Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ларисӑпа Михаил Игнатьевсене, спектакль пӑхма кӑмӑл тунӑскерсене, театр директорӗ Вадим Ефимов тата пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

– Енчен те ертӳҫӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакӑ вӗсен тӗллевӗ мар тет тата федераци ресурсне кӗтсе илсен тин мӗнле те пулсан ӗҫ туса ирттерме палӑртать пулсан регионӑн ҫак ертӳҫи кун хыҫҫӑнхи ӗҫсӗрлӗх ӳснипе ҫыхӑннӑ кӑмӑллӑ мар лару-тӑрушӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗ, – асӑрхаттарнӑ премьер.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

82 ҫулти Зинаида Мустакова Ӗҫ ветеранӗ пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чаплӑ юбилее кӗтсе илме хатӗрленсе, музей сотрудникӗсем малтанхи экспозицие чылай анлӑлатса, ҫӗнӗ документсем хушса самаях сулӑмлӑ курава ҫынсен умне кӑларас тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Анчах хуҫи тӗрӗс-тӗкел машина кӗтсе илеймӗ: унӑн саппас пайӗсене сӳтнӗ кӑна мар, транспорт хатӗрне касса темиҫе пая пайлама ӗлкӗрнӗ!

Куҫарса пулӑш

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

ЧР Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Вӑрмар тата Куславкка районӗсен пай начальникӗ В.Ляшенко кӗскен те уҫӑмлӑн каларӗ: «Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни чи малтанах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн чи пысӑк уяв. Вӗсем кӗтнӗ, пурне те кӗтсе илеймен, районта ултӑ ҫамрӑк аякри ҫӗршывра куҫӗсене хупнӑ. Ҫар ретне тӑракан ҫамрӑксем, интернационалист-воинсем сирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла».

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Амӑшӗ ывӑлне термоспа илсе килнӗ вӗри чейпе кӗтсе илчӗ.

Мать сына встретила с чаем, принесенным в термосе.

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ывӑлӗсене, мӑшӑрӗсене вӑрҫӑ уйӗнчен кӗтсе илеймен амӑшӗсемпе салтак арӑмӗсем ҫакӑншӑн вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тунӑ.

Недожавшиеся с поле брани своих сыновей и мужей матери и вдовы до земли поклонились им.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Вертолет килессе пӗр сехет кӗтсе выртнӑ хушӑра юлташсем пырса сывпуллашрӗҫ.

Когда лежал в ожидании вертолёта целый час, друзья пришли попрощались.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Хӑнана пижамӑпа мар, капӑрланса кӗтсе илмелле пирӗн.

Мы хотим встречать гостей не в пижаме, а в приличной одежде.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

- Викӑна Мускавра пушӑ вырӑнта кӗтсе илмен терӗр...

- Вы говорили, что встречали Вику в Москве не на пустом месте...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех