳретӗп.

В пол дня в поле пасу коз.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Президента кунта пӗрлешӳ ертӳҫи В. Г. Васильев, ҫавӑн пекех район пуҫлӑхӗ С. А. Николаев тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. И. Федоров кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

«Красное Сормово» пӗрлешӳре депутатсене С. Иванов ертӳҫӗ кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

- Вӗрентӳ отраслӗнчи паянхи тӗп тӗллев - ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илесси.

— Главная задача образовательной отрасли сегодня - на достойном уровне встретить новый учебный год.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

- Вӗрентӳ отраслӗнчи паянхи тӗп тӗллев - ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илесси.

- Главная задача образовательной отрасли сегодня - встретить новый учебный год на достойном уровне.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Муркаш райповӗн пуҫарӑвне ытти федерацисем те ырласа кӗтсе илессе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Вӗри укуҫҫульпе кӗтсе илчӗ, ҫавӑнпах ӑсатса ячӗ.

Встретила горючими слезами, с ними же и проводила.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Анчах ҫак «вӑхӑт» тенине коммуналлӑ службӑра ӗҫлекенсем урӑхла ӑнланаҫҫӗ пулмалла: контейнер ҫумне тепӗр ҫӳп-ҫап купи ӳссе лармасӑр «мусоровоза» кӗтсе илейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Циста хӑйне юрӑхлӑ саманта кӗтсе тӑпрара 7-8 ҫул та выртма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

— Эпир кине вӑрҫа-вӑрҫа алӑк умӗнче кӗтсе тӑтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсем алӑк умӗнче кинӗ таврӑнасса нумайччен кӗтсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Тая, мӑшӑрӑм, сана ҫичӗ ҫул мана пӗчӗкҫӗ ачана пӑхнӑ пек ачашласа пурӑннӑшӑн, ман юлташсене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илсе ӑсатса янӑшӑн питӗ пысӑк тав.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Суяпа Анна шӑллӗпе мӑшӑрне, Тайӑна, хӑнасене питӗ тарават кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех